Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗсене тата хастарсене чысларӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов-Чунтупай 24.02.2024 09:27 | 1305 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Форума хутшӑннисен пӗр пайӗ
Форума хутшӑннисен пӗр пайӗ

Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче - синкер шӑпаллӑ Нестер Янкас поэт ҫуралнӑ кун, ӑна халалласа Трак енри (Красноармейскинчи) Тӗп вулавӑшра анлӑ уяв иртрӗ. Йӗркелекенсем ҫаксем: округ администрацийӗн социаллӑ аталану, культура тата архив ӗҫӗсен пайӗ (пуҫлӑхӗ - Снежана Гаврилова), Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти уйрӑмӗ (ертӳҫи - Зинаида Михайлова) тата Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗ (ертӳҫи - Иван Прокопьев-Чураль).

Уявӑн пӗрремӗш пайӗнче черетлӗ саккӑрмӗш "Янкас вулавӗсем" йӗркеленчӗ, унта 15 пӗлтерни итлеме май килчӗ. Хастарсене те саламлама май тупрӗҫ янкасҫӑсем: вырӑнти ЧНКан Трак енри уйрӑмӗн ертӳҫине Зинаида Михайловӑна пӗрлӗхӗн орденӗпе чысларӗҫ, вулавра тухса калаҫакансене округ пуҫлӑхӗн Павел Семеновӑн дипломӗпе хавхалантарчӗҫ.

Форума Нестер Янкаса реабилитацилеме тӳпе хывнӑ шӑллӗн - Григорий Кирилловӑн - ывӑлӗ Александр Кириллов (республикӑмӑрти паллӑ ача-пӑча тухтӑрӗ) килни тата тухса калаҫни пысӑк сум кӳчӗ.

Уявӑн иккӗмӗш пайӗнче пӗрлӗхӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премин 2023-мӗш ҫулхи ҫӗнӗ лауреатсене чысларӗҫ. Вӗсем Анатолий Федоров - Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн режиссер управленийӗн заведующийӗ, Татьяна Степанова - Шупашкарти Трактор тӑвакансен керменӗ ҫумӗнчи "Ҫӑлкуҫ" халӑх театрӗн артистки, сӑвӑҫ-юрӑҫ тата композитор пулчӗҫ. Лауреатсем чыслӑ концерт кӑтартрӗҫ.

Кунта та хастар янкасҫӑсене чысларӗҫ. Ҫӗнӗ лауреатсене кӑкӑр ҫине лауреат медальне ҫакса ячӗҫ, алла ӑна ӗнентерекен Диплом тыттарчӗҫ. Округ администрацийӗн социаллӑ аталану, культура тата архив ӗҫӗсен пай пуҫлӑхӗ Снежана Гаврилова вӗсене саламларӗ, район энциклопедине парнелерӗ.

Кунтах пӗрлӗх хастарӗсене чысларӗҫ. Роза Деменцова журналиста, Нестер Янкас ячӗллӗ Премийӗн лауреатне, ЧР Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗ» хӑй тытӑмлӑ учрежденийӗн радиовещани аслӑ редакторӗнче вӑй хунӑ, радио итлекенсем валли Красноармейски районӗн тата округӗн ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан тата Трак енӗн пултаруллӑ ҫыннисемпе ентешӗсем ҫинчен каласа паракан сюжетсем хатӗрленӗшӗн, Турра ӗненекенсене православи чиркӗвӗн ҫветтуй вырӑнӗсене илсе ҫӳресе тӗн туризмне аталантарнӑшӑн "Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн" медале тивӗҫни синчен пӗлтернӗ. Виталий Михайлова вара нумай ҫул хушши чӑваш культурине аталантарма сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата Н.К. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн нумай енлӗ ӗҫ-хӗлне 1989-мӗш ҫултанпа (35 ҫул хушши!) пӗр чарӑнми йӗркелесе пынӑшӑн, ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ май Михайлов Виталий Михайлович педагог-краеведа (тавра пӗлӳҫӗне) пӗрлӗхӗн «Чӑваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденӗпе чысланӑ.

Уявра пӗрлӗх ретне ҫӗнӗ пайташсене илчӗҫ, вӗсем алла ҫакна ӗнентерекен удостоверенипе кӑкӑр ҫине ҫакса ҫӳремелли паллӑ (значок) илчӗҫ.

Уява Шупашкарти "Трак ен" ентешлӗх ертӳҫи Иван Архипов хастар хутшӑнчӗ, ентешсене тата пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

#Красноармейски районӗ, #премисем, #культура, #чыславсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/mixaj_58
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем