Елчӗк округӗнчи Кӗҫӗн Таяпа ялӗнче пурӑнакан Герман Герасимов «Ҫамрӑксен хаҫатне» юратса вулать. Вӑл – 82 ҫулта, чунпа ҫамрӑк пулас тесе ҫак кӑларӑмпа тахҫантанпах туслӑ.
Герман Петрович хаҫатӑн кашни номерне пухса пырать. Ан хуҫлантӑр тесе линолеум татӑкӗпе ҫавӑрнӑ. Пӗлтӗрхи номерсем те ҫапла упранаҫҫӗ унӑн.
Герман Петровичӑн чи юратнӑ рубрики – «Юратупа наркӑмӑш». Вӑл килте машӑрӗпе пурӑнать. Арӑмне инсульт пулнӑ, Герман Петрович ӑна пӑхать. Чунпа ҫамрӑк пулма ӑна юратнӑ хаҫачӗ пулӑшать.