Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Актуальные проблемы лексикографии, терминологии и теории перевода» (чӑв. Лексикографин, терминологин тата куҫару теорийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннисен материалӗсен сборникӗ пичетленсе тухнӑ.
Асӑннӑ конференцие пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑна паллӑ чӑваш лексиографӗ Михаил Скворцов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кӗнеке паллӑ учёнӑй эткерлӗхӗпе кӑсӑкланакансемшӗн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Кӑларӑма институтӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 29-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ) туянма пулать. Кӗнеке хакӗ — 287 тенкӗ.