Хулара
"ДТП Чувашии Аварком21" сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра чи ҫӳлти хутра пурӑнакан арҫын пирус тӗпне сӳнтермесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. Ку чутах инкекпе вӗҫленмен. Ҫак пӑтӑрмах паян кӑнтӑрла пулнӑ. Юрать, кӳршисем сисчӗвленнӗ. Вӗсемех пушарнӑйсене чӗннӗ. Сӳнтермен пирус тӗпне пула матрас хыпса илнӗ. Кил хуҫи тухтӑрсем пульницӑна кайма сӗнсен килӗшмен. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш хулинче пурӑнакан арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. 52 ҫулти арҫын тӑван пиччӗшне вӗлернӗ. Вӑл 84 ҫулти амӑшӗпе тата 59 ҫулти пиччӗшӗпе пӗрле пурӑннӑ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫав арҫын пиччӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Малтан вӑл ӑна хӗнесе пӗтернӗ, кайран аллине икӗ ҫӗҫӗ ярса илсе 6 хутран кая мар чикнӗ. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ. Сӑмах май каласан, пиччӗшне икӗ ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ этем унччен те судпа айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Шупашкарти пӗр усламҫӑна налук тӳлеменрен суд тунӑ. 55 ҫулти арҫын сӑран тата тир япала ҫӗлессине йӗркелесе янӑ. Хӑй ҫав вӑхӑтрах налук тӳлеме васкаман. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 198-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑ 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен ятарлӑ налук режимӗ – налук хурассин патентлӑ тытӑмӗ – ҫине куҫнӑ. Анчах саккунпа килӗшӳллӗн унӑн апла тума ирӗк пулман. Суд арҫынна 150 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне тӳлемен налук парӑмне – пурӗ 4,5 миллион тенкӗ ытла тата пение тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑвашбройлерӗнче» ӗҫленӗ ҫынсем тинех ӗҫ укҫине илнӗ. Прокуратура пулӑшнипе вӗсен умӗнчи парӑма - 3 миллион тенке - татнӑ. Пӗтӗмпе 40 ҫын шалу илнӗ. Предприяти панкрута тухнине Арбитраж сучӗ 2018 ҫултах ҫирӗплетнӗ. Унти ӗҫченсен умӗнчи парӑма вара кӑҫал ака уйӑхӗнче татма шантарнӑ. Анчах ку тӳрре тухман. Организацие тата ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарнӑ, штраф тӳлеттернӗ. Ертӳҫине уголовлӑ майпа та явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Анатолий Кипеч Ҫулсерен Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хулан хисеплӗ ҫыннине палӑртасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ку ята тивӗҫессишӗн 3 ҫын кӗрешӗ. Сасӑлава утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен "Уҫӑ хула" порталта хутшӑнма пулать. Пӗрремӗш кандидат - Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ Елена Бадаева. Иккӗмӗш ҫын - Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч. Вӑл ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Канаш районӗн хисеплӗ ҫынни. Виҫсӗмӗш кандидат - "Отделфинстрой" строительство организацийӗн тӗп директорӗ Александр Черкунов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питрав кунӗнче, Пӗрлехи фольклор кунне ирттерме Комсомольскинчи культурӑпа кану паркне пуҫтарӑннӑ. «Несӗлсен сӑвапӗ» ятпа унта йӑла-йӗрке фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие 14 фольклор коллективӗ пуҫтарӑннӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ йӑла-йӗркене кӑтартнӑ: «Ҫӑварни», «Мӑнкун», «Ниме», «Учук пӑтти», «Хӗр сӑри», «Улах», «Салтака ӑсатни», «Туй», «Ҫӑнӑхта», «Ача пӑтти», «Тӑла ҫапни», «Сӗрен». Фестивальте хӑна юррисем тата чӑваш такмакӗсем янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫитес сезонта гастрольпе Ҫӗпӗрте пулӗ. Учреждени Тӗмен хулине тухса каясси ҫинчен театр директорӗ Юрий Владимиров пӗлтернӗ. Тӗменти пысӑк драма театрӗн сцени ҫине чӑваш артисчӗсем тата Удмурт Республикинчи наци театрӗн ӑстисем тухӗҫ. Чӑваш театрӗ Ҫӗпӗрте Игорь Муренкон «Ай мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камитне, Юлий Кимӑн «Кто принцессу поцелует?» юмахне, Федор Павловӑн «Ялта» драмине кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялне кӗнӗ ҫӗрте асфальт ҫул ҫинче пысӑк шӑтӑк пулнӑ. Ӑна арҫынсем хӑйсемех кирпӗчпе сапланӑ. Тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе илеймен вӗсем. Ҫакна видео ӳкернӗ. Ку ӗҫе кашни эрнере яла килсе ҫӳрекен арҫынсем те хутшӑннӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫак шӑтӑка пула нумай водитель машина кустӑрмине сиенлетнӗ-мӗн. Ҫул ҫинчи шӑтӑка юсанӑ чухне чылай водитель чарӑнса ӗҫчен арҫынсене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Канаш хулинче пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ ҫумӑр шывне юхтармалли решеткесене вӑрланӑ. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗпе 11-мӗшӗсенчи ҫӗрле пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗр ҫын урапа ҫинче тимӗр решеткесем турттарса пынине курнӑ. Пакунлисем хӑйне асӑрхасан хайхи этем пурлӑха пӑрахса хӑварнӑ та тарма тӑнӑ. Анчах нумаях каяйман – ӑна хӑваласа ҫитнӗ. Каччӑ решеткесене кӗпер айӗнче тупрӑм та вӗсем хуҫасӑр тенӗрен илсе каяс терӗм тесе тыттарма хӑтланнӑ-ха. Кайран вӑл решеткесене кӗпер ҫинчен вӑрланине йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ӗнер ҫеӗле республикӑра ҫумӑр ҫунӑ, аслати авӑтнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 1 тӑваткал метр ҫӗр ҫине 17 литр шыв ӳкнӗ. Ку таранччен ҫур уйӑхри норма ҫумӑр ҫунӑ. Ҫумӑрсем халех пӗтмеҫҫӗ-ха. Шӑматкун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, 21-26 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун каллех вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тунтикун Чулхула облаҫӗнче ҫумӑр тӑкӗ. Пирӗн пата ҫитӗ-и вӑл е ҫук-и - паллӑ мар-ха. Чӑваш Енре хӗвел те пӑхма пултарӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре кашни кунах ҫумӑр ҫӑвӗ. Сывлӑш температури те 18-23 градус ҫеҫ пулӗ, ҫӗрле вара - 12-14 градус. Апла халӗ ҫырла сезонӗ вӗҫленсе кӑмпа тапхӑрӗ пуҫланать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |