Паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптора 75 ҫул тултарнӑ.
Николай Григорьевича Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президиумӗпе президенчӗ Евгений Ерагин тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче саламланӑ.
«Тӑван халӑхӑн мухтава тивӗҫ ывӑлне, ҫуралнӑ кунпа чун-чӗререн саламлатпӑр!
Иксӗлми вӑй-хӑват, ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх, телей сунатпӑр.
Сирӗн хастарлӑх, чунри пуянлӑх тӗлӗнтерет, савӑнтарать. Малалла та тӑван халӑхшӑн нумай ырӑ ӗҫ тума пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ тапсах тӑтӑр», — тесе ҫырнӑ саламра.