Хулара
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ҫемье пултарулӑхӗн «Пӗр хум ҫинче» хулари IV фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 ҫемье хутшӑннӑ. Ҫав йышра: Беляевсем, Казаковсем, Павловсем, Черновсем, Ивановсем, Ямалиевсем, Муллинсем, Лысяковсем, Герасимовсем, Логиновсем, Пчеловсем, Щербаковсем. Фестивальте Черновсем ҫӗнтернӗ. Сцена ҫине ҫулталӑкри ачине те илсе тухнӑ вӗсем. Ҫемьесене «Химик» культура ҫурчӗн пай заведующийӗ, «Челентано» пултарулӑх пӗрлешӗвӗн проекчӗсен ертӳҫи Андрей Лазарев, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солистки Алина Кудрявцева, «Симӗс кролик» уяв студийӗн ертӳҫи Мария Миронова, «Кӑвак кайӑк» эстрада ташшин ансамблӗн балетмейстерӗ Татьяна Мокеева хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ака уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенчи сводкӑпа паллаштарнӑ. Акан 2-мӗшӗнче 23 сехетре Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Аслӑ Елӗкре йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Юрать-ха, инкекре аманнисем пулман. Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Хурӑнлӑх ялӗнче 2 хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Вӑл 83 ҫулти арҫыннӑн пулнӑ. Пушар 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Шел те, ҫурт йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Ҫӑлавҫӑсем пушара кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫма паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Раҫҫейре «Хӗрарӑмсем – йӑла-йӗркене упрассишӗн» онлайн-марафона пӗтӗмлетнӗ. Унта ҫӗршыври 30 ытла регионтан хутшӑннӑ. Хӗрарӑмсем килти вучаха епле упрани пирки, йӑла-йӗрке ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Патӑрьел округӗнчи Майринсем те пур. Вӗсем ҫемйипех тӗрӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Тамара Майрина алӑ ӗҫӗпе шкултах кӑсӑкланма тытӑннӑ. 9-мӗш класра чухне пӗрремӗш салфеткине тӗрленӗ. Унтанпа 40 ытла ҫул иртнӗ. Халӗ Тамара йывӑртарах тӗрӗсемпе ӗҫлет. Ку ӑсталӑха кинне те парать. Екатерина качча кайиччен алӑ ӗҫӗпе кӑсӑкланман та. Халӗ вара ӑна чӑн-чӑн ӑста теме пулать. Майринсем конкурса хӑйсем ӑсталанӑ пуканесен, пуҫ хатӗрӗсен, наци тумӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене, видео ярса панӑ. Екатерина Майрина онлайн-марафонра мала тухнӑ пилӗк ҫын йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӗлтӗртенпе ниҫта та ӗҫлемен, 6 ҫулти ывӑлӗшӗн алимент тӳлесе тӑман, воспитани парас ӗҫе те хутшӑнман. Ҫапла унӑн парӑмӗ самаях пухӑннӑ: 124 пин тенкӗ. Куншӑн арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах ку та ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма хистемен. Кайран ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл яваплӑхран хӑраса кайнӑ, пухӑннӑ алимент укҫине йӑлтах тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, метеоҫуркунне 10 кун маларах пуҫланнӑ. Пуш пуҫламӑшӗнче юр 70 сантиметр хулӑнӑш пулнӑ, халӗ – 24 сантиметр кӑна. Ҫак кунсенче юр ирӗлсе пӗтмелле. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх вариччен сывлӑш температури улшӑнса тӑрӗ. Акан 17-18-мӗшӗсенче сивӗтме, юр ҫума пултарать. Кайран вара типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк, ҫуллахи пекех, тӑрӗ. Кӑнтӑрла 22-27 градус ӑшӑ пулмалла. Пӗтӗмӗшле илсен ака уйӑхӗн нормӑран 2-3 градус ӑшӑрах пулмалла. Нӳрӗк те сахалрах пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти социаллӑ мобильлӗ бригада пӗччен ватӑсене тата сусӑрсене машина уйӑрса пулӑшать. «Бригада тивӗҫӗ — вӑхӑтра тата васкавлӑ пулӑшу кӳресси. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 85 ҫынна пулӑшнӑ, 72 хутчен ятарлӑ автомашина уйӑрса панӑ», — каласа кӑтартнӑ центрӑн социаллӑ реабилитаци пайӗн заведующийӗ Марина Васильева. