Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Тутар Тимеш ялӗнче выльӑх самӑртмалли цех уҫӑлнӑ. Унта 250 пуҫ вырнаҫать.

Хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Камиль Салихов пӗлтӗр грант илнӗ. Инвестици проекчӗ 25 млн тенке ларнӑ. 15 млн тенки - грант укҫи. Ытти - фермерӑн хӑйӗн укҫи. Вӑл чылай ҫул ӗнтӗ сурӑх, лаша ӗрчӗтет. Халӗ ҫӗнӗ енпе ӗҫлесшӗн - мӑйракаллӑ шултра выльӑх усрасшӑн. Ҫӗнӗ цехра ӑратлӑ вӑкӑрсем самӑртасшӑн. Унта вӗсене кӑкармасӑрах усрасшӑн. Хальлӗхе хуҫалӑхра - 155 шултра выльӑх. Вӗсен шутне пысӑклатасшӑн, фермӑна вара пысӑклатасшӑн.

 

Раҫҫейре
Алексей Макаревскийӗн "Контактра" страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Алексей Макаревскийӗн "Контактра" страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Юпа уйӑхӗнче Питӗрте Ленинграда хӳтӗленин тата блокадин патшалӑх мемориал музейӗнче чӑвашсемпе паллаштарнӑ.

«Народы СССР в освобождении Ленинграда» (чӑв. Ленинграда хӳтӗлеме хутшӑннӑ СССР халӑхӗсем) проектпа килӗшӳллӗн «Чуваши на защите Ленинграда» (чӑв. Ленинграда хӳтӗленӗ чӑвашсем) культурӑпа ҫутӗҫ мероприятийӗ иртнӗ. Ӑна блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Асӑннӑ пулӑм 1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

Ленинграда хӳтӗлесе СССРти миллиона яхӑн тӗрлӗ халӑх ҫынни паттӑррӑн вилнӗ.

 

Чӑвашлӑх

Алексей Козловӑн джаз-клубӑн «DIVA ETHNO FUTURE SOUND» этнопроектне куракансем юратса йышӑнаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхи кунӗнче иртнӗ концерта нумаях пулмасть CD-диск ҫине куҫарнӑ. Асӑннӑ концерт ун чухне Алексей Козлов клубӗнче иртнӗ.

Пластинкӑна Чӑваш Енӗн халӑх художникӗн Праски Витти ӳкерчӗксем илемлетеҫҫӗ.

 

Спорт

Ку хыпара эпир каярах юлса пӗлтӗмӗр пулин те сире те пӗлтересех килет.

Йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн Питӗрти ҫӑмӑл атлетка, 95-ри Надежда Игнатьева (Платонова) пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Надежда Михайловна аслӑ шкултан пӗрремӗш курсра вӗреннӗ чухнех ҫӑмӑл атлетика енӗпе РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Николай Зайцев патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Секцинче СССРӑн пулас чемпионӗсем вӗреннӗ. 1951 ҫул вӗҫӗнче унта малашлӑхлӑ чӑваш спортсменӗ Ардалион Игнатьев вӗренме пуҫланӑ. 1953 ҫулта вӗсем Надежда Михайловнӑпа пӗрлешнӗ.

Алексей Макаревский тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ардалион Васильевичӑн спортри тата пурнӑҫӗнчи ӑнӑҫӑвӗ Надежда Михайловнӑпа тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ. Мӑшӑрӗшӗн вӑл шанчӑклӑ юлташ, хавхалантарса пыракан мӑшӑр пулса тӑнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Вӑрманкас-Асламас ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку - ял ҫыннисемшӗн пысӑк савӑнӑҫ.

Вӑрманкас-Асламас ялӗнче унччен ФАП пулнӑ. Ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех хута янӑ. Кивӗскер хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑман. Ялта 200 ытла ҫын пурӑнать. Вӗсен йышӗнче ваттисемпе сусӑрсем пур. Район пульницине ҫитме инҫе - 30 ҫухрӑм.

Ҫӗнӗ ФАПа ҫуркунне тума пуҫланӑ. Ӗҫе темиҫе уйӑхра вӗҫленӗ. Таврари территорие хӑтлӑлатма ҫынсем те пулӑшнӑ. Ҫӗнӗ ФАПра пӗтӗм услови пур. Вӑл - Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи 15-мӗш фельдшерпа акушер пункчӗ.

 

Политика
 cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫине Надежда Колебановӑна ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Ӗнертенпе, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе, асӑннӑ ведомствӑна ертсе пыма Алина Елисеевӑна шаннӑ. Вӑхӑтлӑха. Ҫӗнӗ ертӳҫӗне ҫирӗплетиччен. Вӑл хӗрарӑм ҫав савӑнта

Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Мария Мамаева куҫ курманнисен хушшинче ишессипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура 8 медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Мускав ҫывӑхӗнчи Раменское хулинче иртнӗ.

Мария 50 тата 100 метрлӑ дистанцисене ишсе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл 50 метра ирӗклӗ ишсе тата 100 метра комплекслӑ ишсе мала тухнӑ. Ку кӑна мар. Мария ҫурӑм ҫинче ишсе тата 200 метра комплекслӑ ишсе кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ.

Палӑртмалла: Мария Олимп резервӗсен 9-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет. Унӑн куҫӗ 90 процент курмасть.

 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Канаш муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна йывӑҫ каснӑшӑн суд туна. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне тӗрӗслев срокӗ - 1 ҫул.

Ҫак арҫын кӑҫал утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче бензопӑчкӑпа усӑ курса вӑрманта темиҫе йывӑҫ каснӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 113 пин тенкелӗх тӑкак кӳнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ. Ҫапах унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр текех ирӗлмӗ, хӗл ларнӑ. Паян ҫил-тӑман вӗҫтеркелет, ҫил кастарать, ҫавна май тата сивӗ пек туйӑнать.

Ҫитес икӗ кунра сивӗ пулӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле 14-16 градус таран сивӗтӗ.

Канмалли кунсенче вара ӑшӑтӗ, 0 градус пулӗ, ҫил лӑпланӗ. Тунтикун термометр «плюс» кӑтартӗ, кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫул ҫинче юр ҫӑрӑлма пултарӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать.

Ӑшӑ нумайлӑха тытӑнса тӑмӗ, часах сивӗтӗ. Ытларикун ҫулсем пӑрлакланӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ. Уйӑх вӗҫӗнче 6-8 градус сивӗ тӑрӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав сивӗ те типӗ ҫантанлӑкран пуҫланӗ. Пӗрремӗш декадӑра термометр 20-25 градус кӑтартма пултарӗ.

 

Сывлӑх
letsgophotos.ru сайтри сӑн
letsgophotos.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвируспа чирлекен нумайлансах пырать. Чӳкӗн 13-19-мӗшӗсенче республикӑра унпа 495 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнере вара - 434 ҫын.

Иртнӗ эрнере 1 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫак тапхӑрта 52 ҫынна пульницӑна сипленме вырттарнӑ.

Раҫҫейӗпе илес пулсан та, кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑ. Иртнӗ эрнере ҫӗршывра 93 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнине палӑртнӑ. Чӑваш Енре ку таранччен ҫак амак 4747 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 241, 242, 243, 244, 245, 246, 247, 248, 249, 250, [251], 252, 253, 254, 255, 256, 257, 258, 259, 260, 261, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...