Пӑтӑрмахсем
![]() yaplakal.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри хӗрарӑм кутамккара бомба тесе хӑратнӑ. Мускавран Санкт-Петербурга вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ самолётра пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Бортпроводниксем ӑна кӗтмен ҫӗтен тӗрӗслеме йышӑннӑ. Ҫапла тума вӗсене пассажирсенчен пӗри хӑйӗн рюкзакӗнче бомба тесе калани хистенӗ. Хӗрарӑма часах самолётран илсе тухнӑ. Ҫула кайма пуҫтарӑннӑ ҫав этем: «Шӳтлерӗм», — тесе тӳрре тухма хӑтланнӑ. «Смартавиа» авиакомпанин Мурманскран Мускава килме тухнӑ рейсӗнче те ун пек «шӳтлекен тупӑннӑ». Вӑл ҫын Чӑваш Ен арҫынни пунӑ. 34 ҫулти пассажир тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Комсомольская правда» радио архивӗнчи сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейӗн юрӑ-кӗвӗ карттине хатӗрлеме сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин малалли пайӗ пулӗ. Кун пирки Элтепер «Комсомольская правда» радиона панӑ интервьюра пӗлтернӗ. Кӗвве ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен юрри-кӗввипе хатӗрлӗҫ. Композици 3-10 минута тӑсӑлмалла. Сӑмах май, Шупашкарти тӳре-шара та хула 555 ҫул тултарнине халалласа картта хатӗрлесшӗн. Вӑл - чечеклӗ картта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Кӳкеҫре пурӑнакан хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 67 ҫулти аппӑшӗ кафере апатланнӑ хыҫҫӑн, аш ҫисен, кӑвакарма, сывлӑш ҫитменнипе аптӑрама пуҫланӑ. Васкавлӑ медпулӑшу бригади вырӑна 5 минутран ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑталла ватӑ хӗрарӑм урайӗнче тӑнсӑр выртнӑ. Тухтӑрсем ҫӑварне, пырне пӑхсан нимӗн те тупайман. Вӗсем Геймлих мелӗпе усӑ курса пациенткӑн сывлав ҫулӗ ҫинче кӗрсе ларнӑ какай татӑкне кӑларнӑ. Ҫапла пулӑшнӑ хӗрарӑма Елена Ивановӑпа Елена Юркина фельдшерсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Ҫул хыҫҫӑн ҫул ӑнӑҫлӑн утса тухнӑ» ятлӑ программӑпа вӑрӑм вӑхӑтлӑх гастроле тухса кайӗ. Тур Екатеринбургра пуҫланса Чулхулара вӗҫленӗ. Гастроль ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланса ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ансамбль утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗр ӗмӗр тултарӗ. Ҫав куна вӑл чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ирина Нефёдова — нумай ачаллӑ амӑшӗ. Паян вӑл юратнӑ ӗҫӗпе хӑйӗн студийӗнче тӑрӑшать. Ҫӗнӗ ӗҫе хӗрарӑм 2020-мӗш ҫулта пуҫӑннӑ. «Ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑнма хысна ӗҫченӗн шалӑвӗ хистерӗ. Пандеми пуҫлансан малалла мӗнле пурӑнмалли пирки те уҫӑмлӑх ҫукчӗ. Хам ӗҫленӗ ача пахчинче ертӳҫӗсем улшӑнса пӗтрӗҫ. Упӑшкан пушӑ пӳлӗмсем пурччӗ. Анчах юсама тата оборудовани туянма укҫа ҫукчӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ социаллӑ контракт пирки пӗлтӗм», – каласа кӑтартнӑ Ирина. Пулас предприниматель кирлӗ документсем пухнӑ, бизнес-план ҫырса ӑна тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Кайран патшалӑхран укҫа илсе обрудовани тата инструментсем туяннӑ. Паян унӑн логопед пӳлӗмне ачасене йышлӑн илсе пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Наталья Волкова. Трактор тӑвакансен культура керменӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри хореограф тава тивӗҫлӗ ят панӑ. Культурӑра тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тара нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята «Этуаль» хореографи студийӗн халӑх коллективӗн ертӳҫине Наталья Волковӑна панӑ. Асӑннӑ коллектив «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗн тытӑмӗнче. Наталья Федоровна вырӑс балет шкулӗн пуян эткерлӗхне упраса хӑварас тата сарас тӗллевпе нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «тӳрӗ лини» ирттерет. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Ыйтусене Телеграм-каналта, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ тата «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чувашская Республика» ушкӑнра пама пулать. Эфира Элтеперӗн Телеграм-каналӗнче, «Контактри» страницинче, «Чувашская Республика» ушкӑнра, Наци телекуравӗпе кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех Наци радиовӗпе итлеме май пулӗ. «Тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче колл-центр ӗҫлӗ. Унӑн номерӗ: 8 (8352) 565-100. Эфирта янӑраман ыйтусен тивӗҫлӗ ведомствӑсем каярахпа хуравлӗҫ. «Пӗри те хуравсӑр юлмӗ», - тет Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Комсомольскинче авариллӗ тесе йышӑннӑ 2-мӗш шкул вырӑнне ҫӗнӗ ҫурт хӑпартма йышӑннӑ. Ӗҫ кӑҫӑлах пуҫланма пултарать. Шкула 2026 ҫулта туса пӗтермелле. Кун валли 1,5 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Сӑмах май, Комсомольскинчи 2-мӗш шкула авариллӗ тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн хупнӑ. Ҫурт – 1994 ҫулта хӑпартнӑскер. 2023 ҫултанпа ачасем Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта вӗренеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Вӑрнарти 1-мӗш шкулта хушма ҫурт тума палӑртнӑ. Кун валли 364,1 миллион тенкӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян 10 сехетсенче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта общество чарӑнӑвӗнче арҫын виллине асӑрханӑ. Вӑл «Иван Прокопьев урмӗ» чарӑнура выртнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тарӑх, вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Анчах арҫынна пулӑшу кирлӗ пулман – вӑл вилнӗ. Каярахпа арҫын виллине ритуаллӑ служба ӗҫченӗсем илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Муркаша каякансен е унтан хулана килекенсен укҫа ытларах тӳлеме тивӗ. Билет хакӗ 20 процент ӳсет. Хальхи вӑхӑтра билет 150 тенкӗ тӑрать. Акан 1-мӗшӗнчен вара 180 тенкӗ пулӗ. Тарифсем пирки пӗлтернине пассажирсем маршруткӑсенче курнӑ. Хак мӗншӗн ӳснине ӑнлантарман. Ҫынсем куншӑн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Ҫул ҫинче капла ҫур шалу пӗтет-мӗн. Халӑх автопарк ҫӗнеленшӗн те кӑмӑлсӑр. 12 ҫул каяллахи «Мерседесссемпех» ҫӳремелле, укҫине вара ытларах тӳлемелле теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |