Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян 18 сехет 20 минутра М-7 автоҫулӑн 584-мӗш ҫухрӑмӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта икӗ фура тата ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Скания» тепӗр фурӑпа «Фордпа» ҫапӑннӑ. Унтан «Скания» ҫине ВАЗ-2112 ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. «Скания» рулӗ умӗнче ларнӑ 59 ҫулти арҫын йывӑр сурансене пула вырӑнтах вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Паян ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑкра ҫӗкленекен ҫӗнӗ шкула ҫитсе курнӑ. Ӑна икӗ уйӑхран, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, хута ямалла. Апла авӑнӑн 1-мӗшӗнче ачасем ҫӗнӗ шкулта парта хушшине ларӗҫ. Шкул хальлӗхе 75 процент хатӗр. Ҫӗнӗ пӗлӳ ҫуртӗнче 375 ача валли вырӑн пулӗ. Строительство валли 339,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унтан тепӗр - 93 миллион тенкӗ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, шкул строительстви графикран юлса пымасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремри Константин Ивановӑн палӑкӗ умне чечек хурӗҫ. Аса илтерер: вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ ҫут тӗнчене ҫав кун килнӗ. Поэта сума сӑвакансем ҫуллен ҫавӑнта пухӑнаҫҫӗ. Кун пирки К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Улатӑр тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр арҫын аптраса ӳкнӗ. Унӑн температури 38 градусран ытла хӑпарса кайнӑ, кӑкӑр шӑмми ыратнӑ, ӳслӗк аптӑратнӑ. Ларма, тӑма, выртма кансӗр пулнӑ. Улатӑрти тухтӑрсем арҫын вилесле хӑрушлӑхра пулнине шута илсе Шупашкарти кардиологи центрне илсе ҫитерме шутланӑ. Унта ӑна вертолетпа диспансера илсе кайнӑ. 3 кун иртсен арҫын реанимацинчен тухнӑ. Халӗ вӑл хӑй тӗллӗн утса ҫӳреет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫичӗ ачаллӑ Васильевсем «Это у нас семейное» (чӑв. Ку вӑл пирӗн ҫемье) Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем ҫурма финала хутшӑннӑ. Ирина Юрьевнӑпа Владимир Пименович ҫичӗ ача ӳстереҫҫӗ. Асли, Никон, 20 ҫулта; кӗҫӗнни, Анатолий, 2-ре. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ – каратэ енӗпе кӗрешсе тӗрлӗ шайра ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Сӑмах май каласан, ачасен амӑшӗ пулас упӑшкипе тренировкӑра паллашнӑ. Халӗ Владимир Пименович Шупашкарти 30-мӗш шкулта тренер-преподаватель пулса ӗҫлет. Вӑл хура пиҫиххине пиллӗкмӗш данне тивӗҫнӗ, каратэ енӗпе тӗнче чемпионӗ. Ирина Юрьевна хӑй вӑхӑтӗнче ҫӑмӑл атлетикӑпа, велоспортпа, каярах каратэ енӗпе кӑсӑкланма тивнӗ. 2019 ҫулта Раҫҫей чемпионатӗнче кӗмӗл призёр пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, «Культура.РФ» порталта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Анне» спектакльне онлайн-мелпе кӑтартӗҫ. Аса илтерер: вӑл ӗҫе Валентин Распутинӑн «Последний срок» повеҫӗпе лартнӑ. Спектакле 2023 ҫулхи кӗркунне Алексей Герасимов театр режиссёрӗ тата актёрӗ лартнӑ. Художникӗ – Евгений Аввакумов. Ӗҫе вырӑсларан чӑвашла Ольга Трукай ҫыравҫӑ, драматург тата журналист куҫарнӑ. Икӗ сыпӑклӑ драмӑра чӑн-чӑн сцена ӑстисем выляҫҫӗ: РСФСР халӑх артисчӗсем Нина Григорьева (Анна карчӑк) тата Нина Яковлева (Мирониха). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫак кунсенче Канаш округӗнчи сунар базинче сунар йыттисен куравӗ пулнӑ. Вӑл кӑҫалхипе 65-мӗш хут иртнӗ. Мероприятие Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчи, Елчӗк, Йӗпреҫ, Красноармейски, Вӑрнар, Патӑрьел округӗсенчи, Мӑкшӑ, Тутар республикисенчи, Чулхула тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи 57 йытӑ хутшӑннӑ. Паллах, вӗсен хуҫисем те пулнӑ. Курва ҫулсерен сунар йыттисен пахалӑхне палӑртас, ӑратлӑ производительсене суйлас, ҫитӗнӗвӗсене кӑтартас, опытпа ылмашӑнас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 9111.ru сайтри сӑн Елчӗкре пурӑнакан 69 ҫулти арҫын ир-ирех пӗлӗшӗн машини патне пынӑ та тӗкӗрӗсене, «дворникӗсене» тӑпӑлтарса кӑларнӑ. Ҫапла вӑл хуҫине 13 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ку пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пулнӑ. Мӗншӗн ҫапла хӑтланнӑ-ха вӑл? Сӑлтавӗ те пысӑках пулман – пӗлӗшӗ ӑна пулла илсе кайма хирӗҫленӗ иккен. Суд 69 ҫулти арҫын айӑплӑ пулнине ҫирӗплетнӗ. Унӑн тӑкака саплаштармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх артисчӗ Николай Корчаков ҫуралнӑранпа ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнӗ. Николай Васильевич – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ тата режиссёрӗ. Вӑл 1949 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1967 – 1972 ҫулсенче Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шупашкара таврӑнсан вӑл Чӑваш академи драма театрне вырнаҫать. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн чи паллӑ ӗҫӗ — «Праски инке хӗр парать» спектакльти Мӗтри ролӗ. Пин-пин ҫыннӑн юратнӑ артисчӗ, пултаруллӑ режиссер йывӑр чире пула 2010 ҫулхи апрелӗн 6-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() kinopoisk.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл филармонире ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 18 сехетре уҫӑлӗ. Ун чухне реставрациленӗ «Чапаев» ятлӑ фильм кӑтартӗҫ. Ку кинокартинӑна 1934 ҫулта Георгий тата Сергей Васильевсем ӳкернӗ. Кинофестивальте ача-пӑча программи те пулӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, киносесанссем тӳлевсӗрех пулӗҫ. Йыхрав билечӗсене сеанс умӗн кассӑра илме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |