Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре пурӑнакансене тухтӑрсем ҫӗнӗ йышши мелпе операци туса ура татассинчен ҫӑлса хӑварма пуҫланӑ. Атеросклерозӑн чи йывӑр хӑрушлӑхӗнчен пӗри — ура ишемийӗ.
Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 60 ҫулти Маргаритӑшӑн 50 утӑм утасси те чӗр нуша пулнӑ. Унӑн уринчи юн тымарӗсенчен 80 процентӗнче юн ҫывӑрса ларнӑ. Хӗрарӑм урасӑр юласран пуринчен ытла хӑранӑ.
Кальциленсе ларнӑ юн тымарӗсене Республикӑн кардиодиспансерӗнчи мобильлӗ атеротомӗ пулӑшнипе тасатнӑ. Пӗр сехете яхӑн пыракан операци хыҫҫӑн пациентсем тепӗр куннех ура ҫине тӑраҫҫӗ, утса ҫӳреме тытӑнаҫҫӗ иккен.
Agabazar // 1217.18.8159
2025.12.18 19:47 | |
Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Александр Табаков хăйĕн юлашки çулĕсене хăрах урапа пурăнса ирттерчĕ. | |
