Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӗмпӗр хулинче пӗлтӗр чӑваш алфавитне халалласа палӑк лартнӑччӗ. Ӑна Иван Яковлев уҫнӑ чӑваш шкулӗн картишӗнче вырнаҫтарнӑ. Вырӑнтисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ун патӗнчен ҫын татӑлмасть.
«Пӗлтӗртенпе кунтан халӑх татӑлмасть: тӗрлӗ ӗҫлӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ, хула хӑнисем кунта ятарласа сӑн ӳкерӗнме килеҫҫӗ», — теҫҫӗ иккен Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан хастар чӑвашсем. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнӗ ятпа лартнӑ палӑк авторӗ — Виктор Аванмарт скульптор. Палӑка халӑхран пухнӑӑ укҫа-тенкӗпе ӑсталанӑ.
Agabazar // 3384.63.2004
2023.04.21 09:35 | |
Çак япалан хăйĕн минусĕ те пур: чылайĕшĕ «çĕнĕ» тени пирки манса каять, вара Яковлевччен аспукки тавраш пач пулман пек пулса тухать. | |
