Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

РФ Ҫутӗҫ министерстви ҫӗнӗ вӗренӳ программисене ҫирӗплетнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ Шупашкарти 1-мӗш шкул директорӗ Татьяна Николаева.
Татьяна Львовна ашшӗ-амӑшӗпе онлайн-мелпе ирттернӗ пухӑва хутшӑннӑ. Ӑна иртнӗ эрнекун Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ирттернӗ. Унтах ачасене 1-мӗш класа ҫырӑнтарас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
«Кӑҫалтан тӑван чӗлхене е Раҫҫей Федерацийӗн республикин патшалӑх чӗлхине обязательнӑй майпа вӗрентӗҫ. Пирӗн - Чӑваш Республики, эппин, пирӗн вырӑс чӗлхисӗр пуҫне патшалӑх чӗлхи – чӑваш чӗлхи. Ҫапла пӗтӗм 1-мӗш класс ачи чӑваш чӗлхине вӗренӗ, ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне хатӗрленме, ҫакна лӑпкӑн йышӑнма ыйтатпӑр. Йӗрке тӑрӑх, предмета вӑйӑ евӗр ирттерӗҫ, ачасем ӑна юратӗҫ. 1-мӗш классем ку предмета хаваспах вӗренессе шанатӑп», - тенӗ Татьяна Николаева пухура.
Аса илтерер: унччен ашшӗ-амӑшӗн ача пуҫламӑш классенче мӗнле чӗлхене вӗренессине – вырӑс е чӑваш – суйлама ирӗк пулнӑ.
Agabazar // 3322.71.2539
2023.04.04 22:20 | |
Тем, пит ăнлансах пĕтереймерĕм-ха. | |
