Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӗмпӗрте ӗҫлесе пурӑнакан чӑваш скульпторӗн Николай Кондрашкинӑн «В единстве — сила» (чӑв. Пӗрлӗхре — вӑй) проектне Чӑваш Енӗн патшалӑх премине илме тӑратнӑ. Автор ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе наци культурипе ӳнерне аталантарас, пӑлхар чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе паллаштарас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн тӑратнӑ.
Аса илтерер, асӑннӑ проекта скульптор Шӑмӑршӑра пурнӑҫа кӗртет. Пӗлтӗр унта Атӑлҫи Пӑлхар патшин Кӑтракӑн палӑкне лартнӑ.
Кӑтрак — Кубрат хан ывӑлӗ. Хасарсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Аслӑ Пӑлхартан пирӗн несӗлсем вӑл ерсте пынипе Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ, хальхи Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне пуҫарса янӑ.
Agabazar // 8342.0.1342
2023.09.25 08:51 | |
Базиль Кириллов // 1734.06.1786
2023.09.25 09:19 | |
Преми илме, Положени тăрăх, проекта пурнăçланă хыççăн çур çул иртсен тăратмалла. Заметкана вуласан автор ăна "пурнăçа кĕртет" кăна иккен. Çакă хастара премине илме чăрмантарма пултарать. | |
Agabazar // 8342.0.1342
2023.09.25 13:11 | |
Скулптор хăйĕн ĕçне тунă.
Малалла пурнăçа кĕртесси — скульптор ĕçĕсемех мар. Тавралăха майлаштармалла (асфальт сарса çулсем тăвасси, чечек клумбисем майлаштарасси, ларса канма саксем лартмалла, хурал йĕркелемелле, туризм маршручĕсене кĕртмеле тата ытти те). | |
Таисия Ташней // 2161.39.8780
2023.09.25 13:26 | |
Авторĕ каланă тăрăх, проекта пурнăçласси малалла пырать. Унта палăксен пантеонĕ пулмалла. | |
Agabazar // 1119.3.0031
2023.09.30 20:03 | |
Паллă ĕнтĕ, пурнăç нихçан та чарăнса лармасть. Малаллах каять. | |

Чăннипе лаптăк чылай пысăкрах.