Паян Вӑрнар муниципалӑ округӗнче Кивкассипе Пуканкасси ялӗсен хушшинче апат-ҫимӗҫ тиенӗ Газель аварие лекнӗ. Вӑл ҫулран пӑрӑнса кювета чӑмнӑ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, грузовик водителӗ тепӗр машинӑпа ҫапӑнас мар тесе руле пӑрнӑ та кювета чӑмнӑ. Машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель шар курман. Вырӑна Росгварди, ҪҪХПИ инспекторӗсем ҫитнӗ.