Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх
ppt-online.org сӑнӳкерчӗкӗ
ppt-online.org сӑнӳкерчӗкӗ

Килес ҫул пирӗн республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ май республикӑра ҫӗнӗ акци пуҫарса янӑ. «Вышитый оберег для каждого ребенка Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри кашни ача валли тӗрленӗ сыхлӑх) ят панӑскере ҫамрӑксемпе ачасен хальхи вӑхӑтри этноҫипуҫӗн ҫӗнӗ коллекцийӗпе паллаштарнӑ чухне пӗлтернӗ.

«Чӑваш Еншӗн тӗрӗ питех те пӗлтерӗшлӗ, вӑл хамӑрӑн халӑхӑн авалхи вӑй-халӗпе – ҫыхӑнтарать. Чӑваш тӗррин эрешӗсенче ӑсчахсем руна ҫырулӑхӗнчен юлнӑ йӗрсене кураҫҫӗ», – тенӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Шупашкарта троллейбус ҫуннӑ. Вӑл 6-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ.

Троллейбус кивви мар, ҫӗнниех. Вӑл "Олимпийский" чарӑну патне ҫитсен ҫунма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра салонра пассажирсем те пулнӑ. Ҫынсем салонран тухнӑ.

"Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм троллейбус тӑрринче курӑннӑ. Вырӑна пушарнӑйсем, васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83323
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр туянмашкӑн 5,2 миллион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Унпа вӗсем Ҫӗрпӳре икӗ хутлӑ ҫурт туяннӑ.

Волковсем 8 ача ӳстереҫҫӗ. Ҫӗрпӳне куҫса килни вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатнӑ. Кӗҫӗн ачисем ача пахчине кайнӑ, аслисем халь вӗренӗве чӑрмавсӑр ҫӳреҫҫӗ. Кашни ачан тенӗ пек килте пӳлӗм пур халӗ.

Волковсем 12 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланать. Вӗсем ҫывӑхри ҫӗре тара илсе выльӑх-чӗрлӗхпе малалла ӗҫлесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83308
 

Культура

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрне тӗпрен юсама палӑртнӑ. Унта никӗсне тата цоколе ҫӗнетесшӗн.

Проекта Экспертиза тата строительствӑра хак тӑвакан центр пӑхса тухнӑ. Проект документацине "Форс" ӑслӑлӑхпа производство фирми хатӗрленӗ.

Палӑртмалла: Чӑваш патшалӑх драма театрне 1918 ҫулта пуҫарнӑ. 1933 ҫулта академи ятне панӑ, 1959 ҫулта - К.В.Иванов ятне. Халь театр вырнаҫнӑ ҫурта 1961 ҫулта уҫнӑ. 1993 ҫултанпа вӑл культура еткерлӗхӗн объекчӗ шутланать.

 

ЧӲК
25

«Тархасшӑн, ачасене выҫӑпа ан вӗлерӗр...»
 Иван Саландаев | 25.11.2022 18:41 |

Харпӑр шухӑш Политика

Октябрӗн 30-мӗшӗ — политика репрессийӗсенче асап тӳснисене асӑнмалли кун

ҪАПЛА каласа, куҫҫуль юхтарса йӗнӗ Дарья Трофимова хӑйне тытса кайма килнӗ милиционерсем умӗнче. Анчах йӗни те, тархаслани те пулӑшайман: ҫуркуннехи ҫав каҫ Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗнчи 5 ҫынна конвойпа Улатӑр тӗрмине илсе кайнӑ. Дарья Трофимова та — 27-ри тӗттӗм чӑваш хӗрарӑмӗ — икӗ ҫулти тата ултӑ уйӑхри ачисене куҫҫульпе йӗпетсе инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ.

Чӑваш АССРӗн Тӗп сучӗ ҫумӗнчи ятарлӑ коллеги Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗнчи граждансене айӑпласа йышӑннӑ приговортан

(1935 ҫулхи августӑн 2-4-мӗшӗсем)

1935 ҫулхи августӑн 2-4-мӗшӗсенче ЧАССР Тӗп сучӗ ҫумӗнчи ятарлӑ комиссии Шупашкар хулинче иртнӗ судӑн хупӑ ларӑвӗнче ЧАССР Патӑрьел районӗнчи (ун чух Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗ ҫак района кӗнӗ — авт.) Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗнчи ҫак граждансен 74-мӗш номерлӗ уголовнӑй ӗҫне пӑхса тухнӑ:

1. Гаврилов Николай Алексеевич, 1874 ҫулта ҫуралнӑ, чӑваш, хутла кӑштах пӗлет, ҫемьеллӗ, партире тӑмасть, кулак тесе судпа айӑпланнӑскер.

2. Андреев Илья Андреевич, 55 ҫулта, чӑваш, хутла пачах та пӗлмест, ҫемьеллӗ, партире тӑмасть, судпа айӑпланман, колхоза кӗмен.

Малалла...

 

Хулара
sueveriya.com сайтри сӑн
sueveriya.com сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм юмӑҫ серепине лекнӗ. Лешӗ унран укҫа сӑптӑрнӑ.

Хӗрарӑм юмӑҫ патне авӑн уйӑхӗнче ҫырнӑ. Вӑл арҫынна юратнӑ, лешӗ вара – ҫук. Хайхи юмӑҫ ӑна малтан питне ӳкерсе яма ыйтнӑ, унтан – ҫарамасланса пӗтӗм кӗлеткине. Ку диагностика тума кирлӗ имӗш. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах кайран ӑна ҫав юмӑҫ сӑнӳкерчӗксене тӗнче тетелне кӑларса хурассипе хӑратса укҫа ыйтнӑ.

Хӗрарӑм ӑна 23 пин тенкӗ куҫарса парсан тин полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ.

 

Раҫҫейре
 "Осторожно, Москва" сайтри сӑн
"Осторожно, Москва" сайтри сӑн

22 ҫулти Чӑваш Ен хӗрӗ, Мускавра пурӑнаканскер, лотерейӑра 56 миллион тенкӗ илнӗ. Кун пирки РИА Новости пӗлтерет.

Екатерина Чучелина Мускаври пӗр аслӑ шкулта вӗренет. Нумаях пулмасть вӑл занятире ларнӑ чухне онлайн мелпе темиҫе лотерея билечӗ туяннӑ. Унта задани ҫапларах: пӗтӗм хисепе пӗлмелле е пӗрне те пӗлмелле мар. Екатерина нихӑшне те тӗрӗс тупайман. Ҫапла вӑл 56 миллион тенкӗ выляса илнӗ.

Екатерина ку укҫапа пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянасшӑн. Унтан автошкулта вӗренесшӗн.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк ӑшӑрах-ха, ирхине ҫумӑр пекки те вӗтӗртетрӗ. Ыран-паян ҫавӑн пекех пулӗ. Шӑматкун каҫхине тӗтре карса илӗ, ирпе ҫеҫ сирӗлӗ. Кун хыҫҫӑн вара сивӗтме тытӑнӗ.

Тунтикун уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Каҫсерен 20 градус таран сивӗтме тытӑнӗ, кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ пулӗ.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр та сивӗ ҫанталӑк раштавӑн пӗрремӗш декади вӗҫлениччен пулӗ.

 

Сывлӑх

Етӗрнере санитари вертолечӗ валли лапам тума пуҫланӑ. Ӑна ҫитес ҫул туса пӗтермелле.

Пӗлтӗр Етӗрне тӑрӑхӗнче 70 пациента пульницӑна питӗ хӑвӑрт илсе ҫитерме тивнӗ. Вӗсене транспортпа илсе кайнӑ. Анчах пур пациент та кун пек чухне ҫула чӑтса ирттереймест. Уйрӑмах - выртакансем.

Ҫитес ҫул Етӗрнере ку енӗпе лару-тӑру лайӑхланмалла, пациентсене санавиаци илсе ҫӳрӗ.

Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче республикӑра санавиаципе 88 пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хальлӗхе вертолет вӗҫме пӑрахнӑ.

 

Республикӑра

Паян Патӑрьел районӗнчи полицейскисем пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫулсене тасатма пулӑшнӑ.

Пӑрлӑ ҫумӑр ҫунипе тата ҫил вӑйлӑ вӗрнипе "Шӑмӑршӑ - Суйкӑн - Алтышево" ҫул ҫинче йывӑҫем, туратсем ӳкнӗ, машинӑсене ҫӳреме чӑрмантарнӑ.

Патӑрьел районӗн полицейскийӗсем бензопӑчкӑ тытнӑ та ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫапла вӗсем ҫак ҫулпа ҫӳрекен водительсем валли ҫула тасатнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 708, 709, 710, 711, 712, 713, 714, 715, 716, 717, [718], 719, 720, 721, 722, 723, 724, 725, 726, 727, 728, ... 3915
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 14

1927
98
Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...