Чӑваш чӗлхи
![]() Ираида Матьянова. Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентмелли курс уҫӑлӗ. Ку хыпара хулари шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ. Курса 1-мӗшпе 2-мӗш классенче тата 3-мӗшпе 4-мӗш классенче вӗренекен ачасем валли йӗркелеме палӑртнӑ. Уроксене чӗлхене пӗлменнисене чӗнеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине калаҫу мелӗпе йӗркелессине хыпарланӑ. Заняти пӗчӗк ушкӑнсенче иртнӗ. Кашнинче — 5 ачаран ытла мар. Уроксене професси ӑсталӑхӗн тӗрлӗ конкурсӗнче темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ Ираида Матьянова (Телейпи) ирттерӗ. Курса ҫырӑнас текенсене Александр Степанов е хӑйӗнпе, е Ираида Матьяновӑпа ҫыхӑнма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Лапсар ялӗ тӗлӗнче харӑсах пилӗк машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмахра 3 ҫын аманнӑ. Инкек 17 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Лапсар тӗлӗнче, М-7 «Атӑл» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Skoda Rapid» автомбиле тытса пынӑ хӗрарӑм-водитель хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл малтан «Audi A3» машинӑпа, кайран «Wolkswagen Transporter» маркӑллипе пырса ҫапӑннӑ. «Ауди» ҫӑмӑл машина «Scania» фура тата «Volkswagen Transporter» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. «Ауди» машина водителӗ тата хӗрарӑм-пассажир аманнӑ, «Шкода» автомобильте ларса пынӑ 5 ҫулхи арҫын ача пуҫӗ суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Тургай страницинчен илнӗ cӑнӳкерчӗксем Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунӗ умӗн Шупашкарти Ҫеҫпӗл ячӗллӗ библиотекӑра «Ҫеҫпӗл — ҫӗн ӗмӗр чӑвашӗ» ятпа куҫса ҫӳрекен картинӑсен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна йӗркелекнни — Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева. Куравра Чӑваш наци музейӗнче упранакан Георгий Фомиряков этнофутурист-ӳнерҫӗн картинисенчен пӗр пайне кӑтартнӑ. Тепӗр пайӗ Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнчи «Ҫеҫпӗл Мишшин юн чӗри» куравра иккен. Ольга Тургай радиожурналист, драматург «Контактра» пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева куравпа паллаштарнӑ май гениллӗ поэтӑмӑр ҫинчен питӗ интереслӗ каласа панӑ. Халӑх поэчӗ В.Туркай Ҫеҫпӗл Мишшин Чӑваш тӗнчинчи, литературинчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Чувашия в лицах» (чӑв. ~Чӑваш Ен сӑнсенче~~) курав ӗҫлет. Ӑна Чӑваш Енре кӑҫал иртекен паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ. Куравпа раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗччен паллашма май пур. «Чӑваш Ен сӑнсенче» проект авторӗ — Чӑваш Енри Художниксен союзӗн председателӗн ҫумӗ Иван Александров. Курава республика укҫипе йӗркеленӗ. Ӳнер музейӗнчи ҫав куравра республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ паллӑ 20 ентешӗн портречӗ сӑнланнӑ. Вӗсем — политиксем, музыкантсем, писательсем, спортсменсем, ученӑйсем, педагогсем, врачсем, художниксем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫе Бельгипе Германире туянаҫҫӗ. Вӗсенче кӑна та мар, Польшӑра, Китайра, СНГ (Никама пӑхӑнман ҫӗршывсен пӗрлӗхӗ) ҫӗршывӗсенче. Паян Чӑваш Енри аграрисем хӑйсен професси уявне (вӑл юпа уйӑхӗнче-ха, анчах пирӗн республикӑра уява уй-хирти ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пуҫтарӑнаҫҫӗ) пухӑннӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, экспорта санкцисем витӗм кӳнӗ пулин те кӑштах ӳсӗм пӗрех пур. Кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче агропромышленность продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасси 7 процент ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи музей ӗҫченӗсем Шупашкарта пуҫтарӑнӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче йӑлана кӗнӗ йӗркепе «XXI Петров вулавӗсем» Пӗтӗм ҫӗршыври ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Унта 13 хулари 17 музей ӗҫченӗсем килсе ҫитмелле. Ҫав шутра — Раҫҫейӗн этнографи музейӗнчен (Санкт-Петербург) тата К. А. Тимирязев ячӗллӗ Патшалӑх биологи музейӗнчен (Мускав). Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ республикӑсенчен: Саранскран, Чикмерен, Йошкар-Оларан. Федерацин Атӑлҫи регионӗсене илсен, Елабуга, Самар, Тольятти, Сызрань, Ӗпхӳ хулисенчен. Аякри Тӗментен те ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Ойраты» Калмӑк патшалӑх ташӑ театрӗн пӗрлехи концерчӗ иртӗ. Икӗ пултарулӑх коллективӗ сцена ҫине пӗр пек мар, ҫав вӑхӑтрах пӗр темӑпа тата сюжет йӗрӗпе тата кӑмӑл-туйӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе тухӗ. Аякри хӑнасем хӑйсен музыкӑпа хореографи спектакльне «… Ҫеҫенхирсен тусӗ калмӑк» ят панӑ. Вӑл калмӑксен пурнӑҫӗпе тата шӑпипе паллаштарӗ. Калмӑксемпе чӑваш артисчӗсен пултарулӑхне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче курса хаклама май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Паян республикӑра – ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлемелли промышленноҫра вӑй хуракансен уявӗ. Пирӗн регионта ҫак уява уй-хирти ӗҫсем вӗҫленсен паллӑ тӑваҫҫӗ. Паян чыслав пулнӑ. Ишлей райповӗн канашӗн председательне Татьяна Павловӑна II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне панӑ. «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» предприяти директорне Юрия Степанова Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе чысланӑ. Пӗтӗмпе 30 ытла ҫынна чысланӑ. Ыттисене Раҫҫей тата Чӑваш Енре «Тава тивӗҫлӗ ӗҫчен» пулнӑшӑн наградӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kurieronline.ru сайтри сӑн 7 уйӑхри ачана пуҫӗнчен ҫапнӑ арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Ку ӗҫ кӑҫал пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Етӗрнере пулнӑ. Вӑл хваттерӗнче хӑнана килнӗ хӗрарӑмпа эрех ӗҫнӗ. Лешӗ пӗчӗк ачипех ҫитнӗ. Ирхи 4 сехетре ача макӑрма пуҫланӑ. Ку арҫынна тарӑхтарнӑ. Вӑл пӗчӗкскерӗн хӑлхине пӑрнӑ, унтан пуҫӗнчен аллипе ҫапнӑ. Арҫын ачан пуҫ купташки хуҫӑлнӑ, пуҫ мими сиенленнӗ. Прокуратура ыйтнипе ачана амӑшӗнчен туртса илсе кукамӑшне (е асламӑшне) опекӑна панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗ нормӑран сивӗрех пулнӑ – ҫапла пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Канмали кунсенче те ӑшах тӑрӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Шупашкарта ҫак кунсенче 1 тӑваткал метр ҫине 20 литр шыв ӳкме пултарӗ. Тунтикунран сивӗтме пултарӗ. Кунӑн пӗрремӗш ҫурринче юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ытларикунпа юнкун та кӑштах ҫума пултарӗ. Эрне варринче типӗ ҫанталӑк тӑрӗ, хӗвел те тухӗ. Ҫӗрлесерен 10 градус таран шӑнтма пултарӗ, кӑнтӑрла 2-5 градус сивӗ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |