Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри актер Даниил Иванов «Саша Таня» сериалӑн ҫӗнӗ сезонӗнче ӳкерӗннӗ. Вӑл ТНТ каналпа пушӑн 31-мӗшӗнче экран ҫине тухӗ.

Даниил Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче вӗреннӗ, кайран «Щепкӑра» ӑс пухнӑ. Актер ӑсталӑхӗпе вӑл «Властелин колец» фильма курсан кӑсӑкланма тытӑннӑ.

Халӗ Даниил Мускавра пурӑнать, Чӑваш Ене тӑтӑшах килет. Шупашкарта вӑл Мускав шӑв-шавӗнчен канать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75455
 

Сывлӑх
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан иккӗмӗш ушкӑнри инвалид «Волжские зори» санаторие канма кайсан аллине хуҫнӑ.

Пӑтӑрмах 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ. 67-ри хӗрарӑм санаторие кӗнӗ чухне, алӑк урати урлӑ каҫма хӑтланса такӑнса ӳкнӗ, хулне хуҫнӑ.

Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ те алӑк урати виҫерен ҫӳллӗрех пулнине палӑртнӑ.

Хӗрарӑма хӳтӗлесе надзор органӗ суда тавӑҫ тӑратнӑ. Унта кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳни пирки сӑмах пырать.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Типӗ ҫанталӑк тӑнӑран республикӑра пӗлтӗрхи курӑк ҫуннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркуннехи сезон пуҫланнӑранпа ҫакнашкал 12 тӗслӗх пулнӑ. Пӗтӗмпе 15 гектар лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ.

Чи пысӑк пушар Канаш округӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗ хӗрринче пулнӑ. Унта 20 пин тӑваткал лаптӑк ҫинчи ҫулӑма сӳнтернӗ. Юрать-ха, ҫулӑм юнашарти вӑрман ҫине куҫман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тивӗҫлӗ канури арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Галкин канашлусенчен пӗринче кӑмӑл-туйӑмне ирӗке янӑ. Канашлура тискер кайӑка тытмалли сунар вӑхӑтне уҫас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Пуху чӗрчунсен чир-чӗрӗпе кӗрешмелли станцире иртнӗ.

Тӳре-шара усал сӑмахпа перкелешме тытӑнса кайнӑ, ҫапӑҫма пуҫланӑ.

Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Усал сӑмах шайӗнчи тавлашу ҫапӑҫӑва куҫнӑ. Халӑх тетелӗнче сарӑлнӑ видео тӑрӑх хакласан, чи малтан алӑ ҫӗклекенни округ пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Пӑтӑрмаха пакунлисем хак парӗҫ.

 

Республикӑра
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑри пӗрлехи заказчик службин директорӗ пулма Сергей Варлашкина шаннӑ.

Асӑннӑ организаци Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӑхӑнать.

Сергей Варлашкина пуҫлӑх тилхепине тыттарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва ӗнер, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Культура ӗҫченӗсен кунӗ. Чӑваш Енре культурӑпа ӳнерте 4,5 пин ытла ҫын ӗҫлет. Ку цифрӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Вӗсем — музейсен, вулавӑшсен, театрсен, пултарулӑх ҫурчӗсен, музыкӑпа ташӑ коллективӗсен ӗҫченӗсем.

Юлашки 5 ҫулта асӑннӑ сферӑна 4,7 миллиард тенкӗ хывнӑ, ҫавна пула 500-е яхӑн объекта техникӑпа тивӗҫтерне, юсаса ҫӗнетнӗ.

Культура ӗҫченӗн кунӗ ҫинчен тӗплӗнрех РУВИКИ-н чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

 

Хулара
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

Шупашкарта 17 ҫулти ҫамрӑка «Лиза Алерт» ушкӑн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Давид Пигузов пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.

Давид 182 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ҫав кун хура куртка, сӑрӑ кофта, хура джинс шӑлавар, сӑрӑ кроссовка тӑхӑнса тухса кайнӑ.

Давида пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. Ӑна, шел те, хальлӗхе тупайман. Мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52, 89196666680 (Наталия Симба), 89199793862 (Николай Дракон).

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулне хальхи йышши ратрак панӑ. Вӑл юра таптаса йӗлтӗр йӗрӗ тӑвать.

Техника Гостехнадзор витӗр тухнӑ. Тӗрӗслеве ирттернӗ Александр Ласкеев ратрак чаплӑ пулнине палӑртнӑ. Вӑл хӑй те йӗлтӗр спорчӗпе кӑсӑкланать, ҫавӑнпа трасса лайӑх пулмаллине аван пӗлет.

Ҫӗнӗ ратрак спортсменсене хатӗрлес пахалӑха ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ шкул ӗҫченӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20367
 

Чӑвашлӑх

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш хӗрӗ «Науруз Гузеле» конкурса хутшӑннӑ

Вӑл – илем тата пултарулӑх конкурсӗ. Унта тӗрӗк халӑхӗсен хӗрӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

Кӑҫал конкурсра 10 чиперкке пулнӑ. Пирӗн чӑваш хӗрӗ Лика Кашкарова «Ачашлӑх мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Тӗп коронӑна таджик хӗрӗ Хуснура Таирова ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Хулара
0-1.ru сайтри сӑн
0-1.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 6-мӗш пушар чаҫӗнче Барсик ятлӑ кушак пурӑнать.

Ун патне Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, паллӑ клоун Дмитрий Куклачев хӑнана килнӗ. Вӑлах – Кушаксен театрӗн тӗп режиссерӗ.

Сӑмах май, ҫак кушака пушарнӑйсем ҫӑлнӑ та хӑйсем патне илсе килнӗ. Унтанпа вӑл чаҫре пурӑнать.

Хӑна кушакпа паллашнӑ, ӑна тутлӑ апат ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75437
 

Страницӑсем: 1 ... 238, 239, 240, 241, 242, 243, 244, 245, 246, 247, [248], 249, 250, 251, 252, 253, 254, 255, 256, 257, 258, ... 4106
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Пуш, 01

1901
125
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ.
1990
36
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...