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаканӑн арӑмне нумаях пулмасть Хусана тухтӑрсем патне илсе кайса килнӗ. Сусӑр кӳмипе ҫӳрекен хӗрарӑма унта хӑй тӗллӗн ҫитсе килме калама ҫук йывӑрри каламасӑрах паллӑ. Тепӗр тӗслӗхре пӗччен пурӑнакан хӗрарӑм инсульт пирки васкавлӑ пулӑшу машинипе лекнӗ. Каялла тухма унӑн ӑшӑ ҫипуҫ та пулман. Социаллӑ учрежденин ятарлӑ машини хӗрарӑма пульницӑран килне ҫитерсе янӑ ҫеҫ мар, инсульт хыҫҫӑн тумалли хӑнӑхтарусене вӗрентсе хӑварнӑ, социаллӑ ӗҫчен пулӑшма пултарни пирки каласа ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Лысяковсем ачисене телейлӗ ӳстерессишӗн чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Мария Александровнӑпа Александр Анатольевич ҫемйинче пилӗк ача. Асли — 13-ре, кӗҫӗнни — 2-ре. Виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр. Тӗпренчӗкӗсене чунтан юратакан ашшӗпе амӑшӗ ывӑл-хӗрне вӗсен чун киленӗҫне кура аталантарать. Тепӗр ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫа кӗреймен хӑйӗн ӗмӗтне ача урлӑ ҫитерме талпӑнать. Лысяковсем вара апла мар. Вӗсем ачисем мӗнпе кӑсӑкланнине кура чун киленӗҫӗ тупса панӑ. Аслисем, акӑ, акӑлчан чӗлхине тарӑннӑнрах ӑша хываҫҫӗ, арҫын ачасем робототехникӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ, хӗрачасем ташлама юратаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫемье бассейна ҫӳрет. Кӗҫӗннине шута илмесен аслисем пурте музыка шкулӗнче вӗренеҫҫӗ. Ачасем конкурссене пӗрмай хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ шайри диплома тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Уявсен кӑшӑлӗ. Наши праздники» коллективлӑ сборник тата открытка пуххи пичетленсе тухнӑ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Екатерина Васильева. Тиражӗ – 1500 экземпляр. Чӑваш кӗнеке издаельствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫӗнӗ кӗнеке уявсемпе ҫыхӑнни ятӗнченех паллӑ. Вӑл вун икӗ пайран тӑрать. Сӑвӑ пуххине официаллӑ патшалӑх, наци, халӑхсем хушшинчи тата ытти уявсем кӗнӗ. Вӗсем ҫинчен ачасене кӑна мар, ҫитӗннисене те вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулӗ. Датӑсене календарьти йӗркепе мар, уявсен пӗлтерӗшне кура вырнаҫтарнӑ. Паллашу кӑрлач уйӑхӗнчен – Ҫӗнӗ ҫулран – пуҫланать. Малтан уяв ҫинчен икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – ҫырса панӑ, унтан чӑваш поэчӗсен сӑввисене вырнаҫтарнӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Ремезовов ҫулҫыравӗнчен: «Ружей же не было у кучумлян, только луки и стрелы, копья и сабли, у чувашей было две пушки, казаки заставили их умолкнуть, и те сбросили их с горы в Иртыш. Когда стоял Кучум на Чувашской горе, то, видя большие потери среди своих, молился со слезами сам и все неверные, приказав агунам и абызам своим взывать с мольбою к кумирам, но спали боги их, и оказался (Кучум) беспомощен и опозорен, тесним невидимою силой, и задумал бежать. А сражались три дня без сна неотступно». Ҫӗпӗре илекен Ермак утаман ячӗ, вӑл темиҫе ӗмӗр каялла пурӑннӑ пулин те, ҫӗршыв шайӗнче манӑҫми янӑраса тӑрать. Ӑна хисеплесе Раҫҫей хутлӑхӗнче вунӑ ытла палӑк уҫнӑ, нумай ял-хула, урам Ермак ятлӑ. Утамана чиркӳсенче куллен асӑнса тӑраҫҫӗ, ку та ун ятне манма памасть. Халӑх асне вӑл Илья Муромец пӑхаттир пекех ӗмӗрлӗх кӗрсе юлнӑ. Чаплӑ утаманӑн (ҫарпуҫӗн) пурнӑҫне халиччен те тӗпӗ-йӗрӗпе уҫса парайман-ха. Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем Ермак Атӑл тӑрӑхӗнчен тухнӑ пулӗ теҫҫӗ, унӑн хушма ячӗсем ҫакна ҫирӗплетме май параҫҫӗ – Повольский (Поволжский), То(у)кмак. |
Республикӑра
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Кӑҫал хӗлле юр нумай ҫурӗ те, ейӳ вӑйлӑ сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк пулнине унчченех асӑрхаттаратчӗҫ. Ӗнер ҫанталӑк самай ӑшӑтнӑ, юр вӑйлӑ ирӗлме пуҫланӑ. Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Чӑваш Сӑкӑтӗнчи Чапаев урамӗнче пурӑнакансем ӗнер шар курнӑ. Унта уй-хиртен, вӑрмантан шыв тӑрук анса ял тӑрӑх юхма тытӑннӑ. Аса илтерер: ӗнер Улатӑр администрацийӗ Сӑр юханшывӗнче шыв шайӗ хӑпарни пирки пӗлтернӗччӗ. Пӗр талӑкра шыв 1 метр ытла хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.02.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 771 - 773 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чекушкин Виталий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |