Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗ иккӗмӗш хут иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 30.03.2024 18:11 | 1354 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Паян Шупашкарта Вӗренӳ институтӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗ иртнӗ. Ӑна «Хавал» пуҫару ушкӑнӗпе «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» йӗркеленӗ. Кӑҫалхипе вӑл иккӗмӗш хут иртнӗ. Пӗрремӗш форум 2019 ҫулта пулнӑ.

Паян форумра тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем тунӑ ҫамрӑксем хӑйсен ӗҫӗпе, проекчӗпе паллаштарнӑ. Элӗк тӑрӑхӗнчи Кирилл Степанов экзотикӑллӑ тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк ӗрчетет. Хӑйне вӑл ҫамрӑк фермер, ялти блогер тет. Кирилл халӑх тетелӗсенче страницӑсем тытса пырать. Унӑн видеовӗсене пин-пин ҫын пӑхать. Кирилл хӑйӗн роликӗсемпе те паллаштарнӑ, юлашки ҫур ҫулта блогер ӗҫӗ ӑна тупӑш кӳни пирки каласа кӑтартнӑ.

Матвей Блинов форума Мускавран ятарласа килнӗ, вӑл унта вӗренет. Каччӑ тӗрлӗ ҫулта халӑх йышӗ, демографи лару-тӑрӑвӗ мӗнле улшӑнни ҫинчен чӑвашла каласа кӑтартнӑ.

Красноармейски тӑрӑхӗнчи Артур Васильев хурт-хӑмӑр ӗрчетет. Вӑл та хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарнӑ.

Елчӗк округӗнче ҫуралнӑ, халӗ Мускаври М.В.Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче вӗренекен Екатерина Нягина - пулас астроном. Эсир ҫӑлтӑр ӳкнине курнӑ-и? Чӑннипе, ҫӑлтӑр ӳкмест, вӗсем - метеорит пайӗсем. Ҫӑлтӑрсем вара вилеҫҫӗ: вӗсенчи газ сирпӗнет. Мӗншӗн Марс планета пирки ытларах калаҫаҫҫӗ? Мӗншӗн тесен ун патне ҫитме ҫӑмӑлрах. Хальхи вӑхӑтра вара астрономсем пурнӑҫ пулма пултаракан ытти планетӑна та палӑртнӑ.

Тӗслӗхрен, Нептун. Анчах ун патне ҫитме йывӑр. Екатерина астрономи пирки чӑвашла ӑнланмалла тата питӗ интереслӗ каласа кӑтартнӑ.

София Кумачева, София Толстова, Ксения Романова, Ксения Леонтьева, Дина Трякова, Кристина Макосеева, Элтияр Александров, Константин Доброхотов, Павӑл Нягин, Мефодий Галкин, Юма Андреева, Вася Васин, Иван Грачев, Мӗтри Тимин, Юлия Еремеева тата Валерия Зубкова, Алина Ильина тата Ирина Алексеева, Лана Романова, Людмила Семенова та хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарнӑ.

#Шупашкар, #ҫамрӑксем, #форумсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем