Персона
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Вӑрнар округӗнчи Кайри Тукай ялӗнче пурӑнакан Евдокия Афанасьева 105 ҫул тултарнӑ. Вӑл пурнӑҫӗнче хура-шурне нумай курнӑ. 9 ҫулта чухне вӑл тӑлӑха юлнӑ. Анчах йывӑрлӑхсем хуҫман ӑна. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Евдокия Афанасьевна Тӑвай районӗнче окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ, лашапа вутӑ турттарнӑ. 105 ҫулти Евдокия Афанасьевӑна ял-йыш хисеплет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ulpravda.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, шӑматкун, Ҫӗрпӳ хулинчи пӗвере (вӑл Парк бульварӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ) ҫынсем арҫын виллине тупнӑ. Мӗнле путса вилнӗ вӑл? Халӗ йӗрке хуралҫисем ку ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Красноармейски округӗнчи Ҫӗньял Чуракассинче 59 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унччен вӑл ҫухалнӑ, 3 кунран унӑн виллине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн промышленноҫӗнчи ертсе пыракан предприятийӗсенчен пӗри — Етӗрнери аш-какай комбиначӗ 30 ҫулхине уявланӑ. Коллектива республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Ольга Петрова (сӑнӳкерчӗкре) саламланӑ. Вӑл Леонид Черкесов спикерӑн саламне ҫитернӗ. «Кашни ӗҫченӗн, рабочирен пуҫласа ертӳҫӗ таран, профессионализмӗ ӑнӑҫу тума май парать», — палӑртса хӑварнӑ саламра. Коллектива ытти шайри тӳре-шара та саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере кӑнтӑрласерен 30 градус ытла шӑрӑх пулӗ. Ҫӗрлесерен те термометр 20 градус кӑтартӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ. Утӑн уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче 1959 ҫултанпа тӑракан рекорд ҫӗнелме пултарӗ: 32,5 градус кӑтартӗ. Кӗҫнерникунран пуҫалса шӑматкунччен ҫумӑр ҫукалама пултарать. Вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах ку та шӑрӑхран ҫӑлаймӗ – пӑчӑлантарӗ кӑна. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи шӑрӑх уйӑх варриччен, тен, ытларах та, тӑма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Республикӑра тепӗр ҫамрӑк ППЭре 100 балл пухнӑ. Вӑл – Шупашкарти 37-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ Полина Степанова. Полина историпе экзамен тытса 100 балл илнӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 63 ҫамрӑк ППЭре100 балл пухнӑ. Литературӑпа, географипе, химипе – 8, профильлӗ математикӑпа – 16, вырӑс чӗлхипе – 27, физикӑпа тата математикӑпа 8 ҫамрӑк чи нумай балл илнӗ. Палӑртса хӑвармалла: 5 яш-хӗр икӗ ППЭре 200 балл пухнӑ. Вӗсен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Екатерина Селезнева, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Илья Капралов, Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Юлиана Паймуллина, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Виктория Жирнова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тӑватӑ ҫемьене орден пама йышӑннӑ. Олег Николаев Элтепер «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Николай Федоровичпа Анастасия Ивановна Отмаховсене, Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Николай Александровичпа Антонина Николаевна Сергеевсене, Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Николай Ивановичпа Зоя Степановна Степановсене, Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Николай Димитриевичпа Мария Ивановна Хушкинсене чыслама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Шупашкарта 15 ҫулти арҫын ачана шыраҫҫӗ. Вӑл киле ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнченпе таврӑнман. Паянхи кун та ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Николай Петрович Кошкин 185 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ҫав кун хура пиншак, шурӑ кӗпе, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ, хӑйӗнпе пӗрле сӑрӑ тӗслӗ спорт сумки пулнӑ. Николай ӑҫтине пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 тата 89520203557 (Елена Касатка). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() вперёд21.рф сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Енри тата тепӗр хаҫатҫӑна тава тивӗҫлӗ ят панӑ. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята хальхинче Ҫӗмӗрлери «Вперёд» хаҫат редакцийӗн редакторӗ Ольга Дмитриева тивӗҫнӗ. Кун пек ята «культурӑра нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерствин професси искусствин, вӗрентӗвӗн тата халӑх пултарулӑхӗн пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Ольга Ефимовӑна тата Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнчи «Ветеран» халӑх хорӗн хормейстерне Светлана Муллинӑна панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен кунӗнче, Шупашкари аслӑ шкулсенчи чи лайӑх 100 выпускника чысланӑ, диплом панӑ. Ҫавӑн пекех чи маттуррисене Шупашкар 555 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ банкнотӑпа чысланӑ. Уявра республика шайӗнче иртнӗ «Ҫамрӑк лидерсен команди» конкурс финалсчӗсене те палӑртнӑ. Тепӗр йӑлана та пӑрахӑҫламан: Ҫамрӑксен патшалӑх премине тивӗҫнисене те чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен 10-мӗш спорт шкулӗнче куҫ курманнисен хушшинче самбо енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланнӑ. Тӗп хуламӑрта кунашкал ӑмӑрту пӗрремӗш хут иртет. Унта Мускаври, Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри, Дагестанри, Чӗмпӗр тата Волгоград облаҫӗсенчи, Хабаровск, Красноярск, Пермь крайӗсенчи спортсменсем хутшӑнӗҫ. ЧР спорт министрӗ Василий Павлов РФ Спорт министерствине ҫакӑн пек ӑмӑртӑва пирӗн патра ирттерме май туса панӑшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |