Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

Вӑрмар округӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче пурӑнакан Геннадий Иванов кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе таврӑнман. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ.

Геннадий Николаевич – 76 ҫулта, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Мӗн тӑхӑнса кайни паллӑ мар. Хӑйӗнпе пӗрле витре илнӗ.

Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), 89520203557 Елена (Касатка) .

 

Ҫутҫанталӑк

Ку канмалли кунсенче Шупашкар юбилейне паллӑ тӑвать. Мӗнле ҫанталӑк пулӗ ун чухне?

Ырантан пуҫласа ӑшӑтма тытӑнать. Шӑматкун 20-25 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвать, хушӑран аслатиллӗ те авӑтӗ. Уява кайятӑр пулсан сунчӑк илме ан манӑр.

Тунтикунран тинех ҫуллахи шӑрӑх пирӗн пата ҫитӗ. Кӑнтӑрласерен 23-28 градус ӑшӑ пулӗ, каҫсерен – 11-16 градус. Ҫил лӑпланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк ҫулла вӗҫӗччен пулӗ. Хӑш-пӗр кун 30 градус таранах шӑрӑх тӑрӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑр округӗнчи Злобино ялне ҫитмешкӗн пӗртен-пӗр кӗпер кӑна пур. Вӑл та пулин хавшак, кивелнӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Алатырь» ушкӑнра ҫырнӑ.

Кӗпер тӗревне шыв та ҫисе кайнӑ. Ун тӑрӑх вара йывӑр техника та каҫса ҫӳрет. Кӗпер ишӗлсе ансан машинӑсем урӑх ниҫтан та кӗрсе ҫӳреймӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_393655
 

Персона
Кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке

издательствин тӗп бухгалтерне медальпе чысланӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Юманлӑхра Шупашкар юбилейне халалланӑ уяв иртнӗ.

«Шупашкар 555 ҫул тултарнӑ ятпа» юбилей медальне тивӗҫнисене те чысланӑ ҫав кун. Сумлӑ йышра Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп бухгалтерӗ Татьяна Журавлева та пулнӑ.

Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Геннадьевна предприятире чылай ҫул ӗҫлет, издательствӑна аталантарассинче унӑн тӳпи пысӑк.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall391792345_6159
 

Хулара
mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи специалистсем йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсене сӑмахпа та пулӑшаҫҫӗ.

«Тепӗр чухне хӗрарӑмсене хӑйсене хисеплеме вӗрентни те пӗлтерӗшлӗ. Пурнӑҫа хӑйсем ҫеҫ улӑштарма пултарнине ӑнлантарса парсан та ҫын пурнӑҫ тилхепине ҫирӗп алла илет», — каласа кӑтартать йывӑрлӑхри хӗрарӑмсене пулӑшакан пай пуҫлӑхӗ Людмила Иванова.

Асӑннӑ пай Хусанкай урамӗнчи 29 «а» ҫуртра вырнаҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/6481
 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев черетлӗ «тӳрӗ лини» ирттерме палӑртнӑ. Хальхинче вӑл ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 18 сехетре иртӗ.

«Тӳрӗ линие» халӑхпа «Ковалев разберется» ятарлӑ проект формачӗ евӗр ирттерме палӑртнӑ. Ку программа Наци телекуравӗнче пур, унта автор ҫивӗч ыйтусене хускатать.

Ыйтусене маларах Элтеперӗн халӑх тетелӗсенчи страницисене яма пулать. Ҫавӑн пекех ыйтӑва МФЦ сечӗн видеокамерисем ҫине ҫыртарма май пур.

 

Республикӑра

Шупашкар округӗнчи «Атӑл» санаторие сутма тӑратнӑ. Ӑна «Авито» сайт урлӑ сутма лартнӑ. Объект харпӑрҫи – «Отделфинстрой» компани.

Санаторие 260 миллион тенкӗпе сутма тӑратнӑ. Ҫӗр лаптӑкӗ – 65635 тӑваткал метр. Вӑл Шупашкартан 12 ҫухрӑмра Вӑрманкас ялӗнче вырнаҫнӑ.

Палӑртмалла: санаторин 4 хутлӑ корпусне 1975 ҫулта ӗҫлеттерсе янӑ. 2022 ҫулта ӑна «Отделфинстрой» туяннӑ, унта реконструкци тунӑ, оборудование ҫӗнетнӗ.

 

Республикӑра
vk.com/idhypar сайтри сӑн
vk.com/idhypar сайтри сӑн

Шупашкарта иртнӗ «АвтоЛеди» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта хамӑр регионти тӗрлӗ округри хӗрарӑм водительсем хутшӑннӑ.

«АвтоЛеди» ята Мария Петрова тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ирина Захарова-Рахмина йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара – Александра Савельева.

Водительсене ытти номинацире те палӑртнӑ. «Сарӑ ҫӳҫлӗ хӗр – руль умӗнче» номинацире Марина Айкина ҫӗнтернӗ. «Альянс-Авто» мисӗ» Настя Федорова пулса тӑнӑ. «Хускану пурнӑҫ» мисӗ ята Женя Артемьева илнӗ. «Автоҫул сасси» номинацире – Мария Антипова, «Гаишник ӗмӗчӗ» номинацире Оксана Антонова мала тухнӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри ача, 12 ҫулти Степан Скипин, каникула ту ҫинче ирттернӗ. Вӑл Казбек тата Эльбрус тӑвӗсене парӑнтарма шутланӑ. Казбек ҫине 4 пин метра хӑпарнӑ, Эльбрус ҫине – 4300 метра. Малалла каяйман – вӑйлӑ ҫил, япӑх ҫанталӑк чӑрмантарнӑ.

Пӗлтӗр Степан ашшӗпе Эльбрусӑн хӗвеланӑҫ енне парӑнтарнӑ. Ун чухне 5642 метра хӑпарнӑ вӗсем. Степан – Раҫҫейре ҫакнашкал маршрута парӑнтарнӑ пӗрремӗш ача.

 

Кӳршӗре

Чӗмпӗрте хальхи чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев тата унӑн мӑшӑрӗ Екатерина Бобровникова (вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн хӗрарӑмсен уйрӑмне 40 ҫул ертсе пынӑ) пирки фильм ӳкерме тытӑннӑ. «Иван и Екатерина. Победа на двоих» ятлӑ вӑл.

Фильма грант укҫипе ӳкереҫҫӗ. Ун валли 1 миллион та 489 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Проект авторӗсем тепӗр 1 миллион та 509,7 пин тенкӗ хывӗҫ. Фильма Чӗмпӗр облаҫӗнче, Тутарстанра, Мускавра, Чӑваш Енре ӳкерӗҫ. Унӑн хӑтлавӗ 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче иртмелле.

Фильм авторӗ тата режиссерӗ - Наталья Цуканова.

 

Страницӑсем: 1 ... 220, 221, 222, 223, 224, 225, 226, 227, 228, 229, [230], 231, 232, 233, 234, 235, 236, 237, 238, 239, 240, ... 3932
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 07

1922
103
Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ.
1986
39
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
2000
25
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...