Спорт
"Чебмедиа" сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре, Мускав кӗперӗпе «Каскад» суту-илӳ ҫурчӗ хушшинче, Чӑваш Енӗн Пӑрлӑ кубокӗ иртӗ. Ӑна ахалех курма пулать. Ӑмӑрту 12 сехетре пуҫланӗ. Унта лашасем тупӑшӗҫ. Куракансене хӗрӳ те манӑҫми ӑмӑрту кӗтет. Кунсӑр пуҫне артистсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Лапамра фудкорт ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Чӑваш Ен" тунӑ видео скринӗ Куславкка муниципаллӑ округӗнче прокуратура ҫичӗ ача амӑшне хӳтӗленӗ. Хӗрарӑм ҫурт-йӗр туянма тӑрсан ӑна патшалӑх пулӑшӑвӗ пама хирӗҫленӗ-мӗн. Ведомство тӗрӗслев ирттерсен ҫакна палӑртнӑ: ҫемье ҫурт туняма тӑрсан ЧР Строительство министерстви пӗр хутчен паракан тӳлевпе тивӗҫтерме хирӗҫленӗ. Мӗншӗнне те палӑртнӑ: ҫемьен 121 тӑваткал метрлӑ пурӑнмалли икӗ кӗтес пур. Ку вара нормӑран ытларах. Анчах прокуратура пӗр ҫурчӗ, 61,3 тӑваткал метрли, пурӑнма юрӑхсӑр пулнине палӑртнӑ. Прокуратура нумай ачаллӑ ҫемье ятӗнчен суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ, ҫапла ҫемье сертификата тивӗҫнӗ, хӑтлӑ хваттер туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
dksokol.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫынна суд 7 ҫул та 6 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупса хунӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫав этем хулари общежитисенчен пӗринче 36 ҫулти кӳрши патӗнче пулнӑ. Иккӗш эрех ӗҫнӗ, унтан тавлашма тапранса кайнӑ. Кӗҫӗнреххи аслӑраххине тапса-ҫапса пӗтернӗ, алла гитара ярса илсе те хӗненӗ. Йывӑр суранланса пӗтнӗ арҫынна тухтӑрсем те ҫӑлса хӑварайман — вӑл темиҫе кунтан больницӑра куҫне хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Валерий Антонов. forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Хисеп грамотипе тата тепӗр виҫӗ ҫынна чыслама йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — «Чувашгосснаб» общество директорӗ Валерий Антонов. Арҫын Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче 1965 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫ биографине Хӗвелтухӑҫӗнче, Петропавловск-Камчатск хулинче,карап механикӗнчен пуҫӑннӑ. Унта вӑл темиҫе профессие ылмаштарнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан «ТАВ» фирмӑра юрисконсультра тӑрӑшнӑ, унтан пуҫлӑх пулнӑ. Чӑваш Енӗн Хисеп грамотине ҫавӑн пекех Президент пепкелӗх центрӗн акушер центрӗн заведующине Татьяна Дерипаскӑна тата Шупашкарти электромеханика колледжӗн директорӗн заместительне Ольга Кузнецовӑна пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Вероника Тимофеева страницинчи сӑнӳкерчӗк Иркутск облаҫӗнчи Балаганск районӗнчи Бирит ялӗнче пурӑнакан Пётрпа Мария Салминсем ҫемье йӑла-йӗркене упрас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫемьепе пӗрлех чӑваш халӑхӗн культурине манӑҫа кӑлармаҫҫӗ. Ҫемьене Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн Хисеп хучӗпе хавхалантарнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, Мария Степановна, «Юрӑ — халӑх чунӗ» чӑваш юррин фестивале хутшӑнать. Кил хуҫи, Петр Александрович, тӑван Чӑваш Ене ҫитсе курайманшӑн кулянать иккен. Чӑваш ҫемйин пурнӑҫӗпе Иркутскри чӑвашсен «Юлташ» общество организацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк 87 ҫулти кинемей ватлӑхра килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Турра шӗкӗр, ӑна никам та килӗнчен хӑваласа кӑларса яман-ха. Пӗрех ватӑ нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑрӑ хӑварать, пушартан нимӗ те юлмасть тесе тӗрӗсех калаҫҫӗ. Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче пурӑнакан кинемей килӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерекенсем ҫулӑма сӳнтерессишӗн пӗр сехет ытла тӑрӑшнӑ. Анчах ҫурта ҫӑлса хӑварайман — 87 ҫулти хӗрарӑм пӳрчӗ ҫунса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрсем шашкӑлла выялссипе ӑмӑртнӑ. Турнира респуликӑри хӗрарӑмсен канашӗпе Спорт министерстви йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен 5 парти выляма тивнӗ. Кашни патри 10 минут тӑсӑлнӑ. Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, «шашкӑсен патша майрин кӑшӑлне икӗ пике тӑхӑннӑ». Республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсен чысне хӳтӗленисенчен Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки Анастасия Павлова палӑрнӑ, тӗрлӗ пӗрлешӳ чысне хӳтӗлекенсенчен — Шупашкарти 1-мӗш клиникабольницинчи Марина Еремеева. Йӗркелӳҫӗсем турнира хутшӑннӑ пур пикене те тав хучӗпе чысланӑ, илемлӗ чечекпе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
spb.mk.ru сайтри сӑн Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан арҫын патне пӗр уйӑх каялла палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл брокер-мӗн. Хайхискер ӑна укҫине инвестицие хывма сӗннӗ. Арҫыннӑн укҫи самаях пулнӑ: 2,3 миллион тенкӗ. Вӑл палламан ҫынна ӗненсе малтан 100 пин тенкӗ хывнӑ. Ятарлӑ сарӑмра тупӑшӗ ӳссе пынине сӑнасан арҫын татах укҫа хунӑ. Хальхинче - пӗтӗмпех. Ку та ҫитмен-ха. Вӑл кайса кредитсем илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 6,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Тупӑшне счет ҫинчен илейменнине кура арҫын хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
"Аргументы и Факты" сайтӗнчи сӑн Республикӑра «Земство вӗрентекенӗсем» валли вакансисем пур. Пӗтӗмпе - 15. Вӗсене конкурс ирттерсе суйлӗҫ. Унта республикӑри тата ытти регионти педагогсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Мала тухнӑ 15 вӗрентекене 1-ер миллион тенкӗ парӗҫ, 50 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан яла ӗҫлеме ярӗҫ. Эрнере 18 сехетрен кая мар ӗҫлеме тивӗ. «Земство вӗрентекенӗн» ялта сахалтан та 5 ҫул вӑй хумалла. Конкурса ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӗртмен 20-мӗшӗччен шутлама вӑхӑт парӗҫ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра пурӑнмалли вырӑна ҫитсе условисемпе паллашма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкечӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Чӑваш наци музейӗ Уҫӑ алӑксен кунне тата ушкӑнсем валли экскурсисем ирттерессине пӗлтернӗ. Ҫав кун Ҫар мухтавӗн музейне тата «Чӗмсӗр чикӗсен хӳтӗлевҫисем» мемориала тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Чӑваш наци музейӗн тытӑмӗнчи ытти музей ҫав кун «Родина Zа нами» куравпа тӳлевсӗр паллаштарӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |