Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Муркаш округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл 2020 ҫулхи пуш-нарӑс уйӑхӗсенче администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ – тӗплӗ строительство пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне тивӗҫлипе тӗрӗслемесӗр тата экспертиза тумасӑр Мӑн Сӗнтӗрте хваттере муниципалитет харпӑрлӑхне илнӗ. Хваттер вара санитари тата техника нормисемпе килӗшсе тӑман. Кайран ӑна тӑлӑхсен черетӗнче тӑракан хӗрарӑма панӑ.

Следстви малалла пырать.

 

Пӑтӑрмахсем
warball.ru сӑнӳкерчӗкӗ
warball.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Оздоровление Волги» наци проекчӗ пирки хӑй вӑхӑтӗнче хавхалантарса пӗлтернине журналистсем астӑваҫҫех.

Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн тунӑ 132 объекта Росприроднадзор тӗрӗсленӗ те экологи енчен 1471 хутчен пӑснине тупса палӑртнӑ, ҫав шутра шывпа ҫыхӑнни – 418. Вӑтамран кашни объектпа – вуншар ҫитменлӗх.

Ҫитменлӗхсем енӗпе уйрӑмах палӑрнӑ топ-3 регион шутӗнче:

Ярославль облаҫӗнче – 173; Самар облаҫӗнче – 54; Чӑваш Енре – 50.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/SergeyKolyasnikov/68780
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Раҫҫейри велоҫулҫӳревҫӗ Алексей Ильмухин Питӗртен Владивостока ҫитме палӑртнӑ. Унӑн 11 пин ҫухрӑма парӑнтармалла. Хӑйӗн ҫулҫӳревне вӑл Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Ҫула май Алексей Чӑваш Ене кӗрсе тухнӑ. Ахальтен мар. Унӑн ашшӗ тата аслашшӗ – Улатӑр тӑрӑхӗнчи йӑхран.

Алексей Шупашкарта «Ӗҫ мухтавӗн хули» стела патӗнче чарӑнса сӑн ӳкерӗннӗ. Хостелта ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн вӑл каллех ҫула тухнӑ: Урал, Ҫӗпӗр урлӑ — Инҫет Хӗвелтухӑҫне.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21358
 

Политика

ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ЧР ӗҫлев министрӗн пӗрремӗш ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. Ку должноҫре Лариса Арсентьева 8 ҫул ӗҫленӗ.

Ку должноҫре вӑл 2017 ҫултанпа вӑй хунӑ. Унччен маларах ҫулталӑк ытла вӑл ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Тата кӑшт маларах вара Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫленӗ.

 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Муркаш округӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм упӑшки пулнӑ арҫыннӑн тумтирӗ ӑшне итлемелли хатӗр лартнӑ. Куншӑн унӑн явап тытма тивӗ.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулхи авӑнран пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен вӑл калаҫӑва итлемелли ятарлӑ хатӗр туяннӑ та ӑна малтан упӑшкин кӗсйине хунӑ. Кайран ӑна ҫухи ӑшне ҫӗлесе хунӑ.

55-ри арҫын диктофона ӑнсӑртран курткӑна тӑхӑннӑ чухне асӑрханӑ. Вӑл кун пирки тӳрех йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ.

 

Раҫҫейре
Яндекс Карты  сӑнӳкерчӗкӗ
Яндекс Карты сӑнӳкерчӗкӗ

2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа таксире хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑсене ҫеҫ ӗҫлеттересшӗн. Кун пек саккун проектне Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ.

Кун пек саккуна йышӑнассине тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Пӗрисем шухӑшланӑ тӑрӑх, АвтоВАЗа пулӑшмалла, теприсем вара ӑна пулӑшса ҫитереймӗн тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/SergeyKolyasnikov/68751
 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Атӑлтан, Сӗнтӗрвӑрри округӗнче, 41 ҫулти пулӑҫ виллине туртса кӑларнӑ. Ҫак арҫын ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех ҫухалнӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл Кокшайск ҫывӑхӗнче кимӗпе пулӑ тытма кайнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министеоствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/8694
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри спортсменка Вера Крылова Чулхулара ишессипе иртнӗ «Ока-Атӑл» ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Турнира Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Пирӗн ентеш 2,7 ҫухрӑма пуринчен малтан ишсе тухса пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Палӑртса хӑварар: Вера Крылова «Аквайспорт Чӑваш Ен» федерацире ӑсталӑхне туптать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21347
 

Политика

Чӑваш Енӗн Правительствинче иртнӗ эрнере кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, икӗ министерствӑн ертӳҫисен тивӗҫӗсене пурнӑҫлакансене ҫирӗплетнӗ.

Сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Олеся Игнатьевӑна шаннӑ.

Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Лариса Рафиковӑна ҫирӗплетнӗ.

 

Культура

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл «Куйкӑрӑш» ятлӑ.

Спектакле чӑваш сцени ҫине ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑларӗҫ.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «пӗр ялта хура кайӑк ҫӑмартинчен ҫын евӗрлӗ Куйкӑрӑш ҫуралать. Вӑл хӑйӗн хуҫин, Петӗрккен, кирек мӗнле ӗмӗтне те пурнӑҫлама пултарать иккен. Старик кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ «телейпе» киленнӗ вӑхӑтра Ӗнчӗ ятлӑ кӳршӗ хӗрачи тӗлӗнтермӗш чӗрчуна юратса пӑрахать.

Анчах та кашни «парнен» хӑйӗн хакӗ пур. Петӗрккепе Ӗнчӗ Куйкӑрӑшӑн аркатуллӑ вӑйне чарма пултарӗҫ-ши?»

 

Страницӑсем: 1 ... 203, 204, 205, 206, 207, 208, 209, 210, 211, 212, [213], 214, 215, 216, 217, 218, 219, 220, 221, 222, 223, ... 4106
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Пуш, 01

1901
125
Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ.
1990
36
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...