Пӑтӑрмахсем
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле районӗнче арӑмӗпе упӑшки авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпана тухса кайнӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем йыттине те ертсе кайнӑ. «Полярная Звезда» посёлок патӗнчен вӑрмана кӗрсе кайнӑскерсенчен пӗри (арҫынӗ) килне кайнӑ, хӗрарӑм вӑрмантах тӑрса юлнӑ. Кӑштахран йытӑ киле таврӑннӑ, хӗрарӑм — ҫук. Ҫавна кура арҫын пӑлханма тытӑннӑ. Ҫухалнӑ хӗрарӑма шырама ял ҫыннисем, йӗрке хуралҫисем, вӑрманта ӗҫлекенсем, кӳршӗллӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи нимеҫӗсем тухнӑ. Пурӗ 50-а яхӑн ҫын ура ҫине тӑнӑ. Квадрокоптерпа та усӑ курнӑ. Хӗрарӑма темиҫе ушкӑна пайланса шыранӑ. Ӑна тепӗр кунхине ҫеҫ, 17 сехет тӗлӗнче, тупнӑ. Хӗрарӑм машинӑсем кӑшкӑртнӑ сасӑпа вӑрман хӗрне тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Комсомольски ялӗнчи «Ҫӗрулмине мухтав» агрофирмӑра бензовоз ҫунма тытӑннӑ. Вӑл дизель топливине упрамалли резервуарсемпе ҫумӑн пулнӑ. Пушара икӗ техника, тӑватӑ ҫын сӳнтернӗ. Ҫулӑма хӑвӑртах парӑнтарнӑ: 7 минутран бензовоз ҫунма пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() nan-news.ru сайтри сӑн Раҫҫей Правительстви ӗҫшӗн тӳлекен чи пӗчӗк виҫене ҫитес ҫул пысӑклатасшӑн. Вӑл 16 пин те 242 тенкӗпе танлашмалла. Кун пирки РИА Новости пӗлтерет. Агентство хыпарланӑ тӑрӑх, улшӑнусем ҫитес ҫул тата 2024 ҫулта пулмалла. Саккун проектне РФ Патшалӑх Думин пӑхса тухмалла. Аса илтерер: халӗ ӗҫшӗн тӳлемелли чи пӗчӗк виҫе 15 пин те 279 тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗ ҫывӑхӗнче 12 сехетре васкавлӑ медпулӑшу аварие лекнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Иртсе пыракансем ҫакна видео ҫине ӳкернӗ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫул хӗрринче ларнӑ. Инҫех мар – ҫӑмӑл машина. «Эпир иртсе кайнӑ чухне унта 3 тухтӑрччӗ. Вӗсенчен пӗри макӑратчӗ, тепри пуҫӗнчен аллипе тытнӑччӗ», — пӗлтернӗ «Про Города» халӑх корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Павел Иванов. chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн финанс министрӗн заместительне ӗҫрен кӑларнӑ. Правительствӑри ҫемҫе пукансӑр Павел Иванов юлнӑ. Паянхи куна илсен, Чӑваш Ен финанс министрӗн Михаил Ноздряковӑн тӑватӑ заместитель: Ольга Метелева, Галина Павлова, Игорь Смирнов, Татьяна Щербаткина. Павел Иванов Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ, министр ҫумӗ пулса вӑл маларах та — 2011-2012 ҫулсенче — тӑрӑшнӑ. 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Павел Иванова экономика министрӗн тилхепине те тыттарнӑ, унччен вӑл пӗр вӑхӑт Перекет банкӗн тата Внешэкономбанк тытӑмӗсенче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ирина Иванова тата Дмитрий Крестьянкин режиссёр. drama21.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Ирина Иванова Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен «Лаборатория 40+» проектне хутшӑннӑ. Театр экспериментне сцена ҫине нумай ҫул тухакан опытлӑ ӑстасене йыхравланӑ. Авӑн уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче иртнӗ мероприяти вӑхӑтӗнче «НУТРО» документлӑ спектакль кӑтартнӑ. Спектакль режиссёрӗ – Дмитрий Крестьянкин, вӑл — инклюзивлӑ театр енӗпе паллӑ ӑста. Спектакле малтанласа палӑртман. Сцена ҫине тухнӑ актёрсен пурнӑҫри хӑйсен историне каласа кӑтартма тивнӗ. Чӑваш актёрӗ кашни ачанах хӑйне юратнине туймалли пирки монолог вуланӑ. Сцена ҫине Вологда, Воркута, Горно-Алтайск, Канск, Ҫӗнҫӗпӗр, Омск, Ӗренпур, Северодвинск, Сарапул, Тӗмен, Череповец, Улан-Удэ тата Якутск хулисенчи ӑстасем тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинчи станцире пуйӑс ҫунма пуҫланӑ, пӗр вакунра ҫулӑм тухнӑ. "Мускав - Шупашкар" локомотива 15 вакун кӗнӗ, унта 293 пассажир пулнӑ. Пушара локомотив бригади сӳнтернӗ. Никам та шар курман. Пушара пула пуйӑс 1 сехет те 17 минут тытӑнса тӑнӑ. Ӑна тепӗр пуйӑс тапранса каймалли вырӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ транспорт прокуратури пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() fs01.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Память сильнее времени» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Кӗнекене XX ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенчи патшалӑх тата политика ӗҫченне, ВПК (б) Чӑваш обкомӗн иккӗмӗш секретарӗ пулнӑ, Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ Яков Андреева (1888-1975) халалланӑ. Кӑларӑм авторӗсем — маларах асӑннӑ аслӑ шкулти гуманитари тата социаллӑ экономика дисциплинисен кафедринче ӗҫлекен аслӑ преподаватель, ӑсчахсен канашӗн секретарӗ, кадр пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Егорова тата Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Истоки» историпе генеалоги клубӗн пайташӗ, милици подполковникӗ, Афганистанпа Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ Сергей Егоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 25-ри хӗрарӑм амӑшне вӗлерме тӑнӑ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 15 сехетре хайхискерпе 48 ҫулти амӑшӗ хирӗҫсе кайнӑ. Пӑтӑрмах хулари Граждан урамӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра пулса иртнӗ. Тарӑхса кайнӑ хӗрӗ алла ҫӗҫӗ ярса илсе амӑшне хырӑмӗнчен тата ҫурӑмӗнчен 7 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чикнӗ. Унтан вӑл килӗнчен тухса утнӑ. Суранланнӑ хӗрарӑм хваттертен тухма пултарнӑ, унтан вӑл кӳршисенчен пулӑшу ыйтнӑ, лешсем васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Амӑшӗпе хирӗҫнӗ хыҫҫӑн 25-ри хӗр хулари кафесенчен пӗрне кайнӑ, унта пынисемпе хирӗҫме тытӑннӑ. Унтан ӑна йӗрке хуралҫисем тытса кайнӑ. Хӗре хальлӗхе психиатри больницине вырнаҫтарнӑ. Амӑшне вӗлерме тӑнӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() www.cheaz.ru сайтран илнӗ скриншот Иртнӗ эрнекун, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе ҫынна патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Вӗсен йышӗнче сывлӑх сыхлав отраслӗнче тӑрӑшакансем те, ҫӑлавҫӑ та, промышленноҫра вӑй хуракансем те пур. «Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ 6 ҫынтан тӑваттӑшӗ Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче тӑрӑшать. Ҫав йышра — пурлӑхпа техника снабженийӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Ландарь, станоксемпе слесарь ӗҫӗсен контролёрӗ Валентина Макарова, планпа диспетчер пайӗн бюро пуҫлӑхӗ Тамаа Семёнова, изделисемпе инструментсен комплектовщикӗ Тамара Сергеева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |