Культура
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Пӗртен-пӗр шанӑҫ» камит кӑтартрӗҫ. Михаил Задорнов сатирик пьесипе лартнӑ спектакле театрта икӗ кун умлӑ-хыҫлӑ лартрӗҫ: нарӑс уйӑхӗн 28 тата 29-мӗшӗсенче. Тӳрех палӑртам: пӗрремӗш кун залра халӑх лӑк тулличчӗ. Ӗнер те пушӑ вырӑнсем ҫукпа пӗрехчӗ. Камите Алексей Герасимов ҫамрӑк режиссёр лартнӑ. Спектакльте йӑлтах минимализм сисӗнчӗ. Декораци енчен те, спектакльте усӑ сӗтел-пукан тӗлӗшӗнчен те. Пьесӑри сӑнарсем юрату виҫкӗтеслӗхне лекнӗ те, сценӑна та, урайӗнчи паласа та виҫ кӗтеслӗ хатӗрленӗ. Усӑ курнӑ тӗссем вара иккӗ: шурӑ тата хура. |
Ял хуҫалӑхӗ
sovch.chuvashia.com сайтри сӑн Ӗнер Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗнче «Ҫӗрулми» курав уҫӑлнӑ. Вӑл паян та ӗҫлӗ. Пӗрремӗш кунхинех халӑх унта нумай пынӑ. Ӗнер 35 тонна ҫӗрулми сутнӑ. «Шел те, хальлӗхе республикӑра курав валли лайӑх лапам ҫук. Элтепер ӑна тупма тата йӗркелесе яма хушнӑ ӗнтӗ», - палӑртнӑ ял министрӗ Сергей Артамонов. Курава кӑҫал 20 регионти предприятисем хутшӑнаҫҫӗ. Унта ӑсталӑх класӗсем те иртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗрулмирен пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫе тутанса курма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Авари Нурӑспа Кӳлхӗрри ялӗсен хушшинче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2000 ҫулта ҫуралнӑ водитель «Газельпе» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Фиат» автомобильпе ҫапӑннӑ. «Газель» водителӗ суранӗсене пула вырӑнтах вилнӗ. «Фиат» водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче гаражри машина хыпса илнӗ. Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти «Кӑкшӑм-2» гараж кооперативӗнче «Renault Sandero» автомбиль хыпса илнӗ. 2011 ҫулта туса кӑларнӑ машинӑна унӑн хуҫипе тусӗ гараж боксӗнчне тӗксе кӑларма ӗлкӗрнӗ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ пушарпа кӗрешекенсем ҫулӑма виҫӗ минутра сӳнтернӗ. Пушар вӑхӑтӗнче машинӑн пӗр пайӗ сиенленнӗ. Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 16 автопушар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм пӗчӗк ачапа декрет канӑвӗнче пулнӑ чух кӑштах укҫа ӗҫлесе илес тенӗ. Мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ курсан ӗҫлеме хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. Таблицӑсемпе презентацисем хатӗрлеме саккас илес тесен хӗрарӑма банкра счёт уҫма сӗннӗ. Унта 60 пин тенкӗ укҫа хумалла тенӗ. Ӗҫ сӗнсе шӑнкӑравлани каланине итлесе хӗрарӑм телефона экран курӑнмалли программа вырнаҫтарнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун патне бакран код килнӗ. Ҫав кодпа усӑ курса ултавҫӑсем ҫамрӑк амӑшӗн укҫине вӑрланӑ та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн Вӑрнар округӗнчи Ҫӗньял Хапӑс ялӗнче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ уҫӑлнӑ. Ӑна пӗлтӗр ҫуркунне тума пуҫланӑ. Ҫӗнӗ офиса 5 ялти халӑх ҫӳрӗ. Пӗтӗмпе – 1,2 пин ытла ҫын. Унччен кунта кивӗ медпункт кӑна пулнӑ. Ҫӗнӗ офисра йӑлтах хӑтлӗ. Унта пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн тата ансӑр специалистсен пӳлӗмӗсем, прививка тата физиотерапи тумалли пӳлӗм пур. Кӑнтӑрлахи стационар валли икӗ койка вырнаҫтарнӑ. Офиса сусӑрсене меллӗ пултӑр тесе тунӑ: пандус, вӗсем валли туалет пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Паян, нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта хӗллехи спартакиада иртнӗ. Унта центрта тӑрӑшакансен виҫӗ команди хутшӑннӑ. Кашни командӑра — вуншар ҫын. Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑннисен хӑйсен хастарлӑхӗпе вӑр-варлӑхне кӑна мар, кирлӗ вӑхӑтра тавҫӑруллӑ пулма пӗлнине те, пӗр-пӗриншӗн кар тӑма пултарнине те кӑтартса пама тивнӗ. Кашни командӑнах пылак парнепе хавхалантарнӑ. Спартакиадӑна хутшӑнакансене центрӑн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Аркадий Скворцов саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Федерацин Шупашкарта вырнаҫнӑ травматологи, ортопеди тата эндопротезровани центрӗ 15 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа коллектива Чӑваш Енри тӗп федераци инспекторӗ Григорий Сергеев саламланӑ. Паллӑ кунпа вӑл Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗн тулли пайталлӑ элчи Игорь Комаров ячӗпе ырӑ суннӑ. «Паян центр республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейре сумлӑ учрежденисенчен пӗри пулнинче сирӗн тӳпе пысӑк. Кунта пысӑк шайри профессионалсем ӗҫлеҫҫӗ. Центрта хальхи вӑхӑтри медицина оборудованийӗ пурри тӗнче шайӗнчи тӗпчевсем ирттерме, ҫынсене ҫӗнӗ йышши мелсемпе сиплеме май парать», – тесе палӑртса хӑварнӑ Григорий Сергеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
«Тӑван Атӑл» журнал 2024 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмра ҫӗнӗ сӑвӑҫпа — Таниял Элкейпе (Даниил Медведевпа) паллаштарнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче юриста вӗренет. Хӑй Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнчен Хӑйсен ял ачине паллӑ сӑвӑҫӑ Марина Карягина ӑшшӑн пилленӗ, питӗ пысӑк шанчӑкпа мухтаса илнӗ. Сӑнӳкерчӗкре эпӗ сӑвӑҫӑн питӗ тимлӗ сӑн-сӑпатне тата кӑкӑрӗ ҫинчи сакӑр вӗҫлӗ Арама ҫӑлтӑрне курса савӑнтӑм. Ахальтен ҫакман чӑваш паллине каччӑ. Тӑван халӑхӑн историне вӑл тӗпрен пӗлет, ӑна хаклать. Тури Туҫа вӑтам шкулне мухтамалла-ши вӗренекенӗсем тӗплӗ пулнишӗн е сӑвӑҫ хӑй пулӑмсен тымарне тупма пӗлет? Апла-и, капла-и — Таниял кӑмӑлӗпе вӗлтӗртетекен, шухӑшӗпе хывӑх чуптаракан сӑмахҫӑ мар. Вӑл халех виҫе картне тупма пултарнӑ ӑста. Сайра тӗл пулакан пултарулӑх, ӑна «чӑваш тӗнчинче сайраран пӗрре ҫуралакан поэт» тенӗ умсӑмахра. Тӗрӗсех каланӑ. Упрантӑрччӗ вӑл, ӳстӗрччӗ. Хӑй каларӑш, «пулинччӗ вӑл Чӑваш Сӑмах эткерӗлӗхӗн сыхчийӗ». Каҫса кайса вылять тӑван сӑмахпа Таниял. Калама май ҫуккине каласшӑн, курма май ҫуккине кӑтартасшӑн. |
Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Шупашкарта 19 ҫулти таксист патне икӗ ҫамрӑк пынӑ та хула хӗррине леҫсе яма ыйтнӑ. Унта ҫитсен вара вӗсем водителе багажнике чиксе хунӑ та хӑйсем руль умне ларса Канаша вӗҫтернӗ. Унта багажникри водитель тарма пултарнӑ. Вӑл кун пирки тӳрех полицие хыпарланӑ. Машина номерӗсене полици нарячӗсене пӗлтернӗ. Кӗҫех вӗсене асӑрханӑ, чарӑнма ыйтнӑ. Анчах лешсем малалла вӗҫтернӗ, полицейскисем - вӗсем хыҫҫӑн. Каччӑсем тарнӑ чухне ҫул пӑрӑнчӑкӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӗрне, унччен те судпа айӑпланнӑ 19-ти ҫамрӑка, тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |