Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шалти ӗҫҫен министерствин Канашри пайӗнче ӗҫлекен арҫын тата унӑн икӗ тусӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Пакунлӑ ҫынпа унӑн тусӗсем тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 163-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче хайхисем салтакран укҫа тапӑнма меслет шухӑшласа тупнӑ. Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пакунли салтак ҫумӗнче наркотик тупнӑҫи тунӑ. Унтан ӑна тусӗсемпе пӗрле пулса хӑратса укҫа тапӑннӑ, 500 пин тенкӗ пама ыйтнӑ, салук вырӑнне машинине илсе кайнӑ.
