Республикӑра
![]() vedtver.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан 25 ҫулти хӗр тӗнче тетелӗнче хушма укҫа ӗҫлесе илмелли мел пирки пӗлтерӳ курнӑ. Анчах малтан вӗренӳ витӗр тухмалла-мӗн, кун валли вара телефон ҫине сарӑм вырнаҫтармалла. Ку видео урлӑ ҫыхӑнма кирлӗ имӗш. Кун хыҫҫӑн хӗр вӗсемпе ҫыхӑннӑ. Палламан ҫын мобильлӗ банк сарӑмне кӗрсе электрон енчӗкпе ҫыхӑннӑ операцисем тума ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр счечӗ ҫинчен 7575 тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫав палламан ҫын видеоҫыхӑну урлӑ хӗр мобильлӗ сарӑмра мӗнле операцисем тунине курса тӑнӑ иккен. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() alatr.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев муниципалитетсен информаци уҫӑмлӑхӗн рейтингне йӗркелеме хушнӑ. Кун пирки вӑл наркотикпа кӗрешекен комиссин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче каланӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан управлени пуҫлӑхӗ Сергей Наумов наркотикпа кӗрешекен комиссисем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен сайчӗсенче ятарлӑ баннерсене туллин тултарса пымаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ. Унта ӗҫ планӗ тата кӑтартӑвӗ пирки ҫителӗксӗр ҫыраҫҫӗ имӗш. Муниципалитетсен тӗнче тетелӗ валли хут ҫырассине лайӑхлатма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() batyr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «В гостях у Асанне и Асатте (бабушки и дедушки)» (вырӑсла-чӑвашла хутӑштарса ҫырнӑ ҫак ята чӑвашла ҫапларах куҫармалла-тӑр: Асаннепе асатте патӗнче хӑнара) ятпа ҫамрӑк ҫемье клубӗсен республикӑри фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ йӗркеленӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева та пулӑшнӑ. Мероприяти тӗллевӗ вара ҫапларах:чӑвашсен йӑли-йӗркине амӑшӗнчен хӗрне, ашшӗнчен ывӑлне парса хӑварасси. Фестиваль Тури Ачакри 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗр хӗрарӑма Вӑрнар районӗнчи пӳртӗн пӗр пайӗ халалласа хӑварнӑ. Анчах вилнӗ хӗрарӑмӑн упӑшки ҫӗнӗ хуҫана килне кӗртесшӗн пулман. Халалланипе лекнӗ харпӑрлӑхшӑн арҫынпа ятлаҫса тӑман — суда яра панӑ, унта ҫитсе вӑл тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Тӳре те хӗрарӑма майлӑ пулнӑ — ҫӗнӗ харпӑрлӑхҫӑна ҫурта кӗртме йышӑну тунӑ. Ялти ҫурта хӗрарӑм суд приставӗсемпе пырса кӗрсен арҫын текех хирӗҫ тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() novyefoto.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта йӗркесӗр пӗр арҫын пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм туяннӑ пӳлӗмрен тухса каясшӑн пулман. Вӑл ӗҫме юратнӑ, хайне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫакна хӗрарӑм чӑтайман — тӑванӗсем патне тухса кайнӑ. Унтан хӗрарӑм арҫынна пӳлӗмрен суд урлӑ кӑларса яма йышӑннӑ. Судра хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хваттерти пӗр пӳлӗме вӑл 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче туяннӑ. Унта ачисемпе тата пӗр арҫынпа пурӑннӑ. Арҫын пӗрмай ӗҫнӗрен, харкашнӑран кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче хӗрарӑм тӑванӗсем патне пурӑнма куҫса кайнӑ, анчах арҫын ҫав пӳлӗмрен тухса кайма шутламан та. Суд хӗрарӑм ыйтӑвне тивӗҫтернӗ, арҫынна ют пӳлӗмрен кӑларса ямалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ӗҫсӗрлӗх шайӗ — 0,81 процент. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхра ӗҫсӗр 4896 ҫынна шута илнӗ. Ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле шутӗнчен ку вӑл 0,81 процент пулать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 23 пин те 462 ҫынна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ организацийӗн методологийӗпе шутласан, кӑҫалхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ӗҫсӗрлӗх хисепӗ пирӗн республикӑра 2,9 процентпа танлашнӑ. Ку цифрӑна Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ. Паянхи куна илсен, ӗҫсӗррисем уйӑхсерен 1500 тенкӗрен пуҫласа 12 792 тенкӗ (ку чи пысӑк виҫе) таран илсе тӑраҫҫӗ. Малтанхи виҫӗ уйӑхра ӗҫ укҫин 75 процентне тӳлеҫҫӗ, анчах ҫав сумма ӗҫсӗррисене паракан чи пысӑк виҫерен иртмелле мар, тепӗр виҫӗ уйӑх – 60 процент, анчах вӑл укҫа 5 пинтен иртмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() cheb-eparhia.ru сайтри сӑн Иртнӗ вырсарникун Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче храм уҫӑлнӑ. Ӑна тумашкӑн Чӑваш Енри казаксен общини 2011 ҫулта Варнава митрополитран (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) пил илнӗ. Ҫапла вӗсем йывӑҫ храм хӑпартнӑ. Анчах вӑл аҫа ҫапнине пула ҫунса кайнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫав вырӑнта ҫӗнӗ чиркӳ валли пӗрремӗш кирпӗч хунӑ. Ӑна 2018 ҫулта туса пӗтернӗ. Кӑҫал ҫулла тин настоятеле палӑртнӑ. Вӑл – Феодосий Аксенов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Аграри университечӗн сайтӗнси сӑн Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енри шкулсенче аграри занятийӗсем ӗҫлеме пуҫланӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта 453 ҫын вӗренет, вӗсенчен 214-шӗ - пӗрремӗш ҫул. Занятисене Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн преподавателӗсем дистанци мелӗпе вӗрентеҫҫӗ. Ку лайӑх пӗлӳ пама пӗрре те чӑрмантармасть. Вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпех ачасем университет ҫумӗнчи лабораторире иртекен практика занятийӗсене хутшӑнӗҫ, АПК предприятийӗсене экскурсие кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Канмалли кунсенче, юпа уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче туй пулнӑ. Хӑнасем питӗ хавасланнӑ, ҫул ҫинче шоу тунӑ. Машинӑсем ял тӑрӑх хытӑ янӑ юрӑ-кӗвӗпе вӗҫсе пынӑ, ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ. Хӑнасем машина чӳречисенчен пуҫне кӑларса мӗн пулса иртнине телефон ҫине ӳкернӗ. Ҫак видео ШӖМ ӗҫченӗсен куҫӗ тӗлне лекнӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Ыран К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче премьера пулӗ. Сцена ҫине «Мӑнаккасем» камит тухӗ. Спектакле Александр Коровкин пьеси тӑрӑх Алексей Герасимов режиссер хатӗрленӗ. Ӑна чӑвашла Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, ҫыравҫӑ тата журналист Галина Антонова (Матвеева) куҫарнӑ. Трагикамитри ӗҫ-пуҫ ӗлӗкхи ҫурт, унта пурӑнакансем тавра пулса иртет. Аппӑшӗпе йӑмӑкӗн пурлӑхне хапсӑнакан чылай. Ӑна тӳре-шара та, тӑванӗсем те хапсӑнаҫҫӗ. Спекатклӗн вырӑсла синхронӗ пулӗ, ӑна «Пушкин карттипе» те курма пулать. Драма театрӗнче куракансен ыран 18 сехет ҫурӑра кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |