Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян ирхи 7 сехет те 25 минутра Шупашкар округӗнчи Чаканар ялӗ патӗнче 50 ҫулти хӗрарӑм ҫине машина пырса кӗнӗ. Шел те, вал вилмеллех суранланнӑ – ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.
Хӗрарӑм ҫак тӑрӑхрах пурӑннӑскер пулнӑ. Вӑл «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав самантра ун ҫине Шупашкар еннелле кайма тухнӑ «Киа» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 1953 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Вӑл медосвидетельствовани витӗр тухнӑ. Водитель ӳсӗр пулманни паллӑ.
Халӗ тӗрӗслев пырать.
