Республикӑра ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫурхи призыв пуҫланнӑ. Чӑваш Енри ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков «Советская Чувашия» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑран 1350 яш салтака каймалла. Каччӑсене ҫар чаҫӗсене ака уйӑхӗн варринче ӑсатма тытӑнӗҫ. Призыв утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Хальхинче ҫӗнӗлӗх пур. Унччен 27 ҫултан аслисене ҫара илмен, халӗ вара ҫак ӳсӗм 30 ҫулпа танлашнӑ. Ытти – унчченхи пекех. Служба срокӗ – 1 ҫул. Салтаксене Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсене ямӗҫ.