Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.2 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм финанс организацийӗсен умӗнчи тата налук парӑмне вӑхӑтра татман. Парӑм 1,1 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ.

Суд приставӗсем хӗрарӑма куҫма пурлӑхсӑр юласси пирки асӑрхаттарнӑ. 52 ҫулти хӗрарӑмӑн банкри мӗнпур счетне суд приставӗ арестленӗ, чикӗ леш енне кайма, пурлӑха хӑйӗн ячӗпе регистрацилеме чарнӑ.

Унсӑр пуҫне суд приставӗ дача ҫуртне тата ҫӗр лаптӑкне арестлесси пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм парӑма тӳлесе татнӑ. Унсӑр пуҫне унӑн суд приставӗсене ӗҫшӗн 80 пин тенкӗ ытла тӳлеме тивнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын хӗрӗпе ывӑлне алимент тӳлесшӗн пулман. Парӑм 200 пинрен иртсе кайнӑ. Явапсӑр ашшӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ суда ҫитнӗ.

Вырӑнти суд приставӗсен протоколне унта пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн арҫынна ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ. Икӗ ача ашшӗ урама тирпейлесе тӑрӗ.

Унсӑр пуҫне арҫынна транспорт рулӗ умне ларма чарнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе 50 сехет ӗҫлеттернӗ хыҫҫӑн та парӑма татмасан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултарӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗн гендиректорӗ Алексей Антонов тӗлӗшпе пуҫиле тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе хӑйшӗн усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗ застройщик-организаципе Вӑрмарта нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартма килӗшӳ тунӑ. Хваттерсенчен хӑшӗсем социаллӑ тӗллевлӗ пулнӑ: ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарма тата тӑлӑх ачасем валли.

Чӑваш Енӗн Минстройӗ тӗрӗслев ирттернӗ чухне тӗрлӗ кӑлтӑк тупса палӑртнӑ, апла пулин те Антонов строительство ӗҫне ҫитменлӗхе пӗтермесӗрех тӑсма хушнӑ-мӗн.

Ӳлӗмрен ҫав ҫурта хута ярайман. Пурӑнма май килмен ҫурта сӳтме тивнӗ. Ҫавна пула Антонов 40 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫурт хӑпартнӑ чух укҫа хывнӑ ҫынсем тата тӑлӑхсем хваттерлӗ пулайман.

Гендиректор тӗлӗшпе пакунлисем унччен те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Республикӑри ҫӑлавҫӑсем хӑйсен тахҫанхи ырӑ пуҫарӑвне ҫӗнӗрен пурнӑҫлама тытӑннӑ: агитбригадӑсем концертпа тухнӑ.

Пӗрремӗш концерт Канаш округӗнче иртнӗ. Пушар хуралӗн ветеранӗсем, «Пламя» ансамбле ҫӳрекенсем, юрланӑ, сӑвӑсем каланӑ. Ҫапла вӗсем ял ҫыннисене пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки аса илтернӗ.

Унтан агибригада Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсемпе пӗрле килсерен ҫӳресе республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн уйрӑм режимӗ вӑйра пулни пирки аса илтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_387433
 

Хулара
mk.ru сайтри сӑн
mk.ru сайтри сӑн

Шупашкарта ҫынсене харпӑр ӳсӗм тӑвассипе консультаци паракан хӗрарӑм ултавҫӑсене 16 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. 3,5 миллион тенки - кредит илнӗскер.

Ултавҫӑсем анлӑ сарӑлнӑ схемӑпах улталанӑ: такамсем Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн паролӗсене пӗлнӗ имӗш, вӗсем кредит илме пултараҫҫӗ-мӗн.

Хӗрарӑмпа мессенджерта ҫырӑннӑ, патшалӑх структуринчен пулнине ӗнентерме лешсем электронлӑ документсем те янӑ. Хӗрарӑм укҫана каялла тавӑрса параҫҫӗ тесе ӗненнӗ. Укҫине вӑл банкомат урлӑ куҫарнӑ. Инҫех мар ултавҫӑсем пирки асӑрхаттаракан полицейски кӳлепи тӑнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_387431
 

Культура
Людмила Петрова "Контактра" страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Людмила Петрова "Контактра" страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Тури Ачакри музейра тӗрлӗ регионти хӑнасем пулнӑ.

Сӑмахран, Мускав облаҫӗнчи Балашиха хулинче пурӑнакан Мочеговсен ҫемйи. Тутарстанри Пӑвари Трушинсене те чӑваш ялӗнчи музей килӗшнӗ.

Хамӑр тӑрӑхрисем те Тури Ачакри музейпа кӑсӑкланса паллашаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall181662107_870
 

Культура
Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пирӗн республикӑра кӑҫал та Пукане театрӗсен фествиалӗсем иртӗҫ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ҫулсеренех «Юмахсен каруҫҫелӗ» тата «Пӗрешкел пулма кирлех мар» пӗтӗм тӗнчери фестивальсем ирттерет. Кӑҫал вӗсем Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейне халалланӑ мероприятисемпе пӗр вӑхӑта килӗҫ — ҫурла уйӑхӗн 16-19-мӗшӗсенче пулӗҫ.

Фестивальсене ҫӗршыври 15 регионтан пултарулӑх ушкӑнӗсем килсе ҫитӗҫ: Мускавран, Белгородран, Владимиртан, Волгоградран, Ростовран, Чӗмпӗртен, Ярославльтен, Краснодартан, Пушкӑртстанран, Мари Элтен; Мордва, Тутар, Удмурт Республикисенчен. Унсӑр пуҫне Азербайджанран тата Казахстанран.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/13703
 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пӗр хӗрарӑм ҫынна хӗнесе телефон туртса илнӗ. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулнӑ. Эгер бульварӗнчи ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче пӗрне-пӗри сахал пӗлекен ҫынсем эрех ӗҫсе ларнӑ. Кайран вӗсем хирӗҫсе кайнӑ.

29 ҫулти хӗрарӑма пӗри кӳрентермелле сӑмах калани питех те тарӑхтарса янӑ. Арҫынна вӑл сак ҫинчен сирпӗтсе антарнӑ та унӑн телефонне туртса илнӗ. Пуҫтахаланаканни судпа унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑскер иккен.

Йӗрке хуралҫисем хӗрарӑма тата унӑн пӗлӗшӗсене тытса чарнӑ ҫӗре лешсем телефона ломбарда пама ӗлкӗрнӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Культура
«Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот
«Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫӗршыври ҫӗнӗ курав уҫӑлнӑ. Унта харӑсах виҫӗ сӑрӑ ӑстин — Венера Сандомировӑпа унӑн 7 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ мӑшӑрӗн, Валерий Пономарёвӑн, тата вӗсен Мария хӗрӗн — хайлавӗсемпе паллашма пулать.

«Экспозицие Венера Николаевна 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Хӑйшӗн ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ художник уйрӑм меслетпе ӗҫлет», — пӗлтернӗ Марина Карягина тележурналист.

Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче Венера Сандомирова 30 ҫул ытла ӗҫленӗ, пулас учительсемпе художниксене ӳкерес ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме пулӑшнӑ, деканӑн воспитани парас енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ те пулнӑ.

 

Культура

Комсомольски округӗнче «Тутар Шурут: историпе документлӑ очерк» кӗнеке презентацийӗ иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗ 30 ҫул тултарнине халалланӑ.

Хӑтлава ҫав тӑрӑхра пурӑнакансем, ҫуралса ӳссе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнисем, сумлӑ хӑнасем пуҫтарӑннӑ.

«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кӗнекене 2 ҫул ытла хатӗрленӗ. Ӑна калӑплассипе Хусанти этнографсемпе историксем тӑрӑшнӑ. Темиҫе хут ял ҫыннисемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Калӑпӑшлӑ издание архив докуменчӗсене, сӑн ӳкерчӗксене, тутаршурутсен аса илӗвӗсене кӗртнӗ. Кӗнеке кӑларас ӗҫе Шафигулла Наскаев пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 201, 202, 203, 204, 205, 206, 207, 208, 209, 210, [211], 212, 213, 214, 215, 216, 217, 218, 219, 220, 221, ... 3892
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 14

1880
145
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
106
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
87
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...