Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти социаллӑ мобильлӗ бригада пӗччен ватӑсене тата сусӑрсене машина уйӑрса пулӑшать.
«Бригада тивӗҫӗ — вӑхӑтра тата васкавлӑ пулӑшу кӳресси. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 85 ҫынна пулӑшнӑ, 72 хутчен ятарлӑ автомашина уйӑрса панӑ», — каласа кӑтартнӑ центрӑн социаллӑ реабилитаци пайӗн заведующийӗ Марина Васильева.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаканӑн арӑмне нумаях пулмасть Хусана тухтӑрсем патне илсе кайса килнӗ. Сусӑр кӳмипе ҫӳрекен хӗрарӑма унта хӑй тӗллӗн ҫитсе килме калама ҫук йывӑрри каламасӑрах паллӑ.
Тепӗр тӗслӗхре пӗччен пурӑнакан хӗрарӑм инсульт пирки васкавлӑ пулӑшу машинипе лекнӗ. Каялла тухма унӑн ӑшӑ ҫипуҫ та пулман. Социаллӑ учрежденин ятарлӑ машини хӗрарӑма пульницӑран килне ҫитерсе янӑ ҫеҫ мар, инсульт хыҫҫӑн тумалли хӑнӑхтарусене вӗрентсе хӑварнӑ, социаллӑ ӗҫчен пулӑшма пултарни пирки каласа ӑнлантарнӑ.
