Пӑтӑрмахсем
umc-kem.ru сӑнӳкерчӗкӗ Миграци сферинче йӗрке тумалли юлашки вӑхӑтра пӗрмаях калаҫаҫҫӗ. Ҫапла тума мигрантсем тунӑ преступленисен шучӗ ӳсни те хистет. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шалти ӗҫсен министерствин Миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управлени ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти строительство объектӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Унта ют ҫӗршыв ҫыннисем ӗҫленӗ. Вӗсен ятарлӑ документсем пулман. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ҫавӑн пек майпа саккуна тата тепре пӑссан вӗсене тӑван тӑрӑхне ӑсатасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Миграци саккунне пӑсакансем пирки ҫынсене йӗрке хуралҫисене систерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Джанита Абевикрема Лиянаге тата Ирина Меньшикова. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» курав уҫӑлнӑ. Ӑна уҫма Шри-Ланкӑн Раҫҫей Федерацийӗнчи чрезвычайлӑ тата тулли пайталлӑ элчи Джанита Абевикрема Лиянаге профессор, Раҫҫейӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Чулхулари представительствин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Александр Погодейкин, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ Игорь Кожанов, Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова хутшӑннӑ. Курав валли элчӗ посольствӑран 25 экспонат илсе килнӗ. ЧППУра вара Шри-Ланкӑн центрне уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Гран-прие Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче У. Шекспир хайлавӗпе Борис Манджиев режиссёр лартнӑ «Король Лир» спектакль ҫӗнтернӗ. «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» – И. Тургеневӑн пьеси тӑрӑх Дмитрий Миронов режиссёр лартнӑ «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» ӗҫ, «Ачасем алли лартнӑ чи лайӑх спектакль» – А. Болдинов пьеси тӑрӑх Денис Андронов режиссёр лартнӑ «Сказка о добром сердце». «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» спектакльти Наталья Петровна сӑнарне калӑпланӑ Эмилия Назаровӑна палӑртнӑ, «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире «Шурҫамка» спектакльти Шурҫамка сӑнарӗшӗн Сергей Никитина чысланӑ. «Чи лайӑх сценографи» – «Король Лир» спектакль (ӑна Эмиль Капелюш илемлетнӗ). «Музыка енчен чи лайӑх илемлетни» – «Сказка о добром сердце» спектакль (композиторӗ — Андрей Галкин). «Иккӗмӗш планти чи лайӑх роль» номинацире «История одной встречи» спектакльти Денис Латышева палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Дмитрий Мулендеев архивӗнчи сӑн Красноярск хулинче фристайл енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Унта пирӗн ентеш Дмитрий Мулендеев слоуп-стайл дисциплинӑра 90,50 балл пухса ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Лана Прусакова вара хӗрарӑмсен хушшинче 85 балл пухса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ланӑпа Димӑн тата биг-эйр дисциплинӑра тупӑшмалла-ха. Аса илтерер: нумаях пулмасть Дмитрий Мулендеев Лана Прусаковӑна качча тухма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
9111.ru сайтри сӑн Шупашкарти стоматолог патне мессенджерта пульницӑн тӗп тухтӑрӗ ҫырса янӑ. Аватаркӑра унӑн сӑнӳкерчӗкӗ пулнӑран хӗрарӑм чӑннипех те вӑл ҫырнине ӗненнӗ. Хайхи ҫын ун патне часах йӗрке хуралҫисем шӑнкӑравлассине, унӑн счечӗпе усӑ курса такамсем Украинӑна укҫа куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Ҫак операцисене пӑрахӑҫлас тесен кредит историне нульпе танлаштармалла-мӗн. Хӗрарӑм кредитсем илсе виртуаллӑ счет ҫине 1 миллион та 70 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ултавҫӑсем 1 миллион та 700 пин тенкӗлӗх кредит илме сӗнсен тин стоматолог хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Про Город" сайтри сӑн Канаш округӗнчи Энтияль ялӗнче васкавлӑ медпулӑшу пациент патне кайнӑ чухне кӗрсе ларнӑ. Вырӑнти халӑхӑн машинӑна юрлӑ лачака ӑшӗнчен кӑларас тесе трактор шырама тивнӗ. Пациента вара алӑпа йӑтса ҫитернӗ. Паян 13 сехетре васкавлӑ медпулӑшу 92 ҫулти кинемей патне килнӗ. Ачах машина ялта кӗрсе ларнӑ. Ял ҫыннисем вырӑнти администрацирен пулӑшу ыйтас тенӗ, шӑнкӑравланӑ. Анчах телефона никам та тытман. Ҫапла ҫынсем хӑйсемех машинӑна кӑларнӑ, трактор чӗнсе илнӗ. Кинемее пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах ялтан тапранса кайиччен 1 сехете яхӑн иртнӗ. «Администраци телефона сӳнтерсе нимӗн те хуравламарӗ», - теҫҫӗ Энтрияль ҫыннисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
https://vk.com/wall-211725618_1626 сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 29-мӗшнче Чӑваш Енӗн нци вулавӑшӗнче Владимир Левуков ҫыравҫӑпа тӗлпулу иртнӗ май унӑн «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӗнекине хӑтлӗҫ. Владимир Леонтьевич — журналист, прозаик, Раҫҫейри писательсен союзӗн членӗ. Физик пӗлӗвӗллӗскер чӑвашла сӑвӑсем, калавсем, повеҫсем ҫырать. Ҫыравҫӑ Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел ялӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫултанпа вӑл Самар облаҫӗнчи Тольятти хулинче пурӑнать. Вырӑнти «Истоки» вулавӑшра чӑваш чӗлхипе культурин клубне ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян 14 сехетре Шупашкартан Шупашкар округӗнчи Ҫӗньяла ҫӳрекен 15-мӗш автобус водителӗ руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Ку аэропортран инҫех мар пулса иртнӗ. Юрать-ха, салонра 2 пассажир кӑна пулнӑ. Вӗсем те, водитель те аманман. Паян республикӑра юр ҫӑвӑть. Унччен вара асфальт тухнӑччӗ. Ахӑртнех, ҫул-йӗре тасатса тӑракансем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кунашкаллине кӗтмен – авари пулнӑ ҫӗрте ҫул тасах курӑнмасть. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унччен маларах унта ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Паян иртенпе республикӑра юрпа ҫумӑр ҫунӑран, ҫил ҫеккунтра 12-15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗрен хӑш-пӗр округи ялсем электричествӑсӑр юлнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел, Тӑвай тата Канаш округӗсенчи хӑш-пӗр ялта ҫутӑ сӳннӗ. Халӗ унта электриксем ӗҫлеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 8 бригада, 76 ҫын тата 8 техника, ӗҫлет. «Погода 21» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес сехетсенче ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил татах вӑйланӗ, ҫеккунтра 19-20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян кӑнтӑрла М-7 ҫул ҫинче тырӑ турттаракан машина икӗ автомобильпе ҫапӑннӑ. Тырӑ сапаланса пӗтнӗ. Ку пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ хулинче, М-7 ҫулӑн 679-мӗш ҫухрӑмӗнче, пулнӑ. КамАЗ «Тойотӑпа» тата «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ. КамАЗри тырӑ ҫул тӑрӑх сапаланса пӗтнӗ. Телее, аварире никам та аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |