Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пӗтӗм вырӑссен диктантне хутшӑнать. Ку эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче хатӗрленӳ занятийӗсем пуҫӑнаҫҫӗ. Пӗрремӗш заняти пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 18 сехетре 1-мӗш корпусра пулӗ.

Кӑҫал диктант текстне Анна Матвеева ҫыравҫӑ ҫырнӑ. Ӑна ытларах «Перевал Дятлова» роман тӑрӑх пӗлеҫҫӗ.

Палӑртмалла: тӗрлӗ ҫулта диктант тексчӗн авторӗсем Павел Басинский, Гузель Яхина, Леонид Юзефович, Андрей Усачёв, Евгений Водолазкин, Алексей Иванов, Дина Рубина, Андрей Геласимов, Марина Степнова, Василий Авченко пулнӑ.

 

Республикӑра
deita.ru сайтри сӑн
deita.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнче ҫӑлавҫӑсем пӑр ҫинчи икӗ пулӑҫа ҫӑлнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ.

Вӗсем пулӑ тытма ларнӑ кӑна – пӑр катӑлса шыва май ишме пуҫланӑ. Арҫынсем ҫыран хӗррине хӑйсем тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Специалистсем вӗсем патне кимӗпе ҫитсе пулӑшнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем хальхи вӑхӑтра пӑр ҫӳхе пулни пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ытларах ҫыран хӗрринче, юханшывсем пӗрлешнӗ вырӑнта.

 

Хулара
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫуркунне ҫитнӗ май Шупашкара йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗртме пӑрахнӑ. Фурӑсене ҫапла тума ака уйӑхӗн 23-мӗшӗччен чарнӑ. Тем турттарса кӗмелли пулсан ятарлӑ ирӗк илмелле уншӑн укҫа тӳлемелле.

Хулана йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗме чарасси ҫинчен калакан хушӑва Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин алӑ пуснӑ. Чару вӑхӑтне тӳре-шара тепӗр вунӑ куна тӑсма та пултарӗ. Ку вӑл ҫанталӑкран килӗ.

Ҫурхи чару автобуспа турттаракансене, апат-ҫимӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх апат-ҫимӗҫне, эмел, топливо, вӑрлӑх, удобрени тата ҫавӑн йышши хӑш-пӗр тавара турттаракансене пырса тивмӗ.

 

Республикӑра
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Етӗрне муниципаллӑ округӗнче 1931 ҫулта ҫуралнӑ кинемее шыраҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.

Вера Григорьевна Хмелева кӑвак халат, атӑ-дутик, тӑхӑннӑ, тӗрлӗ тӗслӗ тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ. Кинемей икӗ патакпа утать.

Ҫак ватӑ хӗрарӑма кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (83547) 2-22-74, 102 е 112.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пилӗк е ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесене ҫурт-йӗр хута яма е туянма сертификат параҫҫӗ. Нумаях пулмасть Шупашкарти 11 ҫемье ӑна тивӗҫнӗ.

Нумай ача амӑшӗ Людмила Кузьмичева каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫак саманта 7 ҫул кӗтнӗ. Халӗ питӗ савӑнаҫҫӗ. Людмила Садовникова та хӗпӗртет: вӗсем те кӗҫех ҫурт-йӗре пысӑклатӗҫ.

Олеся Кутузова та юлашки самантчен сертификат парасса ӗненмен. Халӗ савӑнӑҫӗн чикки ҫук.

 

Республикӑра
imsnip.ru сайтри сӑн
imsnip.ru сайтри сӑн

Мускав ҫывӑхӗпчи Красногорск хулинчи «Крокус ситире» пысӑк инкек пулнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенче хӑрушсӑрлӑх мерисене вӑйлатнӑ, хуралҫӑсемпе инструктаж ирттернӗ. ЧР Культура министерстви суту-илӳ центрӗсене массӑллӑ мероприятисене пӑрахӑҫлама, кинотеатрсен ӗҫне чарса лартма ыйтса ҫыру янӑ.

Суту-илӳ центрӗсенче эвакуаци тата хыпарламалли тытӑмсене тӗрӗсленӗ. ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ кунашкал объектсенче лару-тӑру лӑпкӑ, вӗсем штат режимӗпех ӗҫлеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
medtehnika-1.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medtehnika-1.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Лапсар посёлокӗнче пурӑнакан хӗрарӑм сусӑр кӳмине сутас тесе 1,5 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайчӗ урлӑ вӑл сусӑр кӳмине тата матрас сутас тенӗ.

Хӗрарӑм парне кӗҫех палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл тавара туянасшӑн пулнине, анчах йӑнӑшпа 200 пин ытла тенкӗ куҫарса панине ӗнентернӗ. Кӳме сутакана ятарлӑ приложени вырнаҫтарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ун урлӑ хӗрарӑм ют ҫынна икӗ ӑстрӑмпа 200 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Вӑл укҫана ултавҫӑсем кредит шучӗпе илнӗ.

Укҫана куҫарса панӑ чухне банк операцие икӗ хутчен те чарса хунӑ. Анчах хӗрарӑм банк ӗҫченӗсем патне шӑнкӑравласа укҫана куҫарса пама ыйтнӑ. Унран та ытларах – вӑл инҫет ҫыхӑну мелӗпе тепӗр банкра кредит илнӗ. Ют ҫынсене Лапсар хӗрарӑмӗ пӗтӗмпе 1,5 миллион ытларах тенкӗ куҫарса панӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР культура министрӗ Йӗпреҫ, Муркаш, Вӑрмар, Етӗрне тата Тӑвай округӗсен пуҫлӑхӗсене автоклуб уҫҫисене панӑ. Аякри пӗчӗк ялсенче клуб ҫук. Ҫур ҫулта автоклубпа 30 пин ытла ҫын усӑ курнӑ.

Республикӑра унашкал темиҫе клуб туянма палӑртнӑ.

Пӗлтӗр 3 автоклуб туяннӑ. Вӗсене Ҫӗрпӳ, Элӗк тата Ҫӗмӗрле округӗсене ӑсатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chebcult21
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер 22 сехет ҫурӑра М-12 ҫул ҫинче, Ҫӗмӗрле районӗнче, «Тойота» машина водителӗ ҫул крлӑ каҫакан арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл 44 ҫулта пулнӑ, Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ.

Руль умӗнче Эренпур облаҫӗнчи 30 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
www.banki.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.banki.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм 4 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Пӗр самантрах темелле. Ҫав укҫана вӑл кивҫен илсе тултарнӑ.

Маларах хӗрарӑм тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче ӗҫ шырани пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех шӑнкӑравлакан та тупӑннӑ. Унпа мессенджерсенче пӗринче ҫыхӑну тытнӑ. Ют ҫын хӗрарӑма интернет-магазинсенчен пӗринче укҫа ӗҫлесе илме май пур, тавар туянма укҫа хывмалла, ӑна пысӑк процентпа тавӑрса парӗҫ тесе ӗнентернӗ.

Хӗрарӑм темиҫе банкра кредит илнӗ, пӗлӗшӗнчен укҫа ыйтнӑ, ҫывӑх тусне кивҫен илме ӳкӗте кӗртнӗ. Ют ҫынсене ҫапла майпа 4 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ.

.

 

Страницӑсем: 1 ... 255, 256, 257, 258, 259, 260, 261, 262, 263, 264, [265], 266, 267, 268, 269, 270, 271, 272, 273, 274, 275, ... 3853
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 17

1926
99
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
24
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...