Сывлӑх
![]() medboli.ru сайтри сӑн Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тӳрӗ лини ирттернӗ, унта кӑшӑлвирус, вакцинаци пирки калаҫнӑ. Министр ҫак каварлӑ чирпе ытларах камсем нушаланнине каласа кӑтартнӑ. Республикӑра чирленисенчен ытларахӑшӗ, 92 проценчӗ, илте амбулатори мелӗпе сипленет. Пӗтӗмпе - 3 пин ытла ҫын. Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() udoba.org сайтри сӑн Кӑмал ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе республикӑра ӗнесен шучӗ 0,1 процент ӳснӗ. Ҫавна май сӗт суса илесси 2,8 процент нумайланнӑ. Анчах лавккасенче сӗт хакӗ чакнӑ-и? Кӑҫалхи 6 уйӑхра пӗр ӗнерен 8 процент нумайрах сӗт суса илме пуҫлан. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт туса илесси ӳснӗрен унӑн хакӗ чакнӑ. Халӗ республикӑра вӑл 68,74 тенкӗрен пуҫласа 83,62 тенкӗ таран тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫутҫанталӑка хӳтӗлес енӗпе ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Шупашкарти районсем хушшинчи прокурор должноҫне юстицин кӗҫӗн советникне Николай Костенкӑна шаннӑ. Николай Васильевич унччен Ивановӑри, Волгоградри районсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокурорӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинчи прокуратурӑра тӗрлӗ должноҫра тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() kozlov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсама хваттер хуҫисенчен пухакан хак килес ҫул хӑпарӗ. Ҫавна республикӑра паян алӑ пуснӑ йышӑнура пӑхса хӑварнӑ. Лифтсӑр хваттерсенче пурӑнакансен 2023 ҫулта пӗр тӑваткал метршӑн 7 тенкӗ те 38 пус тенкӗ тӳлеме тивӗ, лифтлӑ ҫуртсенче пурӑнакансен – 8 тенкӗ. Лифтсӑр ҫуртсенче пурӑнакансем кӑҫал пӗр тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 92 пус тӳлеҫҫӗ, лифтлисенче пурӑнакансем – 7 тенкӗ те 51 пус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнчи Кӑмаша ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе ҫӑла йӗркене кӗртнӗ тата пӗвене тасатнӑ. Кун валли хӑйсен кӗсйинчен укҫа кӑларнӑ. Ҫӑл юсавсӑр пулни кӑмашасене тахҫанах пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл арканса пӗтнӗпе пӗрех пулнӑ. Ҫавна май ялти хастар ҫынсем ӗҫе пуҫӑннӑ. Арҫынсем ҫӑла хӑйсен аллипе юсанӑ. Халӗ вӑл усӑ курма юрӑхлӑ. Таса пӗве те ҫынсене савӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейри нумай ачаллӑ ҫемьесене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа тата орден медалӗпе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫак списокра Чӑваш Енри ҫемьесем те пур. Пирӗн республикӑри виҫӗ ҫемьене орден медалӗпе чысланӑ. Вӗсем – Алексейпа Татьяна Зайцевсем, Дмитрипе Марина Леонтьевсем, Геннадипе Вера Яковлевсем. Сӑмах май, унччен Владимир Путин орден медальне тивӗҫнӗшӗн – 200 пин, ордена илнӗшӗн 500 пин тенкӗ пама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пульницӑсемпе поликлиникӑсенче пациентсене мӗнле пулӑшу панине никама пӑхӑнман хавклав тумашкӑн хатӗрленет. Ҫавна май аукцион пулассине пӗлтернӗ. Малтанхи хака палӑртнӑ: 600 пин тенкӗ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирттерӗҫ, унта ҫӗнтернӗ организацин килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн ӗҫе 50 кунра тумалла. Подрядчик пульницӑсен сайчӗсене тӗрӗслӗ, вырӑна ҫитсе сӑнсем ӳкерӗ: парковкӑсем, кӗтсе тӑмалли холлсем, информстендсем, гардеробусем, туалетсем пуррине пӑхӗҫ. Кашни пульницӑра ыйтӑма 150 ҫынран кая мар хутшӑнтарӗҫ. Анчах услови пур: медорганизацисене анкетировани ирттересси пирки пӗр эрнерен кая юлмасӑр пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() smartik.ru сайтри сӑн Етӗрнере 49 ҫулти арҫын пӗчӗк ачан сывлӑхне сиен кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пуш уйӑхӗнче арҫын патӗнче пӗлӗш хӗрарӑмӗ 7 уйӑхри ачипе пулнӑ. Ирхи 4 сехетре те хӗрарӑм ун патӗнчен кайман. Ача темшӗн канӑҫсӑрланса макӑрнӑ. Арҫынна ку килӗшмен. Малтан вӑл ачан хӑлхине пӑрнӑ, унтан пуҫӗнчен ҫапнӑ. Пепкен пуҫӗ суранланнӑ, пуҫ купташки хуҫӑлнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Вӑл унччен йывӑр преступлени тунӑшӑн судпа айӑпланнине палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vk.com сайтри сӑн Ыран, авӑнӑн 15-мӗшӗнче, 13 сехетре ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тӳрӗ лини ирттерет. Ӑна «Контактри» «Чӑваш Республики» тата «Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавӗн министерстви» ушкӑнсенче итлеме пулать. Министр республикӑра кӑшӑлвирус енӗпе лару-тӑру мӗнлине, вакцинаци пирки каласа кӑтартӗ. Унпа пӗрле республикӑри штатра тӑман тӗп терапевт Лариса Тарасова, штатра тӑман ача-пӑча тӗп аллерголог-иммунологӗ Нина Рассказова пулӗҫ. Вӗсем те ыйтусене хуравлӗҫ. Ыйтусене ушкӑнри пост айне ҫырма, тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче пама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() proprikol.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Вӑл юмахри сӑнарӑнни пек. Нумаях пулмасть тӗп хулари Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗ Золушка ята регистрациленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрӗ валли ҫак ята суйланӑ. Иртнӗ эрнере ҫак районта 48 пепке ҫуралнӑ: 24 арҫын ача тата 24 хӗрача. Сайра тӗл пулакан ятсен йышӗнче ҫаксем пулнӑ: Илиан, Лука, Золушка, Дана, Стефания. Чи анлӑ сарӑлнӑ ятсем: Дамир, Ярослав, Михаил, Валерия, София, Василиса, Елизавета. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |