Ҫутҫанталӑк
![]() pg21.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян пирӗн тӑрӑхра вӑйлӑ ҫил алхасассине синоптиксем малтанах пӗлтерчӗҫ-ха. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ҫынсене СМС-ҫырусем те ярса панӑччӗ. Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ҫил ҫеккунтра 20-22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрессине систернӗччӗ. Красноармейски районӗнче, ав, вӑйлӑ ҫил пӗрисен пахчинчи теплицӑна илсе ывӑтнӑ, чӳрече кантӑксӗсене ватнӑ. Кун пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗрне пӗлтерекен тупӑннӑ, сӑмахне ӗнентерме сӑнӳкерчӗк ярса панӑ. «Ирхине пахчана тухрӑмӑр та теплица кӳршӗсен картине ҫитсе выртнӑ, чӳрече кантӑкне ватнӑ», — пӗлтернӗ Кивӗ Йӗкӗт ҫынни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхи 5 сехет тӗлӗнче «Атӑл» М–7 автоҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗ тӗлӗнче «Хёндай-Туксон» кроссовер тырӑ тиенӗ «КамАЗ» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын пулнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кроссовер водителӗ дистанцие пӑхӑнман. Эрех ӗҫмен-и тесе икӗ водителе те тӗрӗсленӗ — вӗсем урах пулнӑ. Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ, унта ӑна тухтӑрсем малтанхи пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн сипленме килне янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() almode.ru сайтри сӑн 11.11.2022. Ӗнер ҫакӑн пек кун пулнӑ. Хисепсем хитре тесе республикӑра эрнекун нумай ҫемье ҫавӑрнӑ. Канмалли кун пулманнине пӑхса тӑман. Чӳкӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта 24 мӑшӑр пӗрлешнӗ. "Хитре хисеплӗ кун ҫӗнӗ ҫемьесемшӗн лайӑх паллӑ пултӑр", - тенӗ тӳре-шара. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗн пуканне урӑх ҫын йышӑннӑ. Вӑл - Станислав Трофимов. Унччен Станислав Шупашкар хула администрацийӗн ҫамрӑксен тата общество аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ те пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра ЧР Патшалӑх Канашӗн Общество канашӗн председателӗнче вӑй хунӑ. 29 ҫулти ҫамрӑка депутатсем пӗр саслӑн пулса суйланӑ. Станислав Трофимов Красноармейски ялӗнче 1992 ҫулта ҫуралнӑ. Тӑван тӑрӑхӗнче пурӑннӑ чухнех общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Вӑл - "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" парти пайташӗ, регионти политканашӗн президиумне кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче Питтукасси ялӗнчи кафе патӗнче кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче икӗ арҫын хирӗҫсе кайнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫын хӑйӗн пӗлӗшӗпе тем пайлайман. Ӳсӗрскер ӑна вӗлерес тенӗ. Вӑл килне кайса ҫӗҫӗ йӑтса килнӗ. Унпа вӑл 39 ҫулти пӗлӗшне тӗрлӗ ҫӗртен 8 хутран кая мар чиксе пӗтернӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Ҫынна вӗлернӗ арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗнчи суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ираида Матьянова. Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентмелли курс уҫӑлӗ. Ку хыпара хулари шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Александр Степанов «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ. Курса 1-мӗшпе 2-мӗш классенче тата 3-мӗшпе 4-мӗш классенче вӗренекен ачасем валли йӗркелеме палӑртнӑ. Уроксене чӗлхене пӗлменнисене чӗнеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине калаҫу мелӗпе йӗркелессине хыпарланӑ. Заняти пӗчӗк ушкӑнсенче иртнӗ. Кашнинче — 5 ачаран ытла мар. Уроксене професси ӑсталӑхӗн тӗрлӗ конкурсӗнче темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ Ираида Матьянова (Телейпи) ирттерӗ. Курса ҫырӑнас текенсене Александр Степанов е хӑйӗнпе, е Ираида Матьяновӑпа ҫыхӑнма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Лапсар ялӗ тӗлӗнче харӑсах пилӗк машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмахра 3 ҫын аманнӑ. Инкек 17 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Лапсар тӗлӗнче, М-7 «Атӑл» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Skoda Rapid» автомбиле тытса пынӑ хӗрарӑм-водитель хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл малтан «Audi A3» машинӑпа, кайран «Wolkswagen Transporter» маркӑллипе пырса ҫапӑннӑ. «Ауди» ҫӑмӑл машина «Scania» фура тата «Volkswagen Transporter» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. «Ауди» машина водителӗ тата хӗрарӑм-пассажир аманнӑ, «Шкода» автомобильте ларса пынӑ 5 ҫулхи арҫын ача пуҫӗ суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Тургай страницинчен илнӗ cӑнӳкерчӗксем Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунӗ умӗн Шупашкарти Ҫеҫпӗл ячӗллӗ библиотекӑра «Ҫеҫпӗл — ҫӗн ӗмӗр чӑвашӗ» ятпа куҫса ҫӳрекен картинӑсен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна йӗркелекнни — Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева. Куравра Чӑваш наци музейӗнче упранакан Георгий Фомиряков этнофутурист-ӳнерҫӗн картинисенчен пӗр пайне кӑтартнӑ. Тепӗр пайӗ Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнчи «Ҫеҫпӗл Мишшин юн чӗри» куравра иккен. Ольга Тургай радиожурналист, драматург «Контактра» пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева куравпа паллаштарнӑ май гениллӗ поэтӑмӑр ҫинчен питӗ интереслӗ каласа панӑ. Халӑх поэчӗ В.Туркай Ҫеҫпӗл Мишшин Чӑваш тӗнчинчи, литературинчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Чувашия в лицах» (чӑв. ~Чӑваш Ен сӑнсенче~~) курав ӗҫлет. Ӑна Чӑваш Енре кӑҫал иртекен паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ. Куравпа раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗччен паллашма май пур. «Чӑваш Ен сӑнсенче» проект авторӗ — Чӑваш Енри Художниксен союзӗн председателӗн ҫумӗ Иван Александров. Курава республика укҫипе йӗркеленӗ. Ӳнер музейӗнчи ҫав куравра республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ паллӑ 20 ентешӗн портречӗ сӑнланнӑ. Вӗсем — политиксем, музыкантсем, писательсем, спортсменсем, ученӑйсем, педагогсем, врачсем, художниксем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫе Бельгипе Германире туянаҫҫӗ. Вӗсенче кӑна та мар, Польшӑра, Китайра, СНГ (Никама пӑхӑнман ҫӗршывсен пӗрлӗхӗ) ҫӗршывӗсенче. Паян Чӑваш Енри аграрисем хӑйсен професси уявне (вӑл юпа уйӑхӗнче-ха, анчах пирӗн республикӑра уява уй-хирти ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пуҫтарӑнаҫҫӗ) пухӑннӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, экспорта санкцисем витӗм кӳнӗ пулин те кӑштах ӳсӗм пӗрех пур. Кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче агропромышленность продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасси 7 процент ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |