Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Павел Данилов республикӑпа сывпуллашнӑ. Регион правительствинче виҫӗ ҫул ытларах ӗҫленӗ ҫав ҫын ӗҫрен каяссине халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче шӑматкун пӗлтернӗ.
Хальлӗхе республика Элтеперӗ ун пек хушӑва алӑ пусман. Данилов ҫак кунсенче отпускра пулнӑ-мӗн. Кун пирки forum.na-svyazi.ru портал хыпарланӑ.
Павел Данилов Шупашкарта 1974 ҫулта ҫуралнӑ. 1995 ҫулта Плеханов ячӗллӗ Раҫҫейри экономика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2000 ҫулта ӑна Шупашкар хула мэрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Каярах вӑл Ял хуҫалӑх министерствипе РФ Стройминне пӑхӑнакан учрежденисене ертсе пынӑ.
2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Павел Данилова Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ пулма шаннӑ, тепӗр икӗ уйӑхран строительство тата транспорт министрӗн тилхепине тыттарнӑ.