Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, 95 ҫул тултарнӑ.

Вӑл — Раҫҫейри хӑйне евӗр академи учрежденийӗсенчен пӗри. Унта литературӑна, чӗлхе пӗлӗвне, ӳнере тата чӑваш халӑхӗн историйӗпе этнологине тӗпчеҫҫӗ. Археологи енӗпе те нумай ӗҫлет.

Институт пуян наука архивӗпе тата библиотекӑпа мӑнаҫланама пултарать. Фондра 152 пин ытла единица пуянлӑх.

 

Спорт

Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Андрей Молодейкин 109 ҫухрӑм чупса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Вӑл дистанцие 10 сехет те 27 минут та 48 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.

Палӑртмалла: РТ-100 Лютая чупу – экстремаллӑ ультрамарафон. Вӑл Гаврилов Посадра иртнӗ. Маршрут ҫулсемпе, сукмаксемпе, тӗрлӗ рельефлӑ вырӑнпа иртнӗ.

Каласа хӑварар: Андрей Молодейкинӑн ашшӗ – Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчен.

 

Пӑтӑрмахсем
mk.ru сайтри сӑн
mk.ru сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тӑвай округӗнчи Кармал ялӗнче 63 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл ялти тепӗр арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ та пуртӑ ярса тытнӑ.

Ӑна икӗ хутчен ҫапнӑ: пуҫӗнчен тата мӑйӗнчен. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.

63 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ, тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/3551
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Денис Лобастов ача чухнех вӗлле хурчӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Халӗ вара ку унӑн ӗҫӗ те, чун киленӗҫӗ те пулса тӑнӑ.

Паянхи кун Денис 250 вӗлле тытать. Унӑн 6 утарӗ Сӑр юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл Хӗрлӗ Чутайра, Етӗрнере, Шупашкарта лавккасем тытать.

Денис ҫӗнӗ тухнологисемпе усӑ курать. Вӑл вӗлле хурчӗсене ҫӑка пылӗ тума та «вӗрентет», дрессировка тӑвать. Лайӑх сӗнӳ парать вӑл: сахӑра пылпа улӑштармалла, шывра пыл ирӗлтерсе ӗҫмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_78431
 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Етӗрне округӗнчи Талуй ялӗнче «Ялти чи лайӑх пулӑҫ» конкурс иртнӗ. Ӑна пӗрремӗш хут йӗркеленӗ.

Чи нумай пулӑ тытакансем Демид Васильев тата Даниил Голицын пулнӑ. Вӗсен вӑлтине 13 пулӑ ҫакланнӑ.

Иккӗмӗш вырӑнта – Татьяна Григорьева. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Даниил Яковлев. Ҫӗнтерӳҫӗсене спонсорсенчен парнесем лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15050
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри ҫӑмӑл атлетка Дина Александрова «Каҫхи Хусан» чупура ҫӗнтернӗ.

Вӑл 10 ҫухрӑм чупса ытти хӗрарӑмран чи малтан фириша ҫитнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ – 33 минут та 5 ҫеккунт.

Ҫав кун Динӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Ылтӑн медаль ҫӗнсе илни уншӑн – чӑн-чӑн парне. Вӑл тортран та, салам сӑмахӗсенчен те хаклӑрах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23188
 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри ӑста повар Александр Гониашвили «Профессире — чи лайӑххи» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра палӑрнӑ.

Вӑл Вологда хулинче иртнӗ, тупӑшӑва тӗрлӗ регионти 15 повар хутшӑннӑ.

Вологда облаҫӗнчи Константин Балдышев ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Ӑна 1 миллион тенкӗпе хавхалантарнӑ. Свердловск облаҫӗнчи Михаил Осовалюк 500 пин тенке тивӗҫнӗ. Александр Гониашвили вара виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ӑна 300 пин тенкӗ парса чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14507
 

Республикӑра
Владимир Викторовӑн ТГ-каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Владимир Викторовӑн ТГ-каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗнче республикӑри тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Унта муниципалитет служащийӗсемпе муниципалитет пуҫлӑхӗсен кунӗ иртнӗ.

Республикӑри мероприяти хӑйсем патӗнче иртнишӗн Шупашкар тӑрӑхӗ хӑнасене хӑпартланса та савӑнса кӗтсе илнӗ.

Тӳре-шара тӗрлӗ енӗпе ӑмӑртнӑ. Утӑ ҫулакансен конкурсӗнче вара Шупашкар тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов ҫӗнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/viktorovvladimir/6958
 

Республикӑра
fi.pinterest.com сайтри сӑн
fi.pinterest.com сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм Атӑл леш енне хура ҫырла пуҫтарма кайсан кашкӑра курнӑ.

Мария Капитонова ҫырла татнӑ чухне шӑв-шав илтнӗ – пӑши чупса иртсе кайнӑ. Хӗрарӑм пуҫне пӑрнӑ та 2 метр аякра кашкӑр тӑнине курнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине темиҫе минут пӑхса тӑнӑ. Унтан тискер чӗрчун ҫаврӑнса кайнӑ.

Хӗрарӑм шикленнӗ паллах. Анчах кашкӑр кайсан 150 метр аяккарах кайнӑ та малалла ҫырла пуҫтарнӑ.

Тепӗр эрнерен вӑл ӳпки шыҫнипе пульницӑна лекнӗ. Ахӑртнех, стреса пула чирленӗ. Анчах вӑрмана кайма пӑрахман вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 16-20-мӗшӗсенче ҫемье командисен хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри ГТО фестивалӗ иртӗ.Чӑваш Ен чысне Йӗпреҫ округӗнчи Ефимовсем хӳтӗлӗҫ

Фестиваль Шупашкарта «Атӑл» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра иртӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 13 сехетре уҫӗҫ.

Ӑмӑртӑва ҫӗршыври тӗрлӗ регионти ҫемьесем хутшӑнӗҫ. Ӳсӗмӗ - 8-69 ҫулсенчисем. Вӗсем ГТО дисциплинисенче тупӑшӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15046
 

Страницӑсем: 1 ... 182, 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, 191, [192], 193, 194, 195, 196, 197, 198, 199, 200, 201, 202, ... 4153
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ака, 30

1909
117
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
112
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...