Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Санькасси ялӗнче халӑхпа пуху ирттернӗ. Анчах ку тавлашупа вӗҫленнӗ. Тавлашупа кӑна мар-ха. Пуҫлӑх пӗр сусӑра ҫапса амантнӑ.
Пуҫлӑх киличчен ҫынсем ыйтусем хатӗрленӗ. Электричество мӗншӗн сӳнсе ларать? Ҫула мӗншӗн хырмаҫҫӗ? Шыв хӑҫан пулӗ? Пӗр сусӑр, 30 ҫулти арҫын, ҫакна телефонӗ ҫине ӳкерсе тӑнӑ. Ҫынсем ялта йӗрке пултӑр тесе ыйтнӑ. Анчах, видеона пӑхнӑ тӑрӑх, округ пуҫлӑхӗ вӗсене итлемест те, сасӑ хӑпартса калаҫать. Юлашкинчен вӑл сусӑра аллинчен ҫапса телефонне туртса илет.
«Ҫынсем ҫак пухӑва кӗтнӗ вӗт. Пирӗн хушӑра ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсем те пур. Пулӑшу вырӑнне ял ҫыннисен пуҫлӑх хӑйне ҫапла тытнине курма тиврӗ», - тенӗ ял ҫыннисем.
Сусӑр ҫын вара пуҫлӑхран халӗ те каҫару ыйтнине кӗтсе илеймен.
Видеопа аялти каҫӑпа кайса паллашма пулать.