Канаш округӗнчи Яманкасси ялӗн старости Олег Сергеев кашни ҫулах шӑнкӑрч вӗллисем ӑсталать. Ҫак канмалли кунсенче вӑл каллех юратнӑ ӗҫне пуҫӑннӑ – ҫӗнӗ вӗллесем туса йывӑҫсем ҫине ҫӑкнӑ.
Уншӑн ку ӗҫ – ӗлӗкхи ырӑ йӑла. «Юнашар пурӑнакан кайӑксем тавралӑха пулӑшаҫҫӗ кӑна мар, пире илемӗпе, хитре юррисемпе те савӑнтараҫҫӗ», - тет Олег Васильевич.