Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫак самантра Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 40-мӗш ҫуртра, 1-мӗш корпусра, пушар тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ. Ҫурт - 9 хутлӑ, панельтен тунӑскер. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑра тӗтӗм подъезд чӳречисенчен тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче Катӑш ялӗнче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑма шырани пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: вӑл килтен кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Килтен кайнӑ кун вӑл тӗрлӗ тӗслӗ куртка, угги тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӗрарӑма «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шыранӑ. Хӗрарӑма тупни пирки кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Анчах, шел те, унӑн виллине. «Лиза Алерт» сайтӗнче нимеҫӗсем тӑванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра аш-пӑш тата сӗт туса илесси ӳснӗ. Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче 2023 ҫулта чӗрӗ виҫепе 118,7 пин тонна выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк ашӗ туса илнӗ. Ку вӑл 2022 ҫулхинчен 1,3 процент нумайрах. Сӗте иртнӗ ҫул 478,1 пин тонна туса илнӗ. Ку енӗпе ӳсӗм — 2,7 процент. Кашни ӗнерен вӑтамран сӗт су илесси те хушӑннӑ. Ку цифра унчченхи ҫулхинчен 6,3 процент нумайрах, ҫулталӑкра вара кашни ӗне вӑтамран 7430 килограмм сӗт панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Шупашкарти ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсене иртен-ҫӳрен водитель кинемей ҫул хӗррипе пыни пирки пӗлтернӗ. Ватӑ ҫын курткӑсӑр, калпаксӑр пулнӑ, тапочка кӑна тӑхӑннӑ. Инспекторсем вырӑна ҫитнӗ. Кинемей ҫаплах урамра пулнӑ. Пакунлисем ӑна киле леҫнӗ. Кинемей - 1937 ҫулта ҫуралнӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Лана Прусакова архивӗнчи сӑн Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан спортменка Лана Прусакова фристайл енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Чӗлепи облаҫӗнчи Миассе хулинче иртнӗ. Малтан вӑл пӗрремӗш тапхӑҪрта «слоуп-стайл» дисциплинӑра мала тухнӑ. Кайран, иккӗмӗш тапхӑрта, ҫак дисциплинӑрах финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи фермер Александр Бикулов патшалӑхран 10 млн грант илсе унпа ферма хуҫалӑхне ҫӗнетнӗ. 2020 ҫулта вӑл проект тӑратнӑ та грант ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа вӑл ӗне вити валли стройматериал, тырӑ тасатмалли комплекс, тыр-пул пухса кӗртмелли тӗрлӗ оборудовани туяннӑ. Фермер грантсӑр пуҫне хӑйӗн 7 миллион тенкипе усӑ курнӑ. 2023 ҫул вӗҫне унӑн ферминче 296 пуҫ ӗне тата вӑкӑр пулнӑ. Вӗсенчен 133-шӗ - сумалли ӗне. Пӗлтӗр фермер 663 тонна сӗт туса илнӗ. Ун патӗнче халӗ 12 ҫын ӗҫлет. Вӑтам шалу - 22 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх писателӗн Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» кӗнекипе паллаштарӗҫ. Унта литераторсем, тӗпчевҫӗсем, педагогсем, ҫыравҫӑ пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем хутшӑнӗҫ. Сергей Павлов – пултаруллӑ прозаик тата журналист. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче «Сӗлкӗш», «Авӑр», «Тан таппи», «Тӗтре», «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях», «Сулӑнчӑк» тата ыттисем. Унӑн ал ҫырӑвӗсем ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен республикӑри конкурсӗнче пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ. «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» роман никӗсӗнче — ҫыравҫӑн амӑшӗн аса илӗвӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
krasnoarmeyskoe.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ӗҫне-хӗлне кам ҫутатасси паллӑ. Маларах унтисем аккредитаци тухма заявкӑсем йышӑнассине пӗлтернӗччӗ. Ун пеккисем пурӗ 148 массӑллӑ информаци хатӗрӗнчен ҫитнӗ. Суйласа илнисем — 22 пичет кӑларӑмӗ, 2 радио. Телевидение илсен ку списокра — «ОТР», «Алатырь-ТВ», «Чӑваш Ен» ПТРК, Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ, «Новая реальность», «ВАТ-Студия» (вӑл Канашран). Интернет-МИХсенчен — «Наша версия» тата «Правда ПФО». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Культура сферинче ӗҫлекен тата тепӗр виҫӗ ҫынна хисеплӗ ят панӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята республика Элтеперӗ Олег Николаев хальхинче Чӑваш наци музейӗн директорӗн заместительне Татьяна Волковӑна, Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Надежда Вороновӑна тата Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Марина Фединӑна парас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑра, ҫавра ҫул тӗлне, преми пама сӗннӗ. Ку тӗллевпе саккун проектне хатӗрленӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 20 ҫул пурӑнакан мӑшӑра – 20 пин, 25 ҫул пурӑнакансене – 25 пин, 70 ҫул кун кунлакансене 70 пин тенкӗ парасшӑн. Анчах ҫак тапхӑрта мӑшӑрӑн уйрӑлмалла мар. Юбилей ҫулӗнче мӑшӑртан пӗри вилнӗ пулсан премие пӗри илме пултарать. Заявление юбилей пулнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртиччен памалла. Саккуна ырласан вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑйра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |