Республикӑра
karel.mk.ru сайри сӑн Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Ҫӗмӗрле» ҫӑлав службине васкавлӑ хыпар ҫитнӗ: вӑрманта хӗрарӑмпа ача ҫухалса кайнӑ. Кун пирки район администрацийӗн ӗҫченӗсем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах тухнӑ. Хӗрарӑмпа ача Пинер поселокӗ ҫывӑхӗнче ҫухалса кайнӑ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем вӗсене хӑвӑртах тупнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре 72 ҫулти хӗрарӑм ҫырлана кайсан ҫухалнӑччӗ. Телее, ӑна тепӗр кунхине тупнӑ: вӑл чӗрӗ-сывах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Яндекс.дзен сайтри сӑн Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта полицие икӗ ҫамрӑк пулӑшу ыйтма пынӑ. Иккӗшӗ те хӗрарӑмпа каҫ ирттерес тесе ултавҫӑсен тӗлне пулнӑ. 30-ти арҫын тӗнче тетелӗнче номер тупнӑ. Унпа ҫыхӑнсан ӑна пӗр ҫурт патне пыма каланӑ. 10 пин тенкӗ куҫарсан хваттер номерне пӗлтерме шантарнӑ. Анчах ку хирӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн палламан ҫын хӑй криминал авторитечӗ тесе хӑмсарма пуҫланӑ, хӑратнӑ. Арҫын киви-енчӗке 3 хутчен укҫа куҫарнӑ. Юрать, юлашкинчен банк унӑн карттине блокировка тунӑ. 18-ти каччӑ та хӗрпе киленесшӗн пулнӑ. Ӑна та 10 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та страховкӑшӑн укҫа ыйтма пуҫланӑ. Каччӑ текех куҫарман, ултавҫӑсен тӗлне лекнине ӑнланнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ултавҫӑсене шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен «Хусан–Чулхула–Хусан» маршрутпа ҫӳрекен виҫӗ электричкӑн расписанийӗ улшӑнӗ, унсӑр пуҫне тата тепӗр рейс хутшӑнӗ. 5501-мӗш номерпе ҫула тухакан «Шупашкар–Канаш» электропуйӑс 7:18 сехетре (хальхинчен 6 минут каярах) ҫула тухса Канаша 9:48 сехете ҫитӗ. 6351-мӗш номерлӗ «Хусан–Канаш» пуйӑс 4:00 сехетре (7 минут иртерех) хускалӗ, Канаша 6:43 сехете ҫитӗ (7 минут иртерех). 6194-мӗш номерлӗ «Ҫӗмӗрле–Канаш» пуйӑс 20:00 сехетре (48 минут каярах) ҫула тухса 21:31 сехете (48 минут каярах) Канаша ҫитӗ. Хусанпа Чулхула хушшинче тепӗр электропуйӑс ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл унтан 05:10 сехетре тухӗ те Чулхулана 11:30 сехете ҫитӗ. Чулхуларан Хусана 16:08 сехетре тухса кайӗ, вырӑна 22:28 сехетре ҫитӗ. Асӑннӑ электропуйӑс юнкунсӑр пуҫне кашни кунах ҫӳрӗ. Ҫул ҫинче 6 сехет те 20 минут иртӗ. Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ икӗ хулана ҫыхӑнтаракан пуйӑссем ҫӗрле хускалса ирпе ҫитеҫҫӗ. Хусантан Чулхулана ҫитме 8 сехет те 37 минут иртет, Чулхуларан Хусана кайма — 9 сехет те 17 минут. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкарта пурӑнакан арҫын Мускава кайнӑ та ҫухалнӑ. Тӑванӗсем вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа полицирен пулӑшу ыйтнӑ. 46 ҫулти Иванов Героньдий Георгиевич утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускава кайнӑ. Вӑл тепӗр кун ирхине «Лермонтов проспекчӗ» метро станцине ҫитни паллӑ. Унтан унӑн Раменское хулине ӗҫе каймалла пулнӑ. Анчах арҫын ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Героньдий Георгиевич 174 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке. Ҫав кун ҫутӑ кӑвак джинс шӑлавар, тӗттӗм кӑвак тӗслӗ футболка, сӑрӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700 54 52, 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча инфекци пульницинче мачча ҫине ҫыпӑҫтарнӑ плитка хӑйпӑнса ӳкнӗ. Ҫакӑ ҫумӑра пула пулнӑ имӗш. Ҫынсем пульницӑра ҫакна видео ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Палӑртмалла: пульницӑн ҫак ҫӗнӗ корпусӗ икӗ ҫул каялла кӑна уҫӑлнӑ. «Юрать, никама та пуҫран лекмен. Кун пекки пӗрре кӑна мар пулнӑ. Пациентсене пӗр тухтӑр анчах йышӑнать. Ҫынсем кӑкӑр ачисемпе, 38,5 температурӑпа, 2-3 сехет кӗтсе лараҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ҪҪХПИ инспекторӗсем Мари Эл арҫыннине шыраҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл полицейские вӗлерме тӑнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Токшик ялӗнче ҫул-йӗрпе патруль тата полици ӗҫченӗсем ВАЗ-2114 машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр 29 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл - Мари Эл ҫынни. Хайхискер чарнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ, багажникрен канистр кӑларнӑ та йӗрке хуралҫисене бензинпа сапнӑ, унтан шӑрпӑк ҫутнӑ. Пӗр полицейскин ӳчӗн 50 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Унӑн ӗҫтешӗ аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян 10 сехет те 50 минутра Элӗк-Ишек ҫул ҫинче, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗ ҫывӑхӗнче, тракторпа микроавтобус ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Форд Транзит» микроавтобус рейсра пулман, вӑл яла кайма тухнӑ. Микроавтобус транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та МТЗ 82 тракторпа ҫапӑннӑ. Ҫав самантра трактор сулахай еннелле пӑрӑннӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире микроавтобус водителӗ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
mobillegends.net сӑнӳкерчӗкӗ ИНН свидетельствине хальхи вӑхӑтрал онлайн мелпе илме пулать. Тепӗр майлӑ каласан, асӑннӑ хут кирлисен Налук инспекцине кайса ҫӳремесен те. Шупашкар хулинче пурӑнакансем ҫӗнӗлӗхпе хастар усӑ кураҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫеҫ хулари 4,5 пин ытла ҫын ИНН свидетельствине илме кӑмӑл тунӑ, вӗсенчен 598-шӗ — налук органне каймасӑр. Онлайн-пулӑшупа усӑ курас тесен Раҫҫейӗн Налук службин сайтне кӗмелле те «Личный кабинет налогоплательщика для физических лиц» (чӑв. Уйрӑм ҫынсем валли налук тӳлекенсен уйрӑм пӳлӗмӗ) сервиса суйламалла. Унта ИНН тӳлевсӗр уҫласа илме май пур. ИНН илес тесен заявление ҫырма «Жизненные ситуации» (чӑв. Пурнӑҫри лару-тӑру) ярӑма кӗмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Яндекс.дзен сайтри сӑн Шупашкарта «Садовый» тата «Байконур» микрорайонсен хушшинче хир сысни ҫӳренине асӑрханӑ. Вӑл пӗчченех пулнӑ. Специалистсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна апат-ҫимӗҫ юлашкийӗсем илӗртме пултарнӑ. Тепӗр тесен, ҫав вӑрманлӑ ҫырма тискер чӗрчунсемшӗн лайӑх вырӑн. Унта вӗсем пурӑнаяҫҫӗ. Анчах ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмаҫҫӗ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта хир качаки Мускав проспектне тухнӑ. Шел, ӑна машина ҫапса хӑварнӑ, чӗрчун вилнӗ. Хир качакисем унашкал вырӑна тухсан ҫухалса каяҫҫӗ, унталла-кунталла чупма пуҫлаҫҫӗ, стреса пула та вилме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
realtagil.ru сайтри сӑн Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче республикӑри ӗҫлекен ҫын вӑтамран 39 пин те 999 тенкӗ шалу илнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, вӑтам ӗҫ укҫи 14,3 процент ӳснӗ. Ку инфляцирен 6,2 процент нумайрах. Ҫапла пӗлтерет ведомство. Камсен шалӑвӗ пысӑкрах-ха? Финансистсем - 58 пин, страхлав агенчӗсем - 56 пин, ӑсчахсемпе айтишниксем 54 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Лесниксен, ҫӗвӗҫсен, сӗтел-пукан тӑвакансен шалӑвӗ - чи пӗчӗкки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |