Паян – ҫуркунне. Ҫанталӑкӗ те ҫакнах кӑтартать. Кураксем вӗҫсе килнӗ, юр кӑштах ирӗлет.
Хальлӗхе нормӑран 2-4 градус ӑшӑрах пулсан та ҫуркунне часах килмӗ. Малта – сивӗ те юрлӑ кунсем. Кӗҫӗр республикӑна сивӗ фрончӗ килӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ.
Шӑматкун ҫил лӑпланӗ, хӗвел тухӗ, ӑшӑтӗ – 2 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Каҫ енне тӗтре карса илӗ, вырсарникун та ҫаплах пулӗ. Ҫӗрле 10-12 градус таранах сивӗтме пуҫлӗ.
Тунтикун ҫил вӑйланӗ. Пушӑн 5-6-мӗшӗсенче сивӗрех пулӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ. Пушӑн 8-мӗшӗ тӗлне каҫсерен сывлӑш 13 градус таран сивӗнме пуҫлӗ, кӑнтӑрла 5-7 градус сивӗ пулӗ. Ҫил лӑпланӗ, хӗвел пӑхӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн иккӗмӗш декадинче юр ҫӑвӗ.