Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 7 тонна ытла аш-какая утилизаци тунӑ. Ку йӑлтах – сывлӑхшӑн сиенлисем. Ҫапла пӗлтерет ЧР Патшалӑх ветеринари служби.
Аш-какай сентре ҫине лекиччен тӗрӗслев витӗр тухать. Ведомство ӗсченӗсем аш пахалахӗпе хӑрушсӑрлӑхне кашни кун тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра специалистсем 14 пин ытла тонна какая тӗрӗсленӗ, утилизацие ямаллисене те тупнӑ. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен пулнӑ: срокӗ тухнӑ, упаковки сиенленнӗ, тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗ лайӑхах пулман… Ҫапла 562 килограмм какай, 517 килограмм аш-какай продукцийӗ, 6240 килограмм выльӑх-чӗрлӗх ӑш-чикне утилизацие янӑ.