Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта Виталий Сергеев профессора асра тытса асӑну хӑми вырнаҫтарӗҫ. Вӑл хулари Университет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпуҫӗ ҫинче сумлӑ вырӑн тупӗ.
Виталий Сергеев — чӗлхе тӗпчевҫи, филологи наукисен докторӗ, профессор, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Н.И. Ашмарин ячӗллӗ преми лауреачӗ, Раҫҫейӗн аслӑ пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.
Виталий Иванович 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мартынкассинче ҫуралнӑ, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Agabazar // 1406.72.2805
2026.02.04 15:18 | |
пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ тенине штампран кăшт хăталас тесе шутлса кăларнă. Анчах та çав «çĕнĕлĕхе» çине-çине усă курни хăй те штамп пулса кайнă. Кашкăртан тарса — упа патне. | |
