Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Шупашкарта «Йытӑсен парачӗ» иртнӗ. Хуҫисем вӗсенк регистрациленӗ те «Каскад» суту-илӳ центрӗ патне пынӑ, унтан кӳлмекри юрӑ уйӗ патне утнӑ. Унта вара концерт пулнӑ. Пнтӗмпе 600 ытла йытӑ параа хутлӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ хуларан, тӗрлӗ ӑратлӑ пулнӑ. Йытӑсене уяв тумӗ тӑхӑнтартнӑ. Кунашкал парад кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫӗсем вӑл ҫулсеренех пуласса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Чӑваш халӑх ҫыравҫин Хветӗр Уярӑн ҫырнисен пуххин 4-мӗш томӗ 1 пин тиражпа пичетленсе тухнӑ. Ӑна В.Н. Алексеев пухса хатӗрленӗ, редакторӗ Н.В. Вечеркина, художникӗ С.А. Бритвина. – Ҫырнисен пуххин 1-2 томӗсене «Шурча таврашӗнче» историллӗ романа кӗртнӗччӗ (2021 – 2022), – каласа парать пирӗн корреспондента В.Н. Алексеев пухса хатӗрлекен. – 3-мӗш томра – повеҫсемпе калавсем (2023). Юлашки тӑваттӑмӗш том ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 110 ҫул тӗлне пичетленсе тухрӗ, унта очерксем, асаилусемпе статьясем. Калас пулать, чӑваш литературине Хв. Уяр хӑйӗн чаплӑ историлле романӗпе, чуна тыткӑнлакан повӗҫсемпе калавӗсемпе кӑна мар, ҫивӗч публицистикипе те кӗрсе юлнӑ. Вӑл Ҫӗпӗр тайгине, Инҫет Хӗвелтухӑҫне, тундрӑна ҫитсе килнӗ, БАМ ҫулӗсемпе вуншар ҫухрӑм кутамкка ҫакса утнӑ, ҫав вырӑнта ӗҫлесе пурӑнакан чӑвашсене шыраса тупса вӗсемпе калаҫнӑ. Ҫыравҫӑн сукмакӗсем Индипе Шри-Ланка еннелле те тӑсӑлнӑ, вулакансене вӑл ҫавӑн пекех Болгари тата Венгри ҫӗршывӗсемпе паллаштарнӑ. Асаилӳсемпе статьясенче чӑваш тата вырӑс ҫыравҫисен пултарулӑх уйрӑмлӑхӗсене уҫса кӑтартнӑ. «Ҫынсем пек ҫырма вӗренеймерӗм», «Ӑҫта ҫитсе тухрӑмӑр эпир? |
Чӑваш чӗлхи
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти пӗрремӗш гимназире калаҫу клубӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлени пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ. Асӑннӑ клуба чӑвашла пуплеме йӗркеленӗ. «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» калаҫу клубӗ 8 уйӑх ӗнтӗ ӗҫлет. Вӑл пӗрлешӳ 4 енӗпе аталанса пырать. Ӑна пуҫарса яма 7-мӗш класра вӗренекен Александра Попован сӗннӗ. Вӑл хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки пӗлтӗр «Белые камни» центрта республика Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан пӗлтернӗ. Республика етӳҫи ача шухӑшне ырласа йышӑннӑ. Хӗрачана Олег Николаев «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» кӗнекене парнеленӗ. Малашне те хастар пулма суннӑ. «Хӗрача хальлӗхе чӑвашла лайӑх калаҫаймасть, ҫапах та Сашӑн вӗренес кӑмӑлӗ питӗ пысӑк», — пӗлтернӗ «Чӑваш Ен» ПТРК. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем йытӑ тапӑннӑ ачана ҫӑлнӑ. Хулара пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн упӑшки пулнӑ арҫын килне йытӑ тӑрантарма икӗ ачипе пынӑ. Чӗрчуна хӑй ҫук чухне пӑхса тӑма кил хуҫи хӑй ыйтнӑ. Анчах йытӑ хӑнасене тапӑннӑ. Питбуль ӑратлӑ йытӑ сакӑр ҫулхи хӗрачана ҫыртнӑ. Апла пулин те хӗрачапа амӑшӗ хваттертен тухса тарма ӗлкӗрнӗ, анчах арҫын ача шалта тӑрса юлнӑ. Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем тата кинолог пырса ҫитнӗ. Арҫын ача икӗ хутлӑ кровать ҫине хӑпарса тарма ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа ӑна йытӑ ҫыртса ӗлкӗреймен. Анчах пӗчӗкскер хытах хӑраса пӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР халӑх артистне Николай Григорьева 85 ҫулхи юбилейпа саламланӑ. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов Николай Даниловича пӗрлешӗвӗн чи пысӑк наградипе — «Чӑваш Енӗн театр ӳнерне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» медальпе чысланӑ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, унсӑр пуҫне юбиляра унӑн вӗренекенӗсем те саламларӗҫ, вӗсем хушшинче театрти ҫамрӑк артистсем те, культура тата ӳнерсен институчӗн студенчӗсем саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Елчӗксем хӑйсен сумлӑ ентешне Олег Мустаева асра тытса «Янра, хут купӑс!» фестиваль ирттернӗ. Олег Мустаев тележурналист, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи пулнӑ. Унӑн ятне асра тытас тесе ентешӗсем регионсем хушшинчи фестиваль йӗркелеме йышӑннӑ. Унта Чӗмпӗр хулисӗр пуҫне Пенза, Челябинск, Хусан, Мускав, Питӗр хулисенчен, Тутарстанпа хамӑр республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхран 50-а яхӑн купӑсҫӑ пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Транспорт полицийӗ тунӑ сӑн Чӑваш Енри 32 ҫулти арҫынна Толмачево аэропортӗнче тытса чарнӑ. Вӑл Забайкалье крайӗнчен вахтӑран таврӑннӑ. Хайхи арҫын Читаран Новосибирска вӗҫекен самолетра туалетра пирус туртма шутланӑ. Бортпроводниксем шӑршӑ сиснӗ те Толмачево аэропортне ҫитсен кун пирки транспорт полицине пӗлтернӗ. Самолетпа вӗҫнӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Вӑл куншӑн 500-1500 тенкӗ штраф тӳлеме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи Самуккассинче чӑваш поэтне тата журналистне, Георгий Порфирьева (Ирхие), асра тытса асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна паллӑ ҫын пурӑннӑ ҫуртӑн тимӗр карти ҫине ҫакса хунӑ. Поэта лайӑх пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, вӑл пиллӗкре чухне ялти библиотекӑна ҫырӑннӑ та ҫиччӗ тултарнӑ тӗле ҫӳлӗк ҫинче вуламан кӗнеке те хӑварман имӗш. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗкрен литературӑна чуншӑн ҫывӑх йышӑннӑ ача ҫитӗнсен хӑйне тӗрлӗ профессире шыранӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илсен Пукане театрӗн сцени ҫинче вылянӑ, Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче 30 ҫул ытла редакторта тӑрӑшнӑ. Георгий Ирхи вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ. Авторӑн кӗнекисен шутӗнче: «Шыври хӗвел», «Тасалу», «Вӑтанчӑк аслати». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан Михаил Николаев пӗчченех кун кунласа каҫ ирттерет. 73 ҫулти мучин пӗр куҫӗ курмасть. Пӗччен пурӑнсан та ватӑ ҫын хӑйне мӗнпе те пулин хавхалантарма тӑрӑшать. Ватӑ ҫын кроссвордсемпе сканвордсем шӗкӗлчеме юратать. Ун патне килсе тӑракан курман-илтмен мӑнукӗн ҫырӑвӗсем вара ватӑ ҫыншӑн чун уҫҫи. «Ҫыру ҫӳретекен мӑнук» волонтёр программине «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑлӑх фончӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ фонд ӗҫченӗ Екатерина Чуйкина пӗччен пурӑнакан мучипе ҫыру ҫӳретет. Асӑннӑ фонд ун пек программӑна ҫӗршывӗпех пурнӑҫа кӗртет. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи мучие Екатерина нумаях пулмасть тӗрлӗ журнал ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() К. Иванов ячӗллӗ вулавӑш страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевӑн ҫуралнӑ кунне республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерсе паллӑ турӗҫ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче И.Я. Яковлев бюсчӗ умӗнче те савӑнӑҫлӑ мероприятие пуҫтарӑннӑ. Унта хулари 37-мӗш шкулта вӗренекенсем тата К. Иванов ячӗллӗ вулавӑш «По заветам Патриарха» (чӑв. Патриарх халалӗпе) краеведени флешмобӗ ирттернӗ. Пуҫтарӑннисем умӗнче сӑмах каланӑ вулавӑш заведующийӗ Анна Федорова йӑх-несӗлӗмӗрӗн чӗлхине юратма тата хисеплеме чӗнсе каланӑ. Флешмоба хутшӑннӑ чӑваш халӑх поэчӗ, драматругӗ, тӑлмачи Раиса Сарпи халӑхӑмӑрпа мӑнаҫланса сӑвӑсем вуланӑ. Лариса Петрова сӑвӑҫ тата журналист та сӑвӑсем вуланӑ. Мероприятие хутшӑннӑ пӗчӗк ачасем чӑвашла сӑвӑсем вуланӑ, ташланӑ. Унтан пурте пӗрле пулса бюст умне чечек хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 768 - 770 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чекушкин Виталий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |