Пӑтӑрмахсем
![]() pravmir.ru сайтри сӑн Канашра 40 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ашшӗне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫхи 10 сехетре вӑл асламӑшӗ /е кукамӑшӗ/ куҫӗ умӗнчех ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Ывӑлӗ пекӗ туртса кӑларнӑ та ашшӗне 6 хутран кая мар чикнӗ. 62 ҫулти арҫын ҫавӑнтах кӗске вӑхӑтран вилнӗ. 40 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл хӑй айӑплине тунмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫурла уйӑхӗнче типӗ ҫанталӑк тӑчӗ те авӑн уйӑхӗнче ҫумӑр лӳшкеме пуҫларӗ. Юпа уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ-ха? Авӑн уйӑхӗнче "карчӑк ӑшши" пулмарӗ. "Ылтӑн кӗркунне" пулас шанчӑк пур-и? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тапхӑр юпа уйӑхӗн 7-17-мӗшӗсене лекӗ. Анчах ку - 100 проценчӗпех мар. Ҫапах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку уйӑх пире ӑшӑ кунсемпе савӑнтарӗ-ха. 15 градус ӑшӑ кунсем пӗрре мар пулӗҫ. Уйӑх вӗҫӗнче, 15-20-мӗшӗсенче, ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра юр ҫума та, шӑнтма та пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Чӑвашлӑх
Пӗррехинче — Шупашкартан ҫула май килекен автобуспа Шӑмӑрша таврӑннӑ чух — шӳтле лару-тӑрӑва лекрӗм. Туристсем иккен, Ульяновск хулине экскурсие каяҫҫӗ. Хайхи Карапай Шӑмӑршӑран иртрӗмӗр те, сылтӑм енче пысӑк сас паллисемпе «Ясная поляна» тесе ҫырса ҫапнине курсан туристсем водителе чарӑнма ыйтрӗҫ. Кӗпӗрленсех тухрӗҫ автобусран, пурте «Ясная поляна» умӗнче сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ. — Лев Николаевич Толстой усадьби аякра-и? — чӑнласах ыйтаҫҫӗ манран майрасем. Вӗсем чӑн-чӑн Ясная Полянӑна — Тула облаҫӗнче вырнаҫнӑ историллӗ тӑрӑха — пирӗн патӑртипе пӑтраштараҫҫӗ иккен. Ҫапла ҫав вӑл шкулта географие начар вӗренсен, Лев Толстой писатель биографине пӗрре те алла тытса курмасан... — Ҫук, тетӗп ҫаксене, — Лев Николаевич пирӗн ене килсе курман, Пушкин вара пулнӑ тесе калаҫҫӗ. — Пулнӑ-и, пулман-и — сӑн ӳкерчӗке Интернета лартатпӑр. Ясная Поляна шӳт мар! — ахӑлтатсах кулаҫҫӗ туристсем. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ мӗн ӗлӗкрен «упа кӗтесӗ» шутланнӑ пулин те, кунта упасем кӑна мӗкӗрнипе килӗшме ҫук. Пирӗн патӑрта Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи самаях паллӑ ҫынсем те пӗрре кӑна пулман, ҫӗр улпучӗсемпе вӑрман улпучӗсем те пурӑннӑ. |
Вӗренӳ
![]() gcheb-obraz.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ижевскри шкулсенчен пӗринче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн (унта пӗри пӑшалпа пырса кӗрсе темиҫе ачапа вӗрентекене персе пӑрахнӑччӗ тата амантнӑччӗ) пирӗн республикӑри шкулсенче те хурал ӗҫне вӑйлатма сӗннӗ. Шупашкарти шкулсенче ӗнертен, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, уйрӑм ҫыннӑн хурал организацийӗсен хуралҫисем ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем ятарлӑ пӗлӳ илнӗ, инкеклӗ лару-тӑрура хӑйсене епле тытмаллине пӗлеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Шупашкарти шкулсенче видеосӑнав камерисем тата йӗрке хуралҫисене васкавлӑн чӗнсе илмелли кнопкӑсем вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Пӑрлӑ Европа Кӗҫнерникун NASA-н Juno (Юнона) космос аппарачӗ Юпитерӑн Европа уҫлӑхташӗнчен (спутникӗнчен) 357 ҫухрӑмра вӗҫсе иртнӗ. Ҫакӑ юлашки 20 ҫул хушшинче NASA космос карапӗ Европӑпа чи ҫывӑхра вӗҫсе иртни шутланать. Ӑсчахсем Юпитерӑн шӑнса ларнӑ хулӑн хуппи айӗнче океан пулма пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ, шыв айӗнче пурнӑҫ пулма пултарасса шанаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шаннӑ тӑрӑх вӗсем калӑпӑшӗпе Ҫӗр чӑмӑрӗн уҫлӑхташне ҫывӑх Европа сийӗ ҫинчен тухакан тапса тӑракан шыв юписене сӑнама тивӗҫ. Ҫак сӑнавсем агентствӑна Europa Clipper миссине хатӗрленӗ чухне планлама пулӑшӗҫ, ӑна 2024 ҫулта вӗҫтерсе яма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫитес ҫул ЕКА Juice (Jupiter Icy Moons Explorer) Юпитерӑн пӑрлӑ уйӑхӗсене тӗпчекен мисси старт илӗ. Европа патне чи ҫывӑха вӗҫсе пынисен ретне халӗ те «Галилео» ятлӑ NASA космос аппарачӗ йышӑнать. 2000 ҫулта вӑл уҫлӑхташ патне 351 ҫухрӑма ҫывхарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Садовый» микрорайонти хута каякан шкула туса пӗтермешкӗн тепӗр 188 миллион тенкӗ кирлӗ. Чӑваш Енри тӳре-шара РФ ҫутӗҫ министрӗн ҫумӗпе тӗл пулнӑ. Ун чухне РФ Правительствин резерв фондӗнчен хушма укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ку юлашки вӑхӑтра строительство материалӗсем хакланнипе ҫыхӑннӑ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, малтан шкул тума 1,2 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ку шкула патшалӑх программипе килӗшӳллӗн хута яраҫҫӗ. Микрорайонти шкула 2022 ҫул вӗҫленнӗ тӗле туса пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() ШӖМ архивӗнчи сӑн Адлерта опытлӑ спортсменсен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе ҫуллахи чемпионат иртнӗ. Унта пирӗн ентеш, шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗ Виктор Семенов 2 медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн 23-25-мӗшӗсенче иртнӗ. Чемпионата 500 яхӑн ветеран-ҫӑмӑл атлет хутшӑннӑ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Виктор Семенов 5 тата 10 ҫухрӑмсене чупса 70-73 ҫулсенчи спортменсен хушшинче икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта икӗ автобус маршрутне улӑштарма йышӑннӑ. Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗх 12-мӗш тата 41-мӗш маршрутсене пырса тивнӗ. Хулари 12-мӗш автобус «Садовӑй» микрорайонтан «Благовещенски» микрорайона ҫӳреме тытӑннӑ. Автобуссен интервалӗ — 18 минут. 41-мӗш маршрутпа малашне пӗчӗк маршруткӑсем вырӑнне вӑтам тата пысӑк автобуссем ҫӳрӗҫ. Автобуссен 10 минутра пӗрре хутлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Комсомольскинчи полици уйрӑмне М-12 ҫула тунӑ ҫӗртен 30 тимӗр бетон ҫухални пирки пӗлтернӗ. Подрядчике кӳнӗ тӑкак 350 пин тенкӗпе танлашнӑ. Вӑрӑсен йӗрне часах тупнӑ. Вӗсем - Тутарстанри 28-35 ҫулсенчи тӑватӑ рабочи. Вӑрланӑ бетонсен пӗр пайне Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта тупнӑ. Арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра вӗсен ытти ҫӗре тухса ҫӳреме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку вырсарникун, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли кун иртӗ. Шупашкарта вӑл «Олимпийский» стадионта пулӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, спорт уявӗ 10 сехетре пуҫланӗ. 10 сехет ҫурӑра массӑллӑ старт пулӗ. Унта хутшӑнакансем 1 ҫухрӑм утӗҫ. Финиша ҫитсен уява хутшӑннӑ ҫынсене асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |