Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ патшалӑх ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ, актёр, режиссёр, Алексей Васильев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне тӗп режиссёр тата илемлӗх ертӳҫи пулса 30 ҫула яхӑн ертсе пынӑ. Пулас актёр тата режиссёр Патӑрьел районӗнчи (халӗ округ) Каншел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 2010 ҫулта Шупашкарта вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян 16 сехет тӗлӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Етӗрнекасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын путса вилнӗ. Вӑл 47 ҫулта пулнӑ. Унӑн виллине ҫыран хӗррине ҫӑлавҫӑсем илсе тухнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 25 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Нагорнов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Николай Енилин художник 85 ҫул тултарнӑ. Николай Аристархович — чӑваш халӑх художникӗ. Вӑл 1970 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ — университет) ӳнерпе графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1975—1980 ҫулсенче Шупашкарти 2-мӗш ӳнер шкулӗнче преподавательте, Шупашкарти 5-мӗш ӳнер шкулӗнче директорта, каярах вара И. Н. Яковлев ячӗпе хисепленекен пединститутра тӑрӑшнӑ, живопись кафедрин доценчӗ пулнӑ. |
Культура
![]() Ксения Кокель художник Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи «ФормART» фестивале хутшӑнать. Унта вӑл «Мой дом – моя крепость». (чӑв. Манӑн кил — манӑн крепость) ӗҫе тӑратнӑ. Ентешӗмӗр ӗҫӗшӗн сасӑлас тесен 8 (800) 301-50-23 тӳлевсӗр номерпе шӑнкӑравламалла та хутшӑнаканӑн номерне, 6 цифрӑна, суйламалла. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 10-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Конкурса хутшӑнакан ӗҫе художник Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар 555 ҫул тултарнӑ май республикӑра ирхи апат фестивалӗ иртет. Ӑна пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Фестиваль хула ҫыннисемпе хӑнисене вырӑнта туса кӑларнӑ пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫпе паллаштарӗ, усӑллӑ апатлану кирлӗлӗхӗ пирки те калаҫӗҫ унта. Фестивале хутшӑнас тесен блюдо тата ӗҫме хатӗрлемелле. Менюра 5 тӗрлӗ блюдо пулмалла: ҫӑнӑхран, ҫӑмартаран, тӑпӑрчӑран. Юлашкинчен чи лайӑх апатлану заведенине тата шеф-повара темиҫе номинацире суйлӗҫ. Вӗсене ҫурлан 17-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре чыслӗҫ. Заявкӑсене ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш округӗнчи Шӑхасан ялӗнче пурӑнакан Николайпа Ксения Николаевсем 50 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен юратӑвӗ шкултах пуҫланнӑ, иккӗшӗ те пӗр ялта, Тури Сурӑмра, ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн Николая Казахстана тракториста вӗренме янӑ. Икӗ тус пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫӳретнӗ. Ҫӗнӗ ҫулта каччӑ хӗре юратнине пӗлтернӗ. Николай Николаевичпа Ксения Степановна 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Упӑшки водительте ӗҫленӗ, арӑмӗ вырӑнти пульницӑра медсестра пулнӑ. Николаевсем халӗ те ахаль лармаҫҫӗ: кил хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ, ялти культура ҫуртне ҫӳреҫҫӗ. Николай Николаевич купӑс калать, Ксения Степановна алӑ ӗҫӗпе аппаланма юратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян 16 сехет тӗлӗнче тӳлевлӗ М-12 ҫул ҫинче, Чӑваш Ен чиккинчен инҫех мар, авари пулнӑ. Пӗр машини - чӑваш номерӗллӗ. Унта ГАЗель тата БМВ ҫапӑннӑ. Иномарка - Чӑваш Енри. Машинӑсем вӑйлах ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире икӗ ҫын вилнӗ. Пӗри - иномаркӑри хӗрарӑм, тепри - ГАЗельти пассажир. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта пурӑнакан Павел парапланпа вӗҫме юратать. Унпа вӑл 10 ҫул ытла кӑсӑкланать. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл чутах вилмен. Иккӗмӗш хут ҫуралнӑ тейӗн. Ҫав кун вӑл Мари Эла Аламнер тӑвӗ ҫине вӗҫнӗ. Тахӑш самантра вӑл параплана итлеттерме пӑрахнӑ, ӳкме пуҫланӑ. Унтан тӑнне ҫухатнӑ. Ҫӗр ҫине ӳкиччен 3 ҫеккунт маларах ҫеҫ тӑна кӗнӗ. Павелӑн шӑммисем хуҫӑлнӑ, 3-мӗш степень травма шокӗ пулнӑ. 3 кун реанимацире выртнӑ хыҫҫӑн ӑна операци тунӑ. Тухтӑрсем ваннӑ шаммисене пайӑн-пайӑн темиҫе сехет пуҫтарнӑ. Шурӑ халатлисем Павел утма-чупма кӑна мар, вӗҫме те пултарасса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче республика шайӗнчи «Автоледи» конкурс иртет. Унта хӗрарӑм водительсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Хутшӑнас кӑмӑллисен водитель прави, ОСАГО полис тата, паллах, машинӑпа ҫӳрес енӗпе опыт пулмалла. Хӗрарӑм водительсем ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Вӗсен пултарулӑх конкурсӗнче те тупӑшма тивӗ. Заявкӑсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ҫак номерпе ыйтса пӗлме пулать: 8 (8352) 37-37-77. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cmh.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Мускав ҫывӑхӗнчи Раменск хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри «Дерби» ӑмӑрту иртнӗ. Унта рысак лашасем тупӑшнӑ. Питӗ лайӑх хыпар! Чӑваш Енри Грегори РМ ятлӑ лаша хуҫипе Вадим Кулыгинпа ҫӗнтернӗ. Вӑл 2400 метра пӗрремӗш чупса тухнӑ. Сӑмах май, Грегори РМ кӑрлач уйӑхӗнче хӗллехи «Дербире» ҫӗнтернӗ. Ҫак лаша Етӗрнери лаша савутӗнче кун ҫути курнӑ. 2021 ҫулта вӑл аукционра чи хаклӑ лот пулнӑ, 3,55 миллион тенкӗпе сутӑннӑ. Каласа хӑварар: юлашки хутчен «Дербире» Карнавал ятлӑ лаша 2005 ҫулта ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |