Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Вӑрнар районӗн тӗп пульницине ҫамрӑк тухтӑр ӗҫлеме килнӗ.

Елена Тимофеева – эндокринолог. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, унтан тухтӑрсене ҫӗнӗ пӗлӳ паракан Институтра ординатурӑра вӗреннӗ.

Елена Сергеевна район пульницинче пациентсене амбулатори мелӗпе йышӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15318
 

Персона

Паян Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Игнатьев 75 ҫул тултарнӑ. Вӑл — аранжировщик, сасӑ режиссерӗ тата композитор.

Валерий Викторович республикӑри чи пултаруллӑ профессионал аранжировщиксенчен пӗри шутланать. Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тӗрлӗ енлӗ наци музыкине аталантарма нумай тӳпе хывнӑ. Ҫав шутра «Нарспи» чӑвашла пӗрремӗш мюзиклпа, «Авалхи сас» программӑпа ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-50708301_11420
 

Культура

Чӑваш Енре чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.

«Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире Владислав Николаевӑн «730 калтапа 730 йӗпвӑрри» пьесине суйласа илнӗ.

«Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире Александр Степановӑн «Юрпике: хӗл юмахӗ» пьесине ҫитекен ӗҫ пулман.

Ҫӗнтерӳҫӗ авторсене 100-шер пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.

 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин гражданла оборона тата инкеклӗ лару-тӑру министрӗн ҫумӗ пулма Александр Кирьянова ҫирӗплетнӗ.

Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Николай Ытарай (1925-2005) ача-пӑча ҫыравҫи, халӑх фольклорне пухакан, иллюстратор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.

Ҫавна май Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра «Ачасен чи ҫывӑх тусӗ» курав уҫӑлӗ.

Унта ҫыравҫӑн мӑшӑрӗ Елена Васильева та хутшӑнӗ.

Николай Ытарай ачасем ҫинчен тата ачасем валли ҫырнӑ. Пурӑннӑ чухне 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ.

 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Валентина Андреева хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявланӑ. Юлашки вӑхӑтра ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ Наталия Николаева пулӑшса пынӑ май хваттере тирпейлесе тӑрать.

Валентина Андреева паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Аркадий Ӗҫхӗлӗн, хӗрӗ. Вӑл космос отраслӗнче 22 ҫул программистра ӗҫленӗ. Унӑн упӑшки, шкулта пӗрле вӗреннӗ каччӑ, лётчика вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑк арӑм унран юлас темен — пӗрле тухса кайнӑ. 22 ҫултан вӗсем тӑван тӑрӑха, Шупашкара, таврӑннӑ.

Мӑшӑр пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ, анчах вӑл сарӑмсӑр вилнӗ. Кинемее паян юратнӑ мӑнукӗ Максим чунтан юратса пӑхать.

 

Республикӑра
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Улатӑр округӗнче 80 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл вӑрмана кайсан ҫухалнӑ.

Раиса Семеновна Маштанова Алтышево ялӗнчен. Вӑл авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑрмана кайнӑ та киле таврӑнман. Ӑна халӗ «Лиза Алерт» нимеҫисем шыраҫҫӗ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), Тучка (Дарья) — 89176602633, Симба (Наталия) — 89196666680.

Кинемей мӗнлерех пулнине санӳкерчӗкре курма пулать. Вӑл килтен кайнӑ чухне мӗн тӑхӑнни паллӑ мар.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шӑмӑршӑ округӗнче, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи «Липовый кРай» кану уҫланкинче, Кӑмпа фестивалӗ иртнӗ.

Кӑҫал вара кӑмпа чӑннипех те нумай — ҫумӑрӗ те ҫурӗ-ха та. Фестивальте хӑнасем кӑмпаран, вӑрман ҫимӗҫӗсенчен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе туянма пултаранӑ: пыл, ҫырла, кӑмпа, эмел тата чей курӑкӗсем, сувенирсем…

Пултарулӑх коллективӗсем тата артистсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_452664
 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Парӑмҫӑ суд приставӗсенчен... балкон ҫинче пытаннӑ. Ку пӑтӑрмахла истори – Шупашкарти 37 ҫулти арҫын пирки.

Вӑл 15 ҫулти хӗрӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм сахал мар пухӑннӑ: 350 пин тенке ҫитнӗ.

Куншӑн ӑна административлӑ майпа явап тыттарасшӑн пулнӑ, анчах арҫын суд йышӑнӑвне пурнӑҫламан, алимент тӳлемен. Кайран вуҫех ҫухалнӑ. Суд приставӗсем ӑна хваттерне шырама кайсан тупайман. Тепрехинче каллех шыраса хваттере килнӗ те ӑна ӑнсӑртран балкон ҫинче тупнӑ. Вӑл приставсем килмессерен пытанса ларнӑ иккен. Халӗ ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарма хатӗрленеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14721
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин каллех кинопроектра ӳкерӗнет. Кун пирки вӑл хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Анчах хальлӗхе Владимир мӗнле проекта хутшӑннине каламан, вӑрттӑнлӑхра хӑварнӑ. Сӑнӳкерчӗксене пӑхсан вара Владимир ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлакан фильмра ӳкерӗннине тавҫӑрма пулать.

Аса илтерер: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара ҫуралса ӳснӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14723
 

Страницӑсем: 1 ... 224, 225, 226, 227, 228, 229, 230, 231, 232, 233, [234], 235, 236, 237, 238, 239, 240, 241, 242, 243, 244, ... 4213
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 23

1774
252
Пугачёв ҫарӗ Етӗрнене ҫавӑрса илнӗ, анчах тытса илеймен.
1917
109
Пазухин Петр Васильевич, халӑх юрри-кӗввине пухаканӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...