Пӑтӑрмахсем
vladtime.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче почта уйрӑмне ертсе пынӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Канашри почтамта пӑхӑнса тӑракан почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ хӗрарӑм сутма панӑ таварпа тата ӑна сутса тунӑ укҫапа хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ. Вӑл 200 пине яхӑн тенке хӑйӗн кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май хӗрарӑмӑн килӗнчен полицейскисем 150 пин тенкӗ укҫа илсе тухса кайнӑ, ӑна шар курнӑ ене тӑкака саплаштарма панӑ. Пуҫиле ӗҫе Йӗпреҫ районӗнчи суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
triptonkosti.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи прокуратура ача канализаци шахтине кӗрсе ӳкнӗ текен хыпара тӗрӗслет. Тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микорайонта ача канализаци шахтине ӳкнӗ. Надзор органӗн ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ чухне яваплисем темиҫе канализаци люкне тивӗҫлипе тытса тӑманнине палӑртнӑ та ӗнтӗ. Тӗрӗслев малалла пынӑ май ача шӑтӑка чӑннипех те кӗрсе ӳкнипе ӳкменнине палӑртӗҫ. Пӑтӑрмаха ҫирӗплетсе парсан яваплисене пуҫран шӑлмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
gas-kvas.com сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнчи прокуратура васкавлӑ пулӑшу машини Вӑрманкасси ялӗнчи пӗр кил патне ҫитеймен тесе тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ хыпара тӗрӗслет. Тӗнче тетелӗнче ҫырнине ӗненсен, васкавла пулӑшу тухтӑрӗсем чирлӗ ҫын патне ҫитеймен. Надзор органӗ ҫак хыпара тӗрӗсленӗ май вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ ҫула епле тытса тӑнине хак парӗ. Кӑлтӑк пулсан явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кашни иккӗмӗш преступление тенӗ пек информаципе телекоммуникаци технологийӗпе усӑ курса тӑваҫҫӗ. Кун пирки республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков канашлура пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ эренесерен ирттерекен канашлура финанс енчен улталакансене хирӗҫ тӑрас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче регистрациленӗ 1969 преступленирен 974-шне, е 49,5 процентне, информаципе телекоммуникаци технологийӗпе усӑ курса тунӑ. Пӗлтӗр ҫавӑн пек майпа тунӑ преступленисенчен 30-а яхӑн тӗслӗхре ултавҫӑсем хӑйсемпе банк ӗҫченӗ е прав тытӑмӗнче тимлекен тесе улталанӑ. Тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чухне улталаннисем — 14 процент, телефон е банк карттине ҫухатнӑран шар курнисем — 10 процент, валюта тата криптовалюта биржисенче улталаннисем — 7 процент. Юлашки вӑхӑтра ҫул ҫитмен ачасем те улталанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ Алия Феизова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Тутар Сӑкӑт ялӗнче пурӑнать. Унӑн ашшӗ 1945 ҫулта фронтра пуҫ хунӑ. Амӑшӗ Алиян йӑмӑкӗ 13 ҫулта чухне ҫӗрӗ кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн Алия виҫӗ йӑмӑкӗпе шӑллӗшӗн амӑшӗ вырӑнӗнче пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Улатӑр районӗнче окоп чавнӑ, кайран ӑна Мускав облаҫне торф кӑларма илсе кайнӑ. Алия Керимовна пӗртен-пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Шел те, паянхи кун вӑл пирӗн хушӑра ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 2-12-мӗшӗсенче Мускаври ВДНХра Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин кунӗсем иртӗҫ. «Хыпар» издательство ҫурчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗсемпе паллаштарӗ. Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗнчи экспонатсем те пулӗҫ. Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ хитре калаҫма вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗ. Аудиоткрыткӑна ятарлӑ QR-код урлӑ уҫласа илме май килӗ. «Можно я с тобой» ятпа видеоролик е клип ӳкерме те май туса парӗҫ. Ролик ӳкерӗнес текенсем наци тумне тӑхӑнайӗҫ. Вӑрнар районӗнчи «Ҫėнтерӳ ҫулӗ», Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен», Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» хаҫатсем те курава хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
carposting.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Патшалӑх истори архивӗнче «Архиври каҫ» акци иртӗ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӑл «Пӗлме, упрама, астума» девизпа килӗшӳллӗн иртӗ. Акцие Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Экологи ҫулталӑкне тата Андриян Григорьевич Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. «Архиври каҫ» 16 сехетре пуҫланать те 20 сехетре вӗҫленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Ака уйӑхӗ кану кунӗсемпе вӗҫленӗ. Акан 28-мӗшӗнче канмалли кунсем пуҫланӗҫ. 28-мӗшӗнче кӗске ӗҫ кунӗ пулмӗ, мӗншӗн тесен вӑл уяв умӗнхи мар. Анчах унччен шӑматкун, акан 27-мӗшӗнче, ӗҫлеме тивӗ. Акан 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, юнкунччен, канӑпӑр. Ҫу уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче ӗҫлемелле. Унтан каллех - кану кунӗсем. Ҫу уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче ӗҫлемелле те тепӗр 4 кун ӗҫе тухмалла мар: ҫу уйӑхӗн 9-12-мӗшӗсенче канӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» форумра Спорт министерствин экспозицийӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Куравра чӑваш спортмсенӗсем ҫӗршыври тата тӗнчери пысӑк ӑмӑртусенче ҫӗнсе илнӗ медальсемпе, кубоксемпе паллашма май пулӗ. Унтах вӗсен старта тухнӑ экипировки те пулӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем «Чӑваш Енри спорт легендисем» республика музейӗнче упранаҫҫӗ. Министерство интерактивлӑ проектсем те хатӗрленӗ: спорт темипе викторинӑсем те пулӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнепе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Урамсене ят паракан хула комиссийӗнче каллех Хветӗр Уяр пирки калаҫнӑ. Сӑмах май, 4 ҫул каялла комисси Шупашкарти пӗр урама унӑн ятне пама сӗннӗ. Сасӑлав та ирттернӗ. Анчах ЧР Писательсен союзӗ килӗшмен. Ҫапла ята резерва янӑ. Пушӑн 14-мӗшӗнче иртнӗ ларура каллех ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ун чухне «Серебряные ключи» микрорайонти урама унӑн ятне пама сӗннӗ. 8 ҫынран 4-шӗ ырланӑ. 3-шӗ хирӗҫ пулнӑ, пӗр ҫын иккӗленнӗ. Ята каллех резерва янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |