Хулара
![]() foxtime.ru сайтри сӑн Кунашкал акцие Шупашкарта кашни ҫулах ирттереҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, парикмахерсем ватӑ ҫынсен ҫӳҫне йӳнӗрех хакпа касӗҫ. Акцие 60 ҫултан аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кӑҫал ӑна икӗ кун ирттерме палӑртнӑ: авӑнӑн 30-мӗшӗнче тата юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче. 60-тан аслӑраххисен ҫӳҫ касас тесен маларах ҫырӑнмалла. Ансат прическӑна 150 тенкӗпе тӑвӗҫ. Акцие Шупашкарти 22 парикмахер хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫынсене хӑйсем туса илнӗ продукцие сутма май туса парас тесе татах пӗчӗк пасарсем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗҫ. Ҫакнашкал вырӑнсем Шупашкарти Эльгер урамӗнчи суту-илӳ пасарӗ евӗр пулӗҫ. Унта ҫынсем хӑйсен пахчинче ӳстернӗ ҫимӗҫсене сутма пултарӗҫ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, кунашкал мини-пасарсене пысӑк хуласенче кӑна мар, кашни районтах йӗркелемелле. Ку тӗлӗшпе вӑл район пуҫлӑхӗсене ӗҫлеме хушнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби тунӑ сӑн Сӗнтӗрвӑрри хулинче шывран арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл аван уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Атӑлта путнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ӑна тепӗр кунхине шыранӑ. Виллине ҫыран хӗррине илсе тухсан ӑна полици ӗҫченӗсене панӑ. Арҫын миҫере пулнине, ӑҫта пурӑннине ведомство пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михаил Тинехпи. nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культурӑпа наукин паллӑ ӗҫченӗ Михал Тинехпи ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 1877 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Вӑрнар районӗ) Мӑн Элмен ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухсан Чӗмпӗрти тӗн семинарийӗнче тата Хусанти тӗн академийӗнче ӗҫленӗ. Унтан вӑл тӗрлӗ ҫӗрти шкулта ачасене вӗрентнӗ, ҫав шутра — Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче те. 1921 ҫулта Шупашкарта Тӑлмачсен комиссийӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ, педагогика техникумӗнче, рабфакра, издательствӑра, Тӗп чӑваш музейӗнче, Республикӑри ӑслӑлӑх библиотекинче тимленӗ. Чӑваш этногенезӗпе чӑваш халӑхӗн этнос историне тӗпчессипе ӗҫленӗ. 1937 ҫулта ӑна репрессиленӗ, 1956 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 27-29-мӗшӗсенче Шупашкарти темиҫе ватӑ ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Шар курнисем — 84-87 ҫлсенчи 5 кинемей. Вӗсене тӑванӗсем ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ, ҫавсене пулӑшма укҫа кирлӗ тесе тыттарнӑ. Укҫана кинемейсем курьер урлӑ парса янӑ. Ҫапла вара вӗсем пӗтӗмпе 1 миллион та 300 пин тенкӗ укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Оперативлӑ шырав ӗҫченӗсем Шупашкарта пурӑнакан, Камчатка облаҫӗнче ҫуралнӑ хӗр улталанине палӑртнӑ. 25 ҫултискерӗн банк карттине, телефонне туртса илнӗ. Хайхи хӗр мессенджерсенчен пӗринче шар курнисен адресне тата ытти информацие пухса пынӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнчи йӗрке хуралҫисем Оттикӑвӑ ялне вӑрра шыраса пырса кӗнӗ. Унччен судпа айӑпланнӑ 43 арҫын килне ухтарнӑ чухне пакунлисем пӑши пуҫне асӑрханӑ. Арҫын ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, тискер чӗрчуна вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче персе ӳкернӗ. Ӑна тирпейленӗ те какайӗпе пуҫне килне илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах арҫын офицаллӑ майпа сунарҫӑ шутланмасть, пӑшалне те тивӗҫлипе регистрацилемен. Саккуна пӑсса сунара тухнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 258-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле пуҫарнӑ. Пӑшие персе пӑрахса ҫутҫанталӑка 80 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() fbm.ru сӑнӳкрчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енри патшалӑх учрежденийӗсенчен пӗринче бухгалтерта ӗҫлекен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑм пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ун патне пӗр хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑйӗн пирки банк ӗҫченӗ тесе пӗлтернӗ. Хӗрарӑма вӑл такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗн тесе пӗлтернӗ. Телефон калаҫӑвне кӗҫех арҫын хутшӑннӑ, хӑйӗн пирки право хуралӗн тытӑмӗн ӗҫченӗ тесе каланӑ. Укҫана ҫухатас мар тесен ӑна хӑрушсӑр счёт ҫине куҫарма сӗннӗ. Хӗрарӑм банкран кредит илсе миллион ҫурра яхӑн тенке такамсене куҫарса панӑ. Кайран ҫеҫ хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ. Ҫав кунах Шупашкарта пурӑнакан 34-58 ҫулсенчи виҫӗ хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланса 250 пинрен пуҫласа 550 пин тенкӗ таран укҫана ют ҫынсене куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михал Шевле. nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шӑ та лӑп 135 ҫул каялла Михал Шевле (Васильев) (28.09.1887-24.04.1954) ҫуралнӑ. Вӑл — патшалӑх ӗҫченӗ, юрист, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тата революци юхӑмне хутшӑннӑ. Михаил Шевле Шупашкар уесӗнчи (халӗ Куславкка районӗ) ҫуралнӑ. Малтан Чӗмпӗрти чӑваш шкулне экстерн мелӗпе вӗренсе пӗтернӗ, Мускаври университетра совет правин факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Чӑваш автономи облаҫӗн облӗҫтӑвкомӗн членӗ пулнӑ, уесри аппарата ертсе пынӑ, милиципе суд ӗҫне йӗркелесе пынӑ, правительство декречӗсене пурнӑҫланине сӑнаса тӑнӑ, Национальноҫсен тӗп коллегийӗн пайташӗ шутланнӑ. Чӑваш автономи облаҫӗнчен республика туса хурас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Чӑваш АССРӗнчи Совнарком председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Темиҫе хутчен те репрессие лекнӗ, 1934-1946 ҫулсенче тӗрмесемпе концлагерьсенче ларнӑ, 1949 ҫулта Казахстана ссылкӑна янӑ. Юлашки ҫулсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1960 ҫулта (вилнӗ хыҫҫӑн) реабилитацленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Борис Моисеев вилнӗ. Кун пирки унӑн арт-директорӗ Сергей Горох пӗлтернӗ. Борис Моисеев 68 ҫулта пулнӑ. Ӑна хӑҫан пытарассине, унпа хӑш кун сыв пуллашассине хальлӗхе пӗлтермен. Палӑртмалла: 2010 ҫулта унӑн инсульт пулнӑ. 2015 ҫулта вара — микроинсульт. Унтанпа артист сцена ҫине тухман. Юрӑҫ 1954 ҫулта Беларуҫре ҫуралнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче вӑл Алла Пугачевӑн труппине лекнӗ. 80-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вара хӑй тӗллӗн юрлама пуҫланӑ. Сцена ҫинче вӑл 30 ҫул ирттернӗ, хореограф, режиссер, юрӑҫ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра республикӑра 79 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра инфекциленнисен йышӗ нумайланнӑччӗ. Сывалакансем самай пулнӑ: 435 ҫын. Вилекенсем пулман. Пульницӑна 24 ҫынна сипленме вырттарнӑ. Пандеми вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑра 4675 ҫын вилнӗ. Кашни 21-мӗш ҫын инфекцие парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Енре 12 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |