Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗн
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Ҫветтуй Троица арҫынсен мӑнастирӗнче Африкӑри семинаристсем практикӑра пулнӑ.

Вӗсем Чӑваш Енри тӗрлӗ храмра пулса курнӑ. Ҫавӑн пекех мӑнастирти ӗҫ-хӗле хутшӑннӑ: территорире ӗҫленӗ, чечексемпе газонсене шӑварнӑ.

Ют ҫӗршывран килнӗ хӑнасене Атӑл тӑрӑх уҫӑлма та илсе кайнӑ. Паруслӑ карап ҫинче вӗсем хӗвел аннине сӑнанӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_78047
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗмӗрле паркӗнчи юман «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ.

Халӗ сасӑлавӑн юлашки эрни пырать: Чӑваш Енри юмана ҫӗнтермешкӗн пулӑшӑр. Хальхи вӑхӑтра вӑл иккӗмӗш вырӑнта пырать, Ростов облаҫӗнчи хӑва унран иртсе кайнӑ.

Пирӗн юман сасӑлавра 33-мӗш номерпе вырнаҫнӑ: rosdrevo.ru сайта кӗрсе электронлӑ почта урлӑ авторизациленмелле те юманшӑн сасӑламалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22869
 

Персона
Лариса Петрова архивӗнчи сӑн
Лариса Петрова архивӗнчи сӑн

Ҫамрӑк сӑвӑҫ Лариса Петрова «Туслӑх кӗперӗсем» поэзи тата поэзи куҫарӑвӗсен Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен конкурсӗн финалне лекнӗ.

Унта Раҫҫейри, Беларуҫри, Казахстанри, Израильти, Кӑркӑсстанри, Арменири, Польшӑри, Канадӑри поэтсем хутшӑннӑ. Палӑртмалла: Лариса Петрова ку конкурса пӗрремӗш хут хутшӑнмасть. Пӗлтӗр вӑо жюрин ятарлӑ парнине — «Тӑван чӗлхене аталантарнӑшӑн» диплома — тивӗҫнӗ.

Каласа хӑварар: Лариса Петрова Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14362
 

Республикӑра
56.kprf.ru сайтри сӑн
56.kprf.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри нумай ачаллӑ хӗрарӑма ача ҫуратни пирки суя справка туса Амӑшӗн капиталне илнӗшӗн явап тыттарӗҫ.

Ҫакӑ паллӑ: 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче 35-ри хӗрарӑм Пермь хулинче ача ҫуратнӑ тесе суя справка тутарнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство туса 450 пин ытла тенкӗ амӑшӗн капиталне илнӗ.

Документсем тӑрӑх, хӗрарӑмӑн 4 ача пулмалла пулнӑ. Анчах чӑннипе унӑн виҫӗ ача анчах: 2000, 2001 тата 2004 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Вӗсемшӗн вӑл Амӑшӗн капиталне илеймен, мӗншӗн тесен ӑна 2007 ҫул хыҫҫӑн кӑна пама тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheb_police/4610
 

Тӗнчере
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакансем Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ чӗрчуна асӑрханӑ.

Вӑрман урамӗнче ҫуртсен умӗнчи йывӑҫ ҫинче ҫӳлевӗҫ ларнӑ. Ҫынсем ӑна курсан видео, сӑн ӳкернӗ. Кайран, вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӳлевӗҫ йывӑҫ ҫинчен анса тарнӑ.

Сӑмах май, республикӑра хальхи вӑхӑтра 22 ҫӳлевӗҫ шутланать.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Муркаш округӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 2 ҫын вилнӗ.

Ку хӑрушӑ авари ӗнер 10:50 сехетре пулнӑ. ВАЗ-2104 ҫул хӗрринчен тухса ҫаврӑнма тӑнӑ та КамАЗпа ҫапӑннӑ.

Ҫӑмӑл машина, водителӗ, 1950 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, тата унӑн 1954 ҫулта ҫуралнӑ йӑмӑкӗ вырӑнтах вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14357
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ӗнер кӑнтӑрла Куславккари ҫӑлав станцийӗн ҫӑлавҫисем Куславкка хулин пляжӗ ҫывӑхӗнче Атӑлта кимӗ ҫаврӑнса ӳкнине асӑрханӑ. Унта вара пулӑҫ пулнӑ.

Кимӗ ҫыранран 100 метр шаларах ҫаврӑнса ӳкнӗ. Смена пуҫлӑхӗ Леонид Алексеев тата Андрей Абрамычев ун патне катерпа ишсе пынӑ. Вӗсем шыва чӑмнӑ пулӑҫа катер ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кимме те ҫыран хӗррине илсе килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Улатӑр округӗнче 37 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ. Ку инкек паян ҫӗрле Киря поселокӗнче Пушкин урмӗнче пулнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем 126 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ пушара сӳнтерсен 37 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.

Палӑртса хӑварар: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 803 пушар пулнӑ. Вӗсенче 31 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 42 ҫын вара аманнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9173
 

Ҫутҫанталӑк
privet-rostov.ru сайтри сӑн
privet-rostov.ru сайтри сӑн

Ку эрнере мӗнле ҫантлӑк пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне пуҫламӑшӗ хӗвеллӗ пулӗ. Эрне варринче вара пӗлӗтленӗ, анчах ҫавӑн пекех ӑшӑ пулӗ, сивӗтмӗ.

Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пирӗн пата тропика сывлӑшӗ ҫитӗ, термометр 27-32 градус таран кӑтартӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫленичченех тӑрӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Ирина Беккершӑн косметологи чун килӗнӗҫӗ кӑна пулнӑ, халӗ вара — юратнӑ ӗҫҫ. Соцконтракт пулӑшнипе вӑл косметологи пӳлӗмӗ уҫма пултарнӑ.

Ҫамрӑк хӗрарӑм патшалӑх пулӑшӑвне «Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче тивӗҫнӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл малалла аталанмаллине ӑнланнӑ та патшалӑхран пулӑшу илсе хӑйӗн ӗҫне аталантарма шутланӑ. Халӗ косметологи пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑнать, вӗсене илемлӗрех курӑнма пулӑшать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14322
 

Страницӑсем: 1 ... 194, 195, 196, 197, 198, 199, 200, 201, 202, 203, [204], 205, 206, 207, 208, 209, 210, 211, 212, 213, 214, ... 4153
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ака, 30

1909
117
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
112
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